«Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын хӑйӗн тӑван аппӑшне 50 ҫултан тупнӑ. Кӗркунне вӗҫӗнче вӑл «Жди меня» телекӑларӑмра хӑйӗн шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.
Валерий Алешин икӗ шӑллӗпе, ашшӗпе тата амӑшӗпе Иркутск облаҫӗнче пурӑннӑ. Ашшӗ Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнчен. Вӑл унта вӑрманпа ӗҫлеме килнӗ те ҫемье ҫавӑрнӑ. Валерий 9 ҫулта чухне ҫемьере йыш хушӑнмалла пулнӑ. Ҫут тӗнчене йӗкӗреш килмелле пулнӑ. Анчах амӑшӗ ача ҫуратнӑ чухне вилнӗ. Тин ҫуралнӑ ывӑлӗ те нумай сывлайман. Пӗчӗк хӗрачана вара, Алена ятлӑскере, ача ҫуртне панӑ.
Ҫулталакран ҫемье пуҫӗн Леонид Алешинӑн та чӗри тапма пӑрахнӑ. Тӑлӑха юлнӑ ачасене кукамӑшӗ Чӑваш Ене илсе килнӗ. Темиҫе ҫул иртсен Аленӑна шыраса тупма шухӑшланӑ.
Аленӑна вӗсем тахҫанах шыранӑ. Халӗ ав тупнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Канаша ҫитӗ. Валерий ӑна кӗтсе илӗ.