Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика

Чӑваш Енре 4418 ҫын тупӑшӗ 1 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫав шутра 4276-шӗн тупӑшӗ 1 миллионран пуҫласа 10 миллион таран ларнӑ, 10 миллионран тытӑнса 100 миллион тенкӗ таран тупӑш курнисем — 116-ӑн, 100 миллионран пуҫласа 500 миллион тенкӗ таран «кӗмӗл» туса илнисем — 23-ӗн. Ҫулталӑкра 500 миллион тенкӗрен ытла тупӑш курнисем те пур. Вӗсем — виҫҫӗн.

Миллионерсен шучӗ пирӗн республикӑра 21,4 процент нумайланнӑ. Кунта 1 миллион тенкӗрен пуҫласа ҫур миллиард таран тупӑш илнисем таранах ҫапла каламалла. Ҫур миллиардран ытларах илекенсем ҫапах та сахалланнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче ҫичӗ ҫавӑн чухлӗ пайта курнӑ, кӑҫал, ав, — виҫҫӗн кӑна.

Пурлӑх пирки деклараци тӑратасси те кӑҫал ӳснӗ. 94,2 пин ҫав хута налукҫӑсем патне ҫитернӗ. Пӗлтӗр ун йышшисем 10,6 процент сахалрах пулнӑ.

 

Статистика Ячӗ хӑямата, сывлӑх пултӑр
Ячӗ хӑямата, сывлӑх пултӑр

Кӑҫалхи ҫур ҫулта республикӑра 8176 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫут тӗнчене килекенсен йышӗ ытларах пулнӑ-ха: 8514 пепке.

Арҫын ачасене ытларах Кирилл, Максим, Артем, Егор, Александр, Иван, Илья, Дмитрий, Михаил, Роман ятсем хунӑ. Хӗрачасен анлӑ сарӑлнӑ ячӗсем: Анна, Мария, Виктория, Дарья, Анастасия, Валерия, Ксения, София. Ачасене сайра хутра тӗл пулакан ят пама ӑнтӑлакансем те яланхиллех пур. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫуралнӑ ывӑлсем хушшинче Богдамир, Герасим, Гор, Иоанн, Иеремия, Жан, Елизар пур. Хӗр пӗрчисем валли ашшӗ-амӑшӗ Вирсавия, Белана, Амилия, Ая, Арияна, Анхелия, Владилена ятсем суйланӑ.

Шел те, пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ ҫуралнисенчен 3,6% ытларах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/gor-ioann-amiliya
 

Статистика «АиФ» сӑнӳкерчӗкӗ
«АиФ» сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашстат специалисчӗсем кашни эрнерех таварсен хакӗсен мониторингне тӑваҫҫӗ. Хальхинче мӗнле кӑтартусемпе савӑнтарнӑ е хурлантарнӑ-ха вӗсем?

Специалистсем мониторинга утӑ уйӑхӗн 21–27-мӗшӗсенчи хаксемпе йӗркеленӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта помидор хакӗ ӳснӗ.

Ведомствӑра лавкка сентрисем ҫинче помидор хакӗ 5,4% хакланнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тӑвар, рис кӗрпи, панулми, сахӑр, хӑяр, ҫӑкӑр эрех, кӑлпасси хакӗсем ӳснӗ.

Ҫӗрулми, сухан, купӑста, макарон, сӗт, шурӑ ҫӑнӑх, сосиска, сарделька, кишӗр, хӑйма хакӗсем чакни, ахӑртнех, ҫынсене савӑнтарӗ.

Сӑмах май палӑртса хӑварар: пирус, топливо, майкӑпа футболка, кӗпе-йӗм ҫумалли порошок, бензин хакӗ хӑпарнӑ.

 

Статистика

Шупашкар ҫыннисем хула тӳре-шарин ӗҫне тиркеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Ҫапах та 2014 ҫулхипе танлаштарсан хула влаҫӗсен ӗҫне «лайӑх» тесе хаклакансен йышӗ чакса кӑмӑлсӑррисен йышӗ самайланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне «Социос-М» социологсен халӑх организацийӗ пырса тухнӑ.

Хула тӳре-шарин ӗҫне лайӑхпа палӑртакансен шучӗ ҫулталӑкра 5 процент чакнӑ. Пӗлтӗр республикӑн тӗп хулине ертсе пыракансен ӗҫӗ шупашкарсен 27 процентне тивӗҫтернӗ, кӑҫал — 22 процентне. Кӑмӑлсӑррисем пӗлтӗр 44 процент пулнӑ, кӑҫал 51 процента ҫитнӗ. «Япӑх» тесе татса калакансем те йышланнӑ. Унччен 12 проценчӗ апла шухӑшланӑ, халӗ 15 проценчӗ ҫавӑн пек тӗв тунӑ. Шупашкарта пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫын хула тӳре-шарин ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр иккен.

Сӑмах май каласан, ним калама аптӑракансем пӗлтӗр 17 процент тупӑннӑ, халӗ 12 проценчӗ кӑна шухӑшне палӑртма тӑхтаса тӑрать иккен.

 

Статистика

ЧР Сывлӑх министерстви пӗтӗмлетӳ тунӑ. Савӑнмаллиех. Ведомство ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсем нумайрах пурӑнма тытӑннӑ.

ЧР Сывлӑх министерствин кӑтартӑвӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫыннӑн пурнӑҫӗ 2 ҫул вӑрӑмланнӑ. Нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ вара 20 процент нумайланнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 64 ҫын 100 ҫула парӑнтарнӑ. ЧР сывлӑх министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова хӑйӗн «Республикӑри халӑхӑн сывлӑхӗ пирки» патшалӑх докладне тунӑ чухне сывлӑх тытӑмне ҫӗнетни пилӗк ҫулта ҫын вилеслӗхне 8 процент чакарма май панине палӑртнӑ.

Апла-и, капла-и — ҫапах республикӑра тухтӑрсем пурпӗрех ҫитмеҫҫӗ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78425
 

Статистика

Чӑваш Енре ҫурт-йӗр условине лайӑхлатакансенчен чылайӑшӗ ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнасшӑн тесе пӗтӗмлетме пулать Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтернине шута илсен.

Управлени специалисчӗсем кӑҫалхи ҫур ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ те ҫӗнӗ ҫуртра хваттер илекенсем йышланнине, киввисене ыйтакансем сахалланнине пӗтӗмлетнӗ.

Ҫурта хӑпартнӑ вӑхӑтрах тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр туянакансен йышӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 7 процент нумайланнӑ. Унччен пурӑннӑ ҫурт-йӗре илекенсен йышӗ 29 процент чакнӑ.

Ҫак тӑрӑма Росреестр управленйиӗн специалисчӗсем ҫурт-йӗр хӑпартасси нумайланнипе, ҫынсем ҫурт-йӗр тӑвакансене шаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма кивҫен укҫапа усӑ куракан та самай. Тӳпене кӗрсе илекенсенчен 42 проценчӗ банкран кивҫен илнӗ, суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ чух — 56 проценчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://to21.rosreestr.ru/news/6727365/
 

Статистика

Чӑвашстат атмосфера сывлӑшне упрамалли пирки информаци пичетленӗ. Специалистсем кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетнӗ.

Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен сывлӑша тухакан сиенлӗ япаласем 30,1 процент нумайланнӑ-мӗн. Кусем сунар тата вӑрман хуҫалӑхӗсене, ял хуҫалӑха пырса тивеҫҫӗ.

Чӑвашстат специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ытларах атмосфера Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вараланать. Ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн.

Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ пулӑшу парас тытӑмсенче те атмосферӑна сиенлӗ япаласем тухасси пысӑкланнӑ. Ку 5,5 процент ӳснӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енри предприятисем атмосферӑна 13,3 тонна сиенлӗ япала кӑларнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 27,6 процент сахалрах.

 

Статистика

Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта пирӗн республикӑра элитлӑ ҫурт-йӗр пуринчен ытла хакланнӑ. Кунта сӑмах ҫӗнни пирки пырать. Иккӗмӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ марри) ҫурт-йӗр хакӗ те пӗр вырӑнта тӑман.

Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн тӑваткал метрӗ вӑтамран 44 пин те 63 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан хак 0,6 процент йӳнелнине пӗлтерет. Иккӗмӗш рынокри вара 0,5 процент хӑпарса тӑваткал метрӗ 42 пин те 738 тенкӗпе танлашнӑ.

Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитли кӑна хакланнӑ. Ун пекки пирки ӗмӗтленекенсен пӗр тӑваткал метршӑн вӑтамран 51 пин те 454 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 3,4 процент хакланнине пӗлтерет. Пӗлтӗрхи юпа–раштав уйӑхӗсенчинчен хак 5,6 процент ӳснӗ. Вӑтам пахалӑхлипе лайӑхлатнӑ пахалӑхли чакнӑ.

Иккӗмӗш рынокрине илсен, ӑна сутакансен пӑшӑрханма сӑлтав пулман — хак хӑпарнӑ.

 

Статистика

Чӑваш Енри турист фирмисем 2014-мӗш ҫулта 35,6 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Виҫӗмҫул вӗсенчен пулӑшу ыйтнисем 39 пин ҫын пулнӑ, 2012-мӗшӗнче — 82,5 пин. Ют ҫӗршыври тура пӗлтӗр 23,8 пин ҫын тухса кайнӑ. Унчченхи икӗ ҫул пирки каласан, ют ҫӗршывра канакансем ытларах пулнӑ: 2013-мӗшӗнче — 24,4 пин ҫын, 2012-мӗшӗнче — 26,4 пин ҫын.

Туристсем пӗлтӗр канма Египета ытларах чух тухса кайнӑ. Ӑна туристсен 27,5 проценчӗ суйланӑ. 2013-мӗш ҫулта унта туристсенчен 21,7 проценчӗн кӑна кӑмӑл туртнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта (27,3 процент) — Турци. Унчченхи ҫул Турцие туристсен 24,3 проценчӗ кайнӑ. Ытти енпе танлаштарӑм улшӑнман. Испание туристсен 6,3 проценчӗ кайнӑ, Пӗрлештернӗ Арабсен Эмирачӗсене – 6 проценчӗ, Грецине — 5,3 проценчӗ, Таиланда — 5,5 проценчӗ.

Раҫҫей тӑрӑх туркомпанисем урлӑ курса ҫӳреме 11,8 пин ҫын кӑмӑл тунӑ. Ку цифра та унчченхи ҫулсенчинчен сахалланӑ. 2012-мӗш ҫулта, тӗслӗхрен, 58,1 пин турист ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Маларах асӑннӑ 12 пине яхӑн ҫынран 48 проценчӗ хамӑр патрах каннӑ. 20,6 проценчӗ Краснодар тӑрӑхне кайнӑ, 17,3 проценчӗ — Питӗре, 4 проценчӗ — Крыма, 3,4 проценчӗ — Мускава.

 

Статистика

Чӑваш Енӗн мӗнпур ҫыннине илсен, номиналлӑ укҫа тупӑшӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 106,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ иккен. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан Чӑвашстат 15,8 процент пысӑкланнине пӗлтернӗ.

Ҫынсен чӑн-чӑн тупӑшӗ пирки каласан, вӑл 2,9 процент хушӑннӑ. Ҫапах та ҫу уйӑхӗнче ака уйӑхӗнчинчен 4,6 процент чакнӑ.

Тупӑшӑн тӗп пайне ҫынсем тавар туянма тата тӗрлӗ пулӑшушӑн татӑлма тӑкаклаҫҫӗ. Кирек епле пулсан та тӳлемеллех шутланакан тӳлевсемпе взноссем тӑкакӑн 9,7 процентне йышӑнаҫҫӗ-мӗн. Ӗҫлесе илнӗ укҫаран 1,4 процентне ҫынсем ют ҫӗршыв валютине туянма яраҫҫӗ. 19,4 процентне ҫынсем пуҫтарса пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӑкак тупӑшран 4,9 процент иртет. Кӑҫалхи пилӗк уйӑхра республикӑри кашни ҫын пуҫне тупӑш вӑтамран 17 пин те 169 тенкӗ те 70 пуса ларнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 02

1932
93
Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1932
93
Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1944
81
Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1965
60
Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ.
1977
48
Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ