Статистика
![]() РИА Рейтинг паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчи шалу укҫисен шайне танлаштарнӑ. Ун валли Джини коэфицциентне усӑ курнӑ вӗсем. Ку меслетпе статистикӑра анлӑн усӑ кураҫҫӗ — вӑл халӑхри танмарлӑха лайӑх кӑтартса парать имӗш. Ун виҫи 0%–100% хушшинче вырнаҫнӑ. Енчен те пурте пӗрешкел ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ пулсан Джини коэфицциентчӗ 0% танлашнӑ пулӗччӗ. Халахра танмарлӑх ӳснӗ ҫем ҫак коэффициент та 100% патнелле талпӑнать. Чӑвашри шалӑва пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри Джини коэфицциентчӗ 31%-па танлашнӑ. Чи пысӑк виҫесем вара Мускавра тата Чечня, Дагестан, Тыва республикисенче иккен. Мускавра вӑл 39,3% пулсан, Чечня республикинче 40,1% таранах ҫитет имӗш. Вӑтамран пӑхсан вара Раҫҫейри шалу укҫисен танмарлӑхӗ Яппунпа Португали патшалӑхӗсенчипе пӗр тан — вӗсенче Джини коэфицциентчӗ 37,7% ҫитет. Танлаштарнӑ май РИА Рейтинг эксперчӗсем уйӑхне 9 пинрен сахалрах тата 75 пинрен ытларах илекенсен йышне пӑхнӑ иккен. Пирӗн республикӑра 20,6% ӗҫлекен ҫын 9 пинрен сахалрах илет имӗш. Пуянсен йышӗ вара пӗчӗк — 1 процента та ҫитмест (0,8%). Пирӗнешкел пуян маррисен йышне кӳршӗлле тӑрӑхсенчен Мари Элпе Мӑкшӑ республикисем, Кировпа Чӗмпӗр облаҫӗсем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ. Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла. Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |