Статистика
![]() Алена Мурайкинан мӑшӑрне, Максим Геннадьевича, — ывӑл ҫуралнине ӗнентерекен хут панӑ самант Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассишӗн вырӑнти ЗАГСра ӗҫлекенсем хӑйсем ача ҫуратаҫҫӗ. Акӑ еплерех ҫырса пӗлтернӗ асӑннӑ район сайтӗнче, «Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ЗАГС пайӗн йышӗ пысӑк мар. Унти штатра икӗ ҫын кӑна, пуҫлӑх тата специалист. Анчах ҫакӑ вӗсене районти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине, ҫемье тата ҫемье пахалӑхӗн хисепне обществӑра ӳстерессине хӑйсен тӳпине хывма кансӗрлемест». «Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, чӑн та, енчен ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем мар тӑк тата кам мӗнпур вӑя хутӑр?» — тесе шухӑшлать информаци авторӗ. Унтан хайхискер унтан асӑннӑ пай ӗҫченӗсем — Алина Мурайкинапа Алена Ильина — пирки сӑмах пынине уҫӑмлатать. «Хӑйсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне шута илсе нумай хӗрарӑма, районти амӑшӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ», — пӗтӗмлетет автор. Сӑмаха ҫирӗплетме вӗсем иккӗшӗ те виҫҫӗмӗш ача ҫуратнине хыпарлать. Пӗрин пепкин виҫине те асӑнса хӑварнӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Ыран — Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ. Календарьти ҫак куна 1992 ҫулта йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа пирӗн ҫӗршывра та нумай документ йышӑннӑ. Атту хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра вӗсен ыйтӑвӗсене ытлашши шута илмен темелле. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ ҫывхарнӑ май Елчӗкре «Ырри валли чуна уҫар» ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн районти организацийӗн ертӳҫи П. Яковлев тата вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сусӑрснее патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки каласа ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе районти 1842 инвалида 15 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Санаторипе курорта кайса канассине илсен, путевка илме 2011 ҫултан пуҫласа паянччен 96 ҫын черете тӑнӑ иккен, вӗсенчен 11-шне путевка лекнӗ. Сусӑрсене пенси епле тӳлени пирки те калаҫнӑ. Унсӑр пуҫне инвалидсене тӗрлӗ предприяти-организацие кӗрсе тухма майсем туса парассине те сӳтсе явнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Елчӗк прокурорӗн пулӑшаканӗ Артур Курмушев сусӑрсен правине хӳтӗлеме хатӗррине ӗнентернӗ, сӑмахне вӑл тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Сӑнсем (18) | ||
Эмел хакланнӑСтатистика
![]() ЧР Сывлӑх министерстви 6 пине яхӑн эмел тӗлӗшпе кашни уйӑхра мониторинг тӑвать. Ку препаратсем ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн питӗ кирлӗ шутланаҫҫӗ. Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче хаксем вӑтамран 1,95% ӳснӗ. Атӑлҫи федераци окургӗнче ку кӑтарту 3,56% танлашнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, эмел кӑларакан савут палӑртнӑ хак патне 25,8-30,0 процент хушнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20 препаратӑн хакӗ ӳснӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — импорт. Вӑтамран хаксем 8 процент ӳснӗ. Анчах валидолӑн тата гепарин маҫӗн хакӗсем уйрӑмах ҫыртма пуҫланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех, яланхи пекех ӗнтӗ, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли эмелсем хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Кӑҫалхи 10 уйӑхра Чӑваш Енре 8154 ҫемье мӑшӑрланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ 4008-па танлашнӑ. Ку цифрӑсене республикӑн Юстици министерстви пӗлтерет. 1000 ҫын пуҫне уйрӑлассине кӑҫалхи 9 уйӑхпа илес тӗк пирӗн рсепублика Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Атӑлҫи федераци округӗнче уйрӑлассин коэффицентне тишкерсен, Тутарстанпа тата Мӑкшӑ Республикипе эпир тан пыратпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗк — 3,9, Раҫҫейре ку цифра — 4,7. ЗАГС органӗсем уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑннӑ 3124 ҫынран 4,2 проценчӗ ҫулталӑк та пурӑнман, ик ҫулпа утма тӗв тунӑ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн малтанхи 5 ҫулта уйрӑлма тӗв тунисем — 32,5 процент. Уйрӑлакансенчен 27 проценчӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫпа 5–10 ҫул пурӑннӑ, 28,3 проценчӗ — 10 ҫултан тытӑнса 25 ҫулччен, 8,2 проценчӗ чӗрӗк ӗмӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. | ||
Статистика
![]() Юлашки вӑхӑтра урнӑ тилӗ, кушак пирки унта та кунта илтме пулать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем республикӑри 10 уйӑхри лару-тӑрӑва пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал 10 уйӑхра ветеринари службин специалисчӗсем майракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирленине, сальмонеллеза, пастереллеза, пыл хурчӗсен чирне тупса палӑртнӑ. Ҫак тапхӑрта урнӑ чирпе чирлӗ 11 чӗрчуна палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче 5 тилӗ, 3 мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 3 кушак. Лейкоза пула Улатӑр районӗнчи 5 ҫын хуҫалӑхӗнче асӑрхаттару пулнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн катараллӑ горячка чирне Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче палӑртнӑ. Кайӑк-кӗшӗк сальмонеллезпа чирлӗ тӗслӗх — Хӗрлӗ Чутай районӗнче, пастереллез — Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсенче. Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче пыл хурчӗсем чирлине палӑртнӑ. Хальлӗхе республикӑри 21 вырӑнта мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 11–17-мӗшӗсенче, пӗр эренере, Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ сентрисем ҫинче ытларах хуратул кӗрпи, купӑста, хӑяр, ҫӑмарта хакланнӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах хуратул кӗрпин хакӗ хӑпарнӑ. Вӑл пӗр эрнере 40 процент хакланнӑ. Купӑста, хӑяр, помидор, ҫӑмарта, сахӑр, кишӗр, тип ҫу, хӑйма, сӗт хакӗсем те самаях «ҫыртма» тытӑннӑ. Хӑш-пӗр ытти ҫимӗҫ хакӗ те ӳснӗ. Пӗр эрене хушшинче мӗн йӳнелнӗ-ха? Сурӑх какайӗ, пулӑ. Ҫавӑн пекех кӑлпассин, сысна ашӗн, чӑх какайӗн, ҫӑкӑр, эрех, услам ҫу, чей, макарон таврашӗн хакӗсем чакнӑ. Тумтир, ытти япала хакӗсем кӑшт чакнӑ. Тӗслӗхрен, арҫын футболки, дизель топливи, телевизор. Хуҫалӑх супӑнӗпе кӗпе-йӗм ҫумалли порошок та кӑштах йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те. Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ. Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх ӗҫлӗх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗсӗрлӗх хисепӗ ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне 0,6 процентпа танлашнӑ. Ӗҫсӗр евӗр регистрациленнисен хисепӗ 4 пин ытларах ҫынпа танлашнӑ. Шутра тӑракан ӗҫсӗрсенчен 56 проценчӗ унчченхи ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. 14 проценчӗ штата чакарнине пула ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Кӑҫалхи чӳкӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх службине тӗрлӗ пулӑшу ыйтма 36 пин ытла ҫын пынӑ. Вӗсенчен 36 пин ытларахӑшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑракан портречӗ ҫапларах тесе пӗлтереҫҫӗ, вӑл аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ хӗрарӑм, хулара пурӑнать, унчченхи ӗҫе хӑй ирӗкӗпе пӑрахнӑ. Хайхисенчен 30 проценчӗ ҫул ҫитмен ачасене е сусӑр ачана пӑхса ӳстерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре хӑш-пӗр пахча ҫимӗҫ хакланнине палӑртаҫҫӗ. Ав купӑста 24% хакланнӑ. Кун пек кӑтартусене Чӑвашстат мониторинг пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн пӗлтерет. Ҫавӑн пекех помидор хакланнӑ (10,5%). Кишер хакӗ те ӳснӗ — 7,3%. Ҫӗрулми, панулми, сухан та хакланнӑ — 4,1% пуҫласа 4,9% таранах. Пахча ҫимӗҫ хакӗ кӑна мар, ытти тавар та хакланнӑ. Сахӑр 7 процент хӑпарнӑ. Хӑярпа сысна ашӗ вара йӳнелнӗ — 5,8% тата 4,1%. Урапа хуҫисене те ҫӑмӑл мар. АИ-95 бензин, дизель топливи хакланнӑ. Ҫавӑн пекех пирус, Раҫҫейре пуҫтарнӑ иномарка хакӗсем хӑпарнӑ. Хамӑрӑн урапасем вара кӑштах йӳнелнӗ. Пассажир транспорчӗн тата ЖКХ тарифӗсем ҫавӑн пекех юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Чӑваш Ени халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти ӗҫ пасарӗнче ытларах рабочи специальноҫӗсем ҫитмеҫҫӗ: ҫӗвӗҫсем, каменщиксем, кондукторсем, тӗпел ӗҫченӗсем, грузчиксем, отделочниксем, поварсем, сутуҫӑсем, бетонщиксем, водительсем, тирпейлӳҫӗсем… Анчах специалистсем хулара ача пахчинче воспитательсем, тухтӑрсем, водительсем, сутуҫӑсем ҫитменнине палӑртаҫҫӗ. Урамри тирпейлӳҫӗсем, чашӑк-тирӗк ҫӑвакансем, тӗпел ӗҫченӗсем яланхиллех ҫитмеҫҫӗ. Мӗнле профессисем ытлах кирлӗ мар-ха халӗ? Экономистсем, юрисконсультсем, бухгалтерсем тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |