Чӑваш Енре ҫурт-йӗр условине лайӑхлатакансенчен чылайӑшӗ ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнасшӑн тесе пӗтӗмлетме пулать Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтернине шута илсен.
Управлени специалисчӗсем кӑҫалхи ҫур ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ те ҫӗнӗ ҫуртра хваттер илекенсем йышланнине, киввисене ыйтакансем сахалланнине пӗтӗмлетнӗ.
Ҫурта хӑпартнӑ вӑхӑтрах тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр туянакансен йышӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 7 процент нумайланнӑ. Унччен пурӑннӑ ҫурт-йӗре илекенсен йышӗ 29 процент чакнӑ.
Ҫак тӑрӑма Росреестр управленйиӗн специалисчӗсем ҫурт-йӗр хӑпартасси нумайланнипе, ҫынсем ҫурт-йӗр тӑвакансене шаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма кивҫен укҫапа усӑ куракан та самай. Тӳпене кӗрсе илекенсенчен 42 проценчӗ банкран кивҫен илнӗ, суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ чух — 56 проценчӗ.