Хваттер е ҫурт-йӗр туянас текенсем ку хыпаршӑн савӑнасси каламасӑрах паллӑ: кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелнӗ.
Чӑвашстат цифрӑсене 2016 ҫулхи пӗрремӗш квартал вӗҫӗнчипе танлаштарса кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхинчен 2,1 процент йӳнелнӗ, унччен пурӑнни — 4,4 процент.
2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан иккӗмӗшле рынок шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ 2,1 процент чакнӑ. Ҫапах та ҫӗннине туянма хакланнӑ. Виҫӗ уйӑх каяллахинчен кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче ҫӗнӗ ҫуртра хваттер туянакансен 2,5 процент ытларах тӳлеме тивнӗ.
Ӑнланмалларах пултӑр тесе тӑваткал метр вӑтамран мӗн хак тӑнине те илсе кӑтартнӑ. Чӑвашстат пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пӗрремӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ) ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 40 пин те 9 тенкӗ тӑнӑ. Иккӗмӗш рынокришӗн вӑтамран 38 пин те 235 тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ шутланаканни ҫулталӑк каяллахинчен 9,2 процент йӳнелнӗ. Ӑна туянма кашни тӑваткал метршӑн вӑтамран 45 пин те 205 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ шутланаканни те йӳнелнӗ. Нумаях мар-ха: 1,6 процент.