Статистика
Чӑвашстат 2014 ҫулта Чӑваш Енри халӑх вӑтамран мӗн чухлӗ шалу илнине пӗлтернӗ. Ку кӑтарту республикӑри пурнӑҫ шайне уҫҫӑн кӑтартать, Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионпа танлаштарма май парать. Ведомствӑн малтанлӑха пӗлтернӗ статистики тӑрӑх, 2014 ҫулта Чӑваш Енре халӑхӑн 16,2 проценчӗ (200,5 пин ҫын) пурӑнмалли виҫене палӑртнинчен сахалрах илнӗ-мӗн. Пуранмалли виҫе уйӑхне 6805 тенкӗ. Халӑхӑн 783,9 пин ҫын (63,2 процент) ҫынна вӑтамран кирлӗ чухлинчен сахалрах шалу илнӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр ку кӑтарту 16 648,4 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа республикӑра пурӑнакан халӑхӑн ҫурри 14 пин тенкӗ те шалу илсе курман. Кашни 16-мӗш ҫын вара сахал тупӑшлӑ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсен 2014 ҫулхи декларацийӗсене пичетленӗ. 2013 ҫулта чи пысӑк укҫа ӗҫлесе илекенни «Тус» строительство фирмин ертӳҫи Николай Угаслов пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫулталӑкра 30,3 миллион тенке яхӑн тупӑш илнӗ. «АККонд» акционерсен уҫӑ обществин гендиректорӗ Валерий Иванов та чухӑн мар: 2013 ҫулта вӑл 16,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе тунӑ. Чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тата «Элара» АУОн пуҫлӑхӗ Андрей Углов тупӑшӗ 14,5 тата 14,2 миллион тенкӗпе танлашнӑччӗ. Пысӑк укҫаллӑ вунӑ депутат шутне ҫавӑн пекех «Энергозапчасть» АУО пуҫлӑхӗ Юрий Шлепнев, «Орион» АУО пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов, «Межрегионгаз-Чебоксары» пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Хлеб» АУО пуҫлӑхӗ Елена Бадаева, «Трактор савучӗсем» концернта тӑрӑшакан Сергей Щетников, Чапаев ячӗллӗ савут пуҫлӑхӗ Михаил Резников лекнӗччӗ. Иртнӗ ҫул Николай Угаслова унчченхиллех ӑнман темелле. Вӑл пӗлтӗр 1,1 миллион тенкӗ кӑна ӗҫлесе илейнӗ. Анчах ыттисен тупӑшӗ е пачах та пӗчӗкленмен, е пысӑкланнӑ та. Маларах асӑннӑ Валерий Иванов пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса пӗлтӗр 14 миллиона яхӑн тенкӗ пуҫтарнӑ, Олег Мешков — 14,5 миллион, Андрей Углов — 14,2 миллион, Юрий Шлепнев — 11,6 миллион, Владимир Михайлов — 10,1 миллион, Кияметдин Мифтахутдинов — 7 миллиона яхӑн, Елена Бадаева — 11,1 миллион, Сергей Щетников — 8,9 миллион, Михаил Резников — 9,7 миллион. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсем Канаш аталанӑвӗшӗн: ҫивӗч ыйтуран — стратеги патне» канашлу иртнӗ. Ҫав мероприятире республика тулашӗнче ӗҫлекен арҫынсен ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, статистика республикӑри ашшӗсен 26 яхӑн проценчӗ Чӑваш Ен туашӗнче ӗҫленине ӗнентерет. Канашлура ачасем ашшӗсене уйӑхӗ-уйӑхӗпе курмасӑр ӳснине палӑртнӑ. Мероприятире Канаш хулинче ҫемьесене ҫирӗплетес, ача воспитанийӗнче ашшӗн рольне ӳстерес тӗллевпе Ашшӗсен канашне йӗркеленине те аса илнӗ. Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнни ҫемье арканӑвӗн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри шутланать. Пӗлтӗр Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакна та палӑртмалла: Канашри ӗҫпе тивӗҫтерекен центр 150 ытла чӑваш ҫыннине ытти региона ӗҫлеме янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ — ҫул ҫинче авари нумайланни сисӗнет. Ҫине ҫинех — авари. Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче пулнӑ инкек те ав республика халӑхне кулянтарчӗ. Ҫул ҫинче ачасем шар курни вара пушшех те пӑшӑрхантарать. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе 16 инкек пулнӑ. Унта 18 ҫул тултарман 18 ача хур тӳснӗ. Ытларах 18 ҫул тултарман ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ-мӗн. Кӑҫал водительсем ача ҫине пырса кӗнӗ 9 тӗслӗхе шута илнӗ. 4 тӗслӗхӗ – ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта. Тепӗр 5-шӗнче ачасем хӑйсем ҫул-йер правилине пӑснӑ. Пирвайхи виҫӗ уйӑхра ҫул ҫинче 7 инкеке шута илнӗ. Унта 9 ача суранланнӑ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫул ҫитмен ачасем урапа салонӗнче ятарлӑ хатӗрсӗр — ларкӑчсӑр — пулнӑ е пиҫиххипе ҫыхӑнман. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче авари ытларах тунтикун 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енӗн статисчӗсем иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра мӗнле тавар мӗн чухлӗ хакланнине тишкернӗ. Кун пек мониторинга Чӑвашстат вӗҫӗмех йӗркелесе пырать-ха. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен карамель тата чей хакланнӑ. Карамель юратакансен иртнӗ эрнере ӑна унчченхи эрнеринчен 2,9 процент хаклӑрахпа туянма тивет. Хура чей 2,5 процент хакланнӑ. Апат-ҫимӗҫрен кишӗр, тип ҫу, пӗҫернӗ кӑлпасси, тӑвар тата шурӑ ҫӑнӑх хакӗ хӑпарнӑ. Вӗсем 1 процентран пуҫласа 1,9 процент таран хакланнӑ. Ҫӗрулми, купӑста, хӑяр, сухан тата тушенка йӳнелнӗ. Апат-ҫимӗҫ мар тавартан супӑнь тата кӗпе ҫумалли порошок пуринчен ытла хакланнӑ. Вӗсене иртнӗ эрнере унчченхинчен 2,4–2,8 процент хӑпарнӑ. Телевизорпа ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑсем кӑштах йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре чӗлӗм туртакансем сахалланнӑ. Ҫакна халӑхра ыйтӑм ирттерсе палӑртнӑ иккен. Унта 15 ҫултан иртнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсене хутшӑнтарнӑ. Пӗтӗмпе 1,5 пин ыйтӑм ирттернӗ май ҫынсене чӗлӗм туртассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлама ыйтнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 22,1 проценчӗ пирус мӑкӑрлантарнине йышӑннӑ. Ку вӑл 2011 ҫулта ҫапла тесе хуравланинчен 5,2 процент сахалтарах. Ыйтӑма хутшӑннисенчен туртатӑп тесе хуравланисенчен 40,9 проценчӗ арҫынсем иккен, 7,1 проценчӗ — хӗрарӑмсем. 2011 ҫулта ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен ҫак кӑтартусем 5,7 тата 2,1 процент сахалтарах-мӗн. Ӗҫре туртакансем пуррипе асапланакансен йышӗ те сахалланнӑ пулать. Чӗлӗм мӑкӑрлантаракансем 25 ҫултан пуҫласа 44 ҫула ҫитичченхисем хушшинче нумайрах. Туртакансене илсен, ҫав ҫултисем хушшинче вӗсен тӳпи — 26,6 процент. Ҫынсем вӑтамран 16,5 ҫулта чухне пуҫласа туртса пӑхаҫҫӗ. Арҫынсем хӗрарӑмсенчен иртерех туртма пуҫлаҫҫӗ иккен. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ 18 ҫула ҫитсен пирус енне туртӑнать, каччӑсем 16-рах ҫав «ҫимӗҫе астивеҫҫӗ» иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ӗҫпе тивӗҫтеркен республикӑри центрсем пӗлтерекен цифрӑсене тӗпе хурсан Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен шучӗ пысӑк марри курӑнать. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн регионти ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,7 процентпа танлашнӑ. Ку вӑл, тепӗр хут палӑртатпӑр, официаллӑ шута илни тӑрӑх. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 11 регионта Чӑваш Енринчен пысӑкрах-мӗн. Кунта 1,8 процентлӑ Пермь енне, 1,4 процентлӑ Ӗренпур облаҫне, 1,3-шер процентлӑ Пушкӑртстанпа Киров облаҫне, 1,1-ер процентлӑ Удмурт Республикине, Самарпа Сарӑту облаҫӗсене, 1 процентлӑ Мӑкшӑ Республикине тата Мари Эле, 0,8 процентлӑ Тутарстанпа Пенза облаҫне асӑннӑ. Атӑҫлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен маларах асӑннӑ кӑтратупа 3-мӗш вырӑн йышӑнать. Шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх хисепӗ Раҫҫйере 1,3 процент пулнӑ, Атӑлҫи федераци округӗнче — 1,1 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫынсене кӑрлач уйӑхӗнче куҫарса панӑ вӑтам ӗҫ укҫи 19 пин те 682 тенкӗ те 70 пуспа танлашнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчинчен 25,8 процент сахалрах, анчах 2014 ҫулхи кӑрлачринчен 3,6 процент нумайрах. Ҫапла пӗлтерет иккен Чӑвашстат. Кӑрлачра шалу раштавринчен мӗншӗн чакнине ӑнлантарман та, пирӗн шутпа ҫакӑ ҫулталӑк вӗҫӗнчи премисемпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Потребитель таварӗсен индексне шута илсен ӗҫ укҫи 2014 ҫулхи кӑрлачрипе танлаштарсан шалу шайӗ 89,9 процент пулни курӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, хаксем ӳснӗ май тупӑш виҫи пӗчӗкленсе юлни сисӗнет. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи унчченхиллех пир-авӑр, ҫӗвӗ производствисенче. Вӗсенче шалу республикӑри вӑтам шайрин 49,3 проценчӗ чухлӗ кӑна. Ял хуҫалӑхӗнче те пысӑк мар. Унта республикӑри вӑтам шайрин 68,9 проценчӗ чухлӗ кӑна тӳлеҫҫӗ. Ӑслӑлӑхра ӗҫлекенсен кӳренме сӑлтав ҫук. Вӗсем республикӑри вӑтам шалуран 2,3 хут ытларах илеҫҫӗ. Финансистсем те япӑх пурӑнмаҫҫӗ, патшалӑх управленийӗнче тӑрӑшакансем те, ҫар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекенсен те, социаллӑ страхованире тӑрӑшакансен те ӗҫ укҫи пӗчӗк тесе ӳпкелешме сӑлтав ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех? Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ. Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать. Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ. Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ӗлӗк ача вилессин кӑтартӑвӗ пысӑк пулнӑ. Халӗ пульницӑсенче хальхи йышши технологипе усӑ кураҫҫӗ-ха, ҫапах ача вилнӗ тӗслӗх ҫук мар. Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен тин ҫуралнӑ шӑпӑрлансем вилессине чакарас енӗпе Раҫҫейре чи лайӑх регионсен йышне кӗни паллӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Яковлева Чӑваш Енсӗр пуҫне ҫак йыша Ленинград, Тамбов, Томск тата Киров облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ кӗнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ регионсенче ҫуралнӑ 1000 ача пуҫне 5-шӗ вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку кӑтарту тӗнчери чи лайӑх ҫӗршывсемпе пӗр килет. Пирӗн республикӑра ача вилессин кӑтартӑвӗ чакнине ҫемье тата амӑшӗн ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫленипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |