Статистика
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Таса алӑ» Коррупципе кӗрешекен общество приемнӑйӗ ҫӗршыври коррупци шайӗ пирки доклад пичетлесе кӑларнӑ. Документа ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен коррупци енӗпе малтисен йышне кӗнӗ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Ставрополь енӗ, Архангельск, Курган, Липецк, Чӗлепи, Белгород, Чулхула, Новосибирск, Тамбов облаҫӗсем, Мӑкшӑ Республики, Ингушети малтисен ретне лекнӗ. Ҫак регионсенче коррупци шайӗ 1,8 процентпа танлашнӑ. Танлаштарӑма Мускав «ертсе» пырать. Унта ку кӑтарту 28,9 процентпа танлашнӑ. Унтан — Мускав облаҫӗ. Унта коррупци шайӗ — 5,6 процент. Доклад авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах коррупци пирки суд тытӑмӗнче ҫӑхав нумай килет. Унтан — полицие, прокуратурӑна, следстви комитетне. Чи «таси» — ФСБ. Сӗтевӗн вӑтам укҫи кӑҫал 809 пин тенкӗпе танлашнӑ. Унччен 613 пин тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Михаил Игнатьев Элетпер мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна суйлавра Ҫак самантра мӗнпур суйлав участокӗнче суйлав малалла пырать: участоксем 20 сехетчен ӗҫлӗҫ. Хӑш суйлав участокне каймаллине пӗлменнисем валли, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Найди свой избирательный участок» (чӑв. Хӑвӑн суйлав участокне шыраса туп) ресурс ӗҫлет. Республикӑн Тӗп суйлав участокӗ 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре суйлавҫӑсен 41,74 проценчӗ суйланӑ. Районсемпе илсен цифрӑсем ҫапларах: Улатӑр районӗнче — 53,22%; Улатӑр хулинче — 41,35%; Элӗк районӗнче — 50,54%; Патӑрьел районӗнче — 66,35%; Вӑрнар районӗнче — 55,08%; Йӗпреҫ районӗнче — 53,65%; Канаш районӗнче — 54,04%; Канаш хулинче — 33,88%; Куславкка районӗнче —59,51%; Комсомольски районӗнче — 53,65%; Красноармейски районӗнче — 55,04%; Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 55,32%; Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 45,77%; Муркаш районӗнче — 59,87%; Ҫӗнӗ Шупашкарта — 31,98%; Пӑрачкав районӗнче — 57,19%; Вӑрмар районӗнче —46,76%; Ҫӗрпӳ районӗнче — 53,32%; Шупашкарти Калинин районӗнче — 32,79%; Шупашкарти Ленин районӗнче — 32,46%; Шупашкарти Мускав районӗнче — 35,77%; Шӑмӑршӑ районӗнче — 63,21%; Ҫӗмӗрле районӗнче — 45,12%; Ҫӗмӗрле хулинче — 30,82%; Етӗрне районӗнче — 45,64%; Елчӗк районӗнче — 64,76%; Тӑвай районӗнче —65,43%; Шупашкар районӗнчи 37-мӗш округпа — 42,48%; Шупашкар районӗнчи 38-мӗш округпа — 45,25%; Канашри 37-мӗш округпа — 42,73%; Шупашкарти 38-мӗш округпа — 40,75%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат ӗҫ укҫи парӑмӗсен кӑтартӑвне шутланӑ. Ҫур ҫулта парӑм темиҫе теҫетке миллион таран ӳснӗ-мӗн. Ку енӗпе Канаш тата Шупашкар малта. Чӑвашстат специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫ укҫин парӑмӗ 40 миллион тенке ҫитнӗ. Конкурс производствин процесӗнчи организацисенче парӑм 15 миллион тенке ҫитнӗ. Чылай компани ӗҫ укҫине мӗншӗн тӳлеменни те паллӑ: «кӗмӗл» ҫук. Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑри 19 районта тата 2 хулара парӑм пачах ҫук. Канашра вара ҫынсене пӗтӗмпе ӗҫ укҫи 20,7 миллион тенкӗ тӳлемен. Шупашкарта ку кӑтарту 14,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвалама хушнӑ Республикӑри ытти район-хулапа танлаштарсан Ҫӗрпӳ районӗнче ӗҫсӗр ҫынсем сахал. Унта ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвалама ӑнтӑлакансене пуринчен сахал шута илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,21 процент кӑна иккен. Куславкка тата Комсомольски районӗсенче те ӗҫсӗррисем сахал: 0,28-шар процент кӑна. Паянхи куна илсен республикӑра официаллӑ майпа 4935 ӗссӗр ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл вӑйпттисен 0,74 проценчӗ пулать. Кашни ӗҫсӗр пуҫне миҫӗ ваканси пуррине те шута илсе пыраҫӗ. Ку цифра республикӑра 0,32 единицӑпа танлашать. Ҫак цифра Комсомольски районӗнче — 0,16 единица, Куславкка районӗнче — 0,16 единица, Ҫӗрпӳ районӗнче — 0,14 единица. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл районсенче ӗҫ тупма ҫӑмӑлрах теме пулать. Анчах ку вӑл — официаллӑ цифрӑсене ӗненсен. Ӗҫ сӗнекенсем, тӗрӗссипе, епле специальность пуррине, миҫерине те пӑхаҫҫӗ, пули-пулми илме васкасах каймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Аналитика кредит агентстви Раҫҫейри чи чухӑн тата пуян регионсене палӑртнӑ. Утӑ уйӑхне илес пулсан, Чӑваш Ен чухӑннисен йышне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех пуян маррисен йышне Астрахань, Сарӑту, Иваново, Вогоград, Киров, Кострома, Омск, Пенза, Орлов облаҫӗсем, Ставрополь енӗ, Ҫурҫӗр Осети, Калмӑк, Дагестан, Кабарда-Балкар, Адыгея республикисем лекнӗ. Чи пуяннисем – Хабаровск тата Красноярск крайӗсем, Ленинград облаҫӗ, Коми Республики, Алтай, Тыва республикисем, Мурманск облаҫӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Ямал-Ненецк автономи округӗ, Сахалин облаҫӗ, Чукотка автономи округӗ. Кӑҫал чухӑн тата пуян регионсен хушшинчи уйрӑмлӑх пысӑкланса пыни палӑртнӑ. Чухӑн регионсенче пӗр ҫын пуҫне 14,6 пин тенкӗ укҫа лекет. Пуяннисенче вара — 60,3 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Рейтинг» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсенчен самай пайӗ 500 пин тенкӗрен йӳнӗрех машинӑна та туянаймасть. Кредита шансан та кашни пиллӗкмӗш ҫемье кӑна апла урапаллӑ пулайрать. 1,2 миллион тенкӗ таран тӑракан урапана пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен 6,6 проценчӗ илме тупра ҫитереет. Машинӑсен хакӗ те хальхи вӑхӑтра йӳнӗ мар. Вӑтамран илсен, хак 1,5 миллион тенкӗрен иртет. 5 миллион тенкӗрен хаклӑ машинӑна пирӗн ҫӗршыврисен 0,9 проценчӗ туянайрать. Укҫа-тенкӗллӗ, хаклӑ урапа илейрекенсем Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнаҫҫӗ. Унта ҫур миллион тенкӗрен йӳнӗреххисене халӑхӑн ҫурри ытла кредитпа туянайрать, 1,2 миллион тенкӗллисене — 33,5 проценчӗ, чи хаклисене — 6,8 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи шыва кӗмелли сезона пӗтемлетнӗ. Шел те, кӑтартусем савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑра шыв хӗрринче пулнӑ инкексен, шывра путнисен хисепӗ ӳснӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗнӗ чухне шар курнӑ. Ҫитменнине, чӑмпӑлтатма юраман вырӑнта. Кӑҫал шывра пӗчӗк ачасем те путса вилнӗ. Паллах, ку ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула сиксе тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри чылай районта шыва кӗме юрӑхлӑ вырӑн сахал. Танлаштармашкӑн: кӑҫал шыв хӗрринче 48 инкек пулнӑ, пӗлтӗр — 30. Шывра 48 ҫын путса вилнӗ, 2015 ҫулта — 30. Кӑҫал шывра 7 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗлтӗр вара — 6-шӗн. Кӑҫал 18 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех республикӑра пухӑнса кайнӑ ӗҫ укҫин парӑмне епле татмаллине те сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ку темӑпа самай цифра илсе панӑ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри 7 организаци 39,1 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫакна пула 2027 ҫын шалу вӑхӑтра илеймесӗр аптӑраҫҫӗ. Парӑмлӑ организацисен шутӗнче министр Шупашкарти 1-мӗш типографие, «Промтрактор Вакуна», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Экотехсервис» управляющи компание, Сӗнтӗрвӑрринчи «Городока», Вӑрмарти автотранспорт предприятине, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерне» асӑнса хӑварнӑ. Уйрӑмах пысӑк парӑма чӑх-чӗп хапрӑкӗпе «Промтрактор Вакун» пухнӑ. Уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Пӑрачкав район пульницинче ӗҫ укҫипе парӑм пулнӑ, халӗ ӑна татнӑ. Парӑмлисемпе Чӑваш Енӗн Ӗҫ инспекцийӗ тата прокуратура та ҫине тӑрса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни пиллӗкмӗш ҫыннӑн урапа пур. Раҫҫейри регионсемпе танлаштарсан, ку кӑтартупа пирӗн тӑрӑх 75-мӗш вырӑн йышӑнать. "АВТОСТАТ" аналитика агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 1000 ҫын пуҫне 212 урапа лекет. Ҫӗршывра 1000 ҫын пуҫне вӑтамран 285 машина лекет. Урапа питӗ туянма юратакан (тата майӗ пур темелле-ши) регионсен шутне Камчатка тата Тинӗсҫум крайӗсем кӗреҫҫӗ. Камчатка тӑрӑхӗнче 1000 ҫын пуҫне 472 урапа тивет, Тинӗсҫум тӑрӑхӗнче — 437. Маларах эпӗ вӑл тӑрӑхсенче урапаллисем нумаййине пурнӑҫ шайӗпе танлаштарма сӑлтавлама пӑхрӑм та, экспертсем Японири урапасене Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен кӳрсе килнипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен. Чукотка автономи округӗнче 1000 ҫын пуҫне 88 урапа ҫеҫ лекет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енӗн статистика органӗ республикӑра пурӑнакансем килти хуҫалӑхра епле тӑкакланнине тишкернӗ. Хуларисене уйрӑм сӑнанӑ, ялтисене — уйрӑм. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта, пӗлтӗрхи ака—ҫӗртме уйӑхӗсенчисемпе танлаштарсан, унтисем те, те кунтисем те тӑкаксене чакарнӑ. Ҫапах та хулара пурӑнакансем апат-ҫимӗҫ туянма укҫа ытларах уйӑрма тытӑнни сисӗнет. Ялтисем вара хырӑмшӑн сахалтарах тӑкакланӑ. Юлашкинчен асӑннисем, тен, сакай-нӳхрепри апат-ҫимӗҫ патне ытларах кӗрсе туха тытӑннӑ-тӑр. Тӗрлӗ пулӑшушӑн тӳлесси ялта кӑшт хӑпарнӑ, хулара вара чакнӑ. Тӗрлӗ пулӑшу валли янӑ тӑкаксене илсен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӑкакланасси 10,6 процент нумайланнӑ, ҫав шутра ҫутӑшӑн тӳлеме кӑна 57,3 процент нумайрах пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |