Статистика
Ӗҫ укҫине сыхласа хӑвармасӑр ирӗксӗртен отпуска каякансен тата ӗҫ паракан айӑпӗпе ик алла усса ларакансен шучӗ сахалланнӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе илессин хисепӗ те пӗчӗкленнӗ. Кун пирки Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи 4-мӗш кварталти тӑрӑмпа паллаштарни тӑрӑх REGNUM информаци агентстви пӗлтерет. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта, виҫҫӗмӗш кварталтипе танлаштарсан, тулли мар ӗҫ вӑхӑчӗпе тӑрӑшасси йышланнӑ. Капла тума ӗҫ параканпа рабочисем килӗшсе татӑлни тӑрӑх пырса тухнӑ имӗш. Асӑннӑ меслетпе тӑрӑшакансен йышӗ 7 процент ӳссе 5250 ҫынпа танлашнӑ. Ӗҫ паракан сӗннипе 1725 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тимлет иккен. 19 пин ытларах ҫынна вӗсем ҫырнӑ заявленипе ӗҫ укҫине упраса хӑвармалла мар канӑва ӑсатнӑ. Ҫапах та виҫҫӗмӗш кварталпа танлаштарсан ку вӑл 1,1 процент сахалтарах тенине пӗлтерет иккен-ха. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 414 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртнӑ. Ку вара 2014 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен 19 процент нумайрах. Ӗҫе вырнаҫтарнин хисепӗ чакнине те асӑрханӑ статистсем. Ку цифра 13,1 процент пӗчӗкленнӗ. Ӗҫрен пӑрахакансен йышӗ 25,8 процент таран сахалланнӑ. Вахта меслечӗпе ӗҫлекенсен йышӗ вара виҫҫӗмӗш кварталтинчен нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫне епле хакланине пӗлме шухӑшланӑ, ҫавна май хӑйсен сайтӗнче ыйтӑм ирттернӗ. Респондентсен «Лайӑх хаклатӑп», «Маншӑн пурпӗрех», «Япӑх хаклатӑп», «Питӗ япӑх хаклатӑп» хуравсене суйлама май пулнӑ. Соцыйтӑм мӗн кӑтартнӑ-ха? Ыйтӑма хутшӑннисен 36 проценчӗшӗн Михаил Игнатьев мӗнле ӗҫлени пурпӗрех. 31 проценчӗ унӑн ӗҫне япӑх хакланӑ, 24 проценчӗ питӗ япӑх пулнине палӑртнӑ. Респондентсен пӗчӗк пайӗ, 9 проценчӗ, Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗ килӗшнине палӑртнӑ. «МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ: ыйтӑма хутшӑннисен ытларах пайӗ Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр. Ыйтӑма кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрнинче ирттернӗ. Унта 270 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Вӑл кӑна мар-ха. паллах. Анчах районсемпе хуласен хыснине кӗрекен налук тата налук мар тупӑша илсен, уйрӑм ҫынсен тупӑшне кура хурса паракан налука пула «кӗмӗл» нумайрах кӗрет. Иртнӗ ҫул муниципалитетсен хыснине пурӗ 21,4 миллиард тенкӗ укҫа килнӗ. Ку вӑл виҫӗм ҫулхинчен 0,1 процент сахалтарах тенине пӗлтерет. Асӑннӑ суммӑран 7,6 миллиарчӗ — налук тата налук мар тупӑш. Муниципалитетсем хӑйсем тупӑш илесси унчченхи ҫулхинчен 1,2 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Элӗк, Канаш районӗсем уйрӑмах лайӑх кӑтартупа палӑраҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара ҫак цифра 13 мунципалитетра пысӑкланнӑ. Укҫана вӗсем, тӗпрен илсен, патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑхпа усӑ курнипе тата хӑйсен пурлӑхне сутса тунӑ. Налук тата налук мар тупӑша пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен чакарнисем вуннӑн: Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Пӑрачкав, Шупашкар, Комсомольски, Красноармейски районӗсем. Вырӑнти хыснасем епле тупӑша пула тулнине тишкерсен, тӗп пайӗ, 42,6 проценчӗ, уйрӑм ҫынсене хурса паракан налука тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Юлашки кунсенче ҫынсем Шупашкар урамӗсенче тӑркӑчпа (конькипе) ярӑнаҫҫӗ тейӗн. Чӑн та, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе пыма шуҫ тупан ҫеҫ ҫитмест. Пушмак пӑрлӑ тротуарсем тӑрӑх аван шӑвать! Унта та кунта иртсе ҫӳренӗ май ҫакӑ куҫ тӗлне тӑрӑнать: чылай ҫӗрте хӑйӑр сапмаҫҫӗ, пӑра катмаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманасси те инҫех мар. Амансан ҫеҫ юрӗччӗ-ха та… Иртнӗ эрнере урамра суранланнӑ ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 16-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен пульницӑна урамра суранланнӑ 145 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 14-шӗ — ачасем. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче аманнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе — 11 ҫын. Палӑртмалла: кӑрлачӑн 10–16-мӗшӗсенче кунашкал ҫынсен шучӗ 60 ҫеҫ пулнӑ. Эппин, пӗр эрнере урамра суранланнисен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Пачах мар-ха. Тӗрлӗ ыйтупа тухасси пулать, анчах ҫавӑн пек тӗслӗх шучӗ чакса пырать. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул унта пурӗ те 25 ҫыру кӑна шӑрҫаланӑ. Виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан ку вӑл икӗ хута яхӑн сахалтарах-мӗн. Ҫынсем районти тӳре-шара патне сахалтарах ҫырма пуҫлани шӑмӑршӑсене нимӗн те кирлӗ маррине, вӗсем нимӗнпе те кӑсӑкланманнине пӗлтермест. «Ыйтусене вӑхӑтра тататпӑр», — тесе калать район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев. Унран пулӑшу ыйтмапӗлтӗр, сӑмах май, 47 ҫын пынӑ. Маларах асӑннӑ 25 ҫыруран ҫурри ытларах ҫӳлти инстанцирен ыйтнӑ. Ушкӑнпа ҫыракансем те тупӑннӑ. Халӑхпа ҫыракансем, тӗслӗхрен, ҫул юсама ыйтнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри ытла ҫирӗп ыйтни кӑмӑла кайманнишӗн те пӗрле пулса ҫыру шӑрҫаланӑ. Пӗрре ҫырнипех лӑпланмасӑр тепре алла калем илекенсем те тупӑнаҫҫӗ. Вӗсен ыйтӑвӗ чылай чухне ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ-мӗн. Хӑйсен ятне пытарса ҫӑхавлакансем те, паллах, пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче, пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен, карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (реклама евӗр йышӑнасран хӑшне каламӑпӑр) ҫынсем миҫе хутчен шӑнкӑравланине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем пӗр-пӗринпе 4 миллион хут ытла ҫыхӑннӑ иккен. Ку вӑл, тепӗр хут палӑртар, пӗр компани кӑтартӑвӗ кӑна. Уйрӑмах нумай калаҫакансем Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Ҫӗрпӳре пурӑнаҫҫӗ. SMS-ҫыхӑнупа та усӑ куракансем йышлӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш сехетӗнче клиентсем Пысӑк совет энкциклопедийӗнчен 15 хут пысӑкрах текстлӑ SMS-хыпар шӑрҫаланӑ. Ку вӑл пурин ҫырӑвне пӗрле хушсан пухӑнать. Интернет-трафик калӑпӑшӗ те кӑҫал унчченхи ҫулхинчен аванах пысӑк пулнӑ — икӗ хута яхӑн иккен. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче уйрӑмах нумай ларнӑ. Вӗсем информаци уҫласа илнин калӑпӑшне фильм ҫине куҫарсан ҫакӑ 7 пин ытла фильмпа танлашать. Халӑх тӑваттӑмӗш ӑрури ҫыхӑнупа уйрӑмах усӑ курать-мӗн. Карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекенсене илсен, ун пекки ҫине республикӑри тӗп компанисем пурте тивӗҫтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Ҫӗнӗ ҫула — ҫӗнӗ ҫемьере» республикӑри акцие Хӗрлӗ Чутай районӗ те хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пынӑ. Ҫав тапхӑрта район администрацийӗн опекӑпа попечительство органӗ ача усрава илес шухӑшлӑ ҫынсемпе хастар ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл канмалли е уяв кунӗсене те пӑхман – тӗлпулусем йӗркеленӗ. Ҫак тапхӑрта 6 ҫемье 12 ачана тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ. Серенкассинчи Ярылкинсем унччен хӑйсен тӑван тӗпренчӗкӗсемсӗр пуҫне икӗ ачана усрава илме ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Халӗ вӗсем тата тепӗр иккӗне кил ӑшши парас тенӗ. Уйпуҫри Тарасовсем те икӗ ача усрава илнӗ. Халӗ вӗсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шута илсен тӑватӑ пӗр тӑвана ҫитнӗ. Икӗ ывӑл ӳстерекен Хӗрлӗ Чутайри Михайловсем те ача усрава илнӗ. Унччен ҫав ача Саланчӑкри коррекцилле шкул-интернатра вӗренсе пурӑннӑ. Акчиккассинчи Патяновсем Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче тӗпленнӗ икӗ арҫын ачана кил ӑшши парас тенӗ. Унччен вӗсен хӑйсен пӗр ывӑл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Специалистсем Шупашкарти ҫурт-йӗр Раҫҫейре чи хаклисен йышӗнче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗршыври 46 хула йышӗнче вӑл 6-мӗш вырӑн йышӑнать-мӗн. 2014 ҫулта иккӗмӗш йышши ҫуртсен хакӗ 9% ӳснӗ иккен. Ҫӗнӗ хваттерсем 4,3 процент хакланнӑ. Шупашкарта иккӗмӗш йышши хваттерсен пӗр тӑваткал метрӗ 48690 тенкӗпе сутӑнать, ҫӗнни — 45287 тенкӗ. Паллӑ ӗнтӗ: чи хаклӑ хваттерсем — Мускавра. Унта пӗр тӑваткал метршӑн 217730 тенкӗ тӳлемелле. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, унтан — Сочи. Ставропольте чи йӳнӗ хваттерсем: 1 тӑваткал метрӗ — 37713 тенкӗ. Брянскра — 40676 тенкӗ, Чӗмпӗрте — 42652 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫапла пӗтӗмлетме май килет Чӑвашстат сӑнаса пынине ӗненсен. Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра купӑстасӑр пуҫне хуратул кӗрпи те вӑйлӑ хакланнӑ. Ӑна пӗлтӗр унчченхинчен 152 процент хаклӑрахпа туянма тивнӗ, купӑста хакӗ 150 процент хӑпарса кайнӑ. Сисӗмлӗ хакланнӑ ытти апат-ҫимӗҫ хушшинче — сахӑр песукӗ (79%), панулми (52%), шӑл сухан (42%), шӑнтнӑ пулӑ (36%), рис, чӑх какайӗ, помидор (33-шер процент), сысна какайӗ (32%), ҫӑнӑх (26%), вир кӗрпипе кишӗр (25-шер процент), ҫӗрулми (21%), тӗтӗмлетнӗ тата ҫурма тӗтӗмлетнӗ кӑлпасси (19%), сӗт тата хӑйма хакӗ 16 тата 15 процент ӳснӗ, вермишель (16%), ҫӑмартапа макарон (14-шар процент). Ҫапла вара Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ вӑтамран 10,9 процент хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре тӑлӑх ачасен шутне чакарас енӗпе программӑсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви лайӑх хыпар пӗлтерет — пӗлтӗр республикӑра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 378 ачана шута илнӗ. Ку, 2013 ҫулпа танлаштарсан, сахалрах. Ун чухне 403 ача пулнӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, тӑлӑх ачасен йышӗ Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар районӗсенче чакнӑ. Республикӑра тӑлӑхсен шутне чакарас тесе программӑсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ав Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ятарлӑ программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Комсомольски районӗнче те ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑвашри район-хуласенче тӗрлӗ акцисем, канашлусем, конкурссем йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |