Куславкка хулинчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Вӗсем хӑйсем пурӑнакан ҫурт умне юмаха ҫаварнӑ.
Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапсан Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт йӑлтӑртатма тытӑнать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне кӑна мар, подъезда кӗмелли алӑк умне те капӑрлатнӑ. Урамра вара Хӗл Мучин кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Капӑр чӑрӑшсем, юр кӗлеткесем тавралӑха илем кӳреҫҫӗ. Ҫынсем 2017 ҫул хуҫи пирки те манман – Автан вырнаҫтарнӑ. Стена ҫинче вара – импрвизациленӗ камин.
Ку вырӑнта иртен-ҫӳрен сӑн ӳкерӗнет. Ҫак илеме тӑвакансем тавралӑха хӑтлӑх кӳрес енӗпе иртнӗ республика конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӗсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 16 пин тенке тивӗҫнӗ. Шӑпах ҫак укҫапа вӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫурта капӑрлатнӑ та.
Ҫуркунне вӗсем ҫурт умне чечексемпе илемлетесшӗн. Ҫынсем 2018 ҫула мӗнле кӗтсе илесси пирки те шухӑшлама тытӑннӑ ӗнтӗ.