Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ-ха, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлемен. Ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Паянхи кун тӗлне ӗҫченсене пӗтӗмпе 10 миллион тенке яхӑн тӳлемен. Ҫӗртме уйӑхӗнче предприяти 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ку укҫапа ҫу уйӑхӗнчи шалӑва парса татнӑ. Халӗ, ЧР транспорт министрӗ каланӑ тӑрӑх, шалӑва тупӑшран тӳлеҫҫӗ.
Анчах предприяти тупӑшӗ нумаях мар. Хула тулашӗнче ҫӳрекен автобуссен тупӑшӑн ҫуррине яхӑнӑшӗ предприятие ҫитмест. Ҫавӑнпа ЧР Транспорт министерстви автобусра водительтен билет ыйтмалли пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарать.