Статистика
Виҫӗмкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене пӑхса тухнӑ. Халӑхӑн тӗрлӗ демографи ушкӑнне уйӑрса палӑртакан ҫак виҫене иртнӗ ҫулхи IV квартал валли палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи III кварталтинчен вӑл 30 тенкӗ чакнӑ. Халӗ унӑн вӑтам виҫи 8346 тенкӗпе танлашать. Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе чакнине республикӑн ӗҫ тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Дмитриев «Апат-ҫимӗҫ мар тавар» тата «Пулӑшу» статьясемпе тӑкак чакнипе сӑлтавланӑ. Апат-ҫимӗҫ мар тавар туянма 27 тенкӗ сахалтарах кирлӗ иккен, пулӑшу илме — 51 тенкӗ сахалтарах. Ҫапла вара вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене 8837 тенкӗ (вӑл 51 тенкӗ чакнӑ) хӑварнӑ, пенсионерсем валли – 6849 тенкӗ (2 тенкӗ ӳстернӗ), ачасем валли — 8420 рублей (11 тенкӗ пысӑклатнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ статистикӑна ӗненес тӗк, Шупашкарта 500 пин ытла ҫын пурӑнать. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хулан социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ чухне каланӑ. Демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх пулни Шупашкара геоурбанистсен классификацийӗ енӗпе Раҫҫейри чи пысӑк хуласен ушкӑнне кӗме май панӑ. Шупашкарта ҫур миллион ҫын пурӑнни пирки Чӑвашстата пӗлтернӗ. Кирлӗ процедурӑсене тусан ку кӑтартӑва официаллӑ майпа ҫирӗплетӗҫ. 2015 ҫул тӗлне Шупашкарта 484 пин ҫын пурӑннӑ. 2016 ҫул тӗлне вара 491 пин ҫын унта тӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫейре хӑйне евӗр танлаштарӑм хатӗрленӗ. Хальхинче хӑш регионти ҫынсем психиатртан пулӑшу ытларах ыйтнине тишкернӗ. Статистикӑна РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тата тӗп психиатри институчӗ – В.П.Сербский ячӗллӗ психиатри тата наркологи тӗпче центрӗ хатӗрленӗ. Хальлӗхе 2015 ҫул тишкерӗвӗ ҫеҫ паллӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту ҫуркунне паллӑ пулӗ. Танлаштарӑма ҫынсем психиатртан пулӑшу ыйтнине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Танлаштарӑмра малти вырӑна Кавказри регионсем йышӑннӑ. Унта сывӑ халӑх пурӑнать. Ун хыҫҫӑн – Мускав. Алтай, Чукотка, Ямал-Ненецк автономи округӗ, Пермь крайӗ, Красноярск крайӗ ҫыннисем психиатртан ытларах пулӑшу ыйтнӑ. Чӑваш Ен чи лӑпкӑ регионсен йышӗнче 48-мӗш пулнӑ. Палӑртмалла: 2015 ҫулта пӗтӗмпе 4 миллион ҫынна яхӑн психиатри пулӑшавӗ ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Республикари юн илекен станци иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫленипе паллаштарнӑ. Пӗлтӗр 1841 ҫын пӗрремӗш хутчен донор пулнӑ. Пӗтӗмпе 12062 ҫын юн панӑ. Республикӑри юн илекен станцин тӗп тухтӑрӗ Любовь Яковлева каланӑ тӑрӑх, донорсем сахалланнӑ. Пӗлтӗр 20,5 донаци тунӑ. Аппарат мелӗпе процедура тунӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗлтӗр 11 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Плана 96 процент тултарнӑ. 1,7 пин литр плазма илнӗ. Станцире юн илнисӗр пуҫне вырӑна тухса та ҫӳреҫҫӗ. Вӑтамран илес тӗк, 2016 ҫулта республикӑри кашни ҫын пуҫне 9 миллилитр юн хатӗрленӗ. Пӗлтӗр 10 пин ытла пациента 6 пин ытла донор юнӗн компонентне янӑ. Донорсене пӗтӗмпе 439,14 тенкӗ панӑ. Пӗтӗмпе пӗлтӗр ку тӗлӗшпе 9 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫулсерен Раҫҫейре ҫӗр-ҫӗр ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилет. Шел те, Чӑваш Енре те кунашкал тӗслӗхсем пур. Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн республикӑра 250 ытла ҫын эрех ӗҫсе вилнӗ. Пӗтӗмпе вара 1044 ҫын эрех-сӑрапа наркӑмӑшланнӑ. Кусем – шута илнӗ тӗслӗхсем ҫеҫ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма пыман ҫынсем вара мӗн чухли паллӑ мар. 2015 ҫулпа танлаштарсан, 2016 ҫулта эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен йышӗ 20 процент чакнӑ. 2015 ҫулта 1330 ҫын эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйнӑ. 2016 ҫулта вара кунашкал 1044 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗр эрехпе наркӑмӑшланса 257 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2015 ҫулта вара кӑштах нумайрах – 364 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстат республикӑри ҫынсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫынсен шалӑвӗ, 2015 ҫулпа танлаштарсан, 6,9 процент ӳснӗ. Пӗлтӗр республикӑра пурӑнакан ҫынсем вӑтамран 22736,3 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ӑҫта вӑй хуракансем ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ-ха? Ӑслӑлӑх тӗпчевӗ енӗпе ӗҫлекен компанисенче (44,9 пин тенкӗ), финанс ӗҫӗн организацийӗсенче (37 пин тенкӗ), социаллӑ страхлав компанийӗсенче (34 пин тенкӗ), электрохатӗр кӑларакан предприятисенче (35,6 пин тенкӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстат Чӑваш Енри халӑх йышне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра1235992 ҫын пурӑнать. Иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ку кӑтарту 1236628 ҫынпа танлашнӑ. Республикӑра халӑх йышӗ чакса пырать. Хуласенче 766202 ҫын пурӑнать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8138 ҫын ытларах. Ялсенче 469790 ҫын кун кунлать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8774 ҫын сахалрах. Халӑх ытларах Шупашкарта тӗпленнӗ: 489158 ҫын. Муниципалитетсен хушшинче чи нумай йыш – Шупашкар районӗнче (62415). Унтан - Ҫӗрпӳ районӗ (35991), Канаш районӗ (35726). Чи сахал йыш – Ҫӗмӗрле районӗнче (9127). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Коммерсантъ» хаҫатри Юрий Мартьянов сӑн ӳкерчӗкӗ «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Тӑван республикӑмӑр хыҫҫӑнхисем — Брянск облаҫӗ, Алтай, Ханты-Мансийск тата Тутарстан. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Экономика министерствин, Финанс министерствин, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн, Пурне те тивӗҫ медицина страхлав фончӗн территорири органӗн пайташӗсем хаҫат илсе кӑтартнине хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Общество Телекуравӗн информаци служби медицина ӗҫченӗсем мӗн чухлӗ шалу илнине тӗпченӗ. Тӗлӗнмелле те, медиксен вӑтам ӗҫ укҫи 10,5 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку пӗтӗмлетӗве информаци служби медицина ӗҫченӗсен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн тунӑ. Чӑваш Енри медиксен чи пӗчӗк ӗҫ укҫи 9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чи пысӑк шалу вара — 12 пин тенкӗ. Анчах ҫав ҫынсем хӑш категорие кӗнине палӑртман: тухтӑрсем е медицина ӗҫченӗ? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин официаллӑ даннӑйӗсене ӗненес тӗк, пирӗн тухтӑрсем пӗлтӗр вӑтамран 18,4 тенкӗ илнӗ. Тухтӑрсен шалӑвӗ вара 32,1 пин тенкӗпе танлашнӑ. ОТР пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пур регионта медицина ӗҫченӗсем вӑтамран 19 пин тенкӗ шалу илнӗ. Ку, Росстат даннӑйӗсемпе танлаштарсан, 60 процент сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Усламҫӑсен йышӗ Чӑваш Енре нумайланать Чӑваш Енре усламҫӑсен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакна кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн тӑрӑхӑмӑрта пурӗ миҫе ҫын регистрациленнине тишкернӗ май аван курӑнать. Цифра ҫине куҫарсан пӗчӗк тата вӑтам бизнеспа аппаланакансем — 51 пин ытла. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ҫулталӑк каялла усламҫӑсен хисепӗ 50 пинтен сахалтарах пулнине аса илнӗ. «Лайӑх динамика савӑнтарать. Ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсене тата хӑйсен ҫемйине тӑрантараҫҫӗ, тара илнӗ ӗҫченсене ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пирӗн тӗллев — вӗсене хӑтлӑ услови туса парасси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче усламҫӑсене укҫа-тенкӗ тата укҫа-тенкӗ мар пулӑшу кӳнине те палӑртнӑ май вӗсем налук тӳлесси ҫулталӑкра вӑтамран 10 процент хушӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |