Статистика
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 1 процент. Эрнесерен ирттерекен мониторингра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 6111 ӗҫсӗр ҫынна официаллӑ мелпе регистрациленӗ. Ӗҫсӗрлӗх, ӗҫлекенсен йышӗпе танлаштарсан, 0,91 процент. Ӗҫсӗррисен йышӗ Ҫӗрпӳ районӗнче (0,22 процент), Муркашра (0,29 процент) тата Комсомольскинче (0,33 процент) нумайрах. 7733 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать. ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 12471 ваканси пур. Пушӑ вырӑнсем пирки 1769 ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Валентина Матвиенко политик Ҫӗршыври чи паллӑ хӗрарӑмсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкерекен "Медиалогия" компани палӑртнӑ. Сӑнав пӗтӗмлетӗвне вӑл Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлнех хатӗрленӗ-ха. Раҫҫей МИХӗсенче пуринчен ытла асӑнакан ят - Валентина Матвиенко. Федераци Канашӗн ертӳҫине ҫӗршыври журналистсем ҫулталӑкра 62 пине яхӑн цитатӑланӑ. Матвиенко хыҫҫӑн РФ Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец пырать. Ҫӗршывӑн Тӗп банкӑн ертӳҫине Эльвира Набиуллинӑна та ҫӗршыври хаҫат-журнал, радио-телевидени тата интернет-кӑларӑмсем ҫине ҫинех асӑнаҫҫӗ. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен официаллӑ пайташӗ Мария Захарова та МИХсенче час-час тӗлпулать. Ун хыҫҫӑн вара РФ Хӳтӗленӳ министерствинче ӗҫленӗ, халӗ арестленӗ Евгения Васильева пырать иккен. Крым прокурорӗ Наталья Поклонская та - МИХсенчи юратнӑ ят. Полина Гагарина юрӑҫ та паллӑ. Вӑл вуннӑмӗш картлашка йышӑннӑ. Алла Пугачева - 13-мӗшӗнче. Пуринчен ытла асӑнакан топ-40-е примадоннӑн хӗрӗ Кристина Орбакайте вӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вилекенсен йышӗ Чӑваш Енре сахалланнӑ. Статистсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен кӑҫалхи ҫак тапхӑрта ҫын вилесси 3,5 процент чакнӑ. Цифра чӗлхипе тата официаллӑ чӗлхепе каласан, ҫын йышӗ естествӑлла майпа чакнин кӑтартӑвӗ 84-па танлашнӑ. Унчченхи тапхӑрпа танлаштарсан, ку вӑл 168 сахалтарах. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчен пӗлтӗрхинчен 2,8 процент ытларах ача ҫуралнӑ: «ҫӗн кайӑксен» йышӗ 2590-пе танлашнӑ. Ҫын шучӗ естествӑлла майпа ӳснӗ хуласен шутӗнче — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Йӗпреҫпе Красноармейски районӗсем. Вилекенсен шучӗ — 2674. Ҫынсен 43 проценчӗ юн ҫаврӑнӑшӗсен чирӗпе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, тулаш сӑлтавпа — 41 проценчӗ, вар-хырӑм тата сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе — 6,4 тата 5,4 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Про Город» архивӗнчи сӑн Чӑвашстат Чӑваш Енре миҫе ҫын пурӑннине тӗпченӗ. Кӑтартӑва кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шута илнӗ. Чӑваш Енре 1 миллион ытла ҫын кун кунлать. Ку хисеп 1 236 628 ҫынпа танлашнӑ. Ҫынсен ытларах пайӗ хулара пурӑнать. Пӗтӗмпе 758 064 ҫын хулара тӗпленнӗ (61,3 процент). 478 564 ҫын ялта тӗпленнӗ. Ку – халӑхӑн 38,7 проценчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, республикӑра кӑҫал 1443 ҫын сахалрах пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстата ӗненес тӗк, муниципалитет чиновникӗсен регионти вӑтам шалӑвне 16,7 процент ҫитмест. Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсеннинчен вара 20 процент пӗчӗкрех. Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтӗр вӑтамран 27,2 пин тенкӗ илнӗ. 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 2,3 процент чакнӑ. Суд органӗсенче тата прокуратурӑра вӑй хуракансен вара шалӑвӗ 11% ӳснӗ, 25 пин тенкӗпе танлашнӑ. Саккун кӑларакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пуринчен ытларах илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсен вӑтам шалӑвӗ 47,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче вӑй хуракансен ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех юлнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта чи «чухӑннисем» — муниципалитет служащийӗсем. Пӗлтӗр вӗсен шалӑвӗ кӑшт ӳснӗ пулин те ку кӑтарту 21,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать. 2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри. Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ытти ҫӗрте ҫимеҫҫӗ тесшӗн мар-ха. Сӑмахӑмӑр — шкулти апатлану пирки. Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи шкулсенче вӗренекен мӗнпур ачана кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтернӗ. Красноармейски районӗнче шкулта вӗренекенсен 95,8 проценчӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 96,9 проценчӗ, Шупашкарта 95,7 проценчӗ, Улатӑрта 95,2 проценчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта 94,9 проценчӗ, Ҫӗмӗрлере 94,6 проценчӗ шкулта апатланать. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта тата 17 районта ачасене шкулта кунне икӗ хутчен апат ҫитереҫҫӗ. Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансен 97 процентне пӗлтӗр вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсенчен 98,9 проценчӗ шкулта апат ҫиет, 5–11-мӗш класра вӗренекенсенчен — 96 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, усал шыҫӑпа чирлекен ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви статистика хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ҫул тултарман 20 ачан усал шыҫӑ аталаннине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шне федераци клиникине сипленмешкӗн янӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра усал шыҫӑпа аптӑракан 145 ача пурӑнать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасен йышӗнче ытларах «лейкимия» (юнри усал шыҫӑ) тӗл пулать. Вӗсене Республикӑри онкогематологи центрӗнче пулӑшаҫҫӗ. Хальхи йышши технологисем пулӑшнипе чылай чир-чӗре парӑнтарма пулать. Ку ачасен пурнӑҫне те лайӑхлатать. Химиотерапи чухне ыратнине ан туйччӑр тесе ятарлӑ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑра — хӑтлӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ унта хӑйсене килти пек туйччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре шалӑвӑн вӑтам кӑтартӑвӗ кӑштах ӳснӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах, Чӑвашстат хыпаранӑ тӑрӑх, 10 процент чакнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансене 2015 ҫулта вӑтамран уйӑхне 21360 тенкӗ тӳленӗ. 2014 ҫулпа танлаштарсан, ку 2,4 процент нумайрах. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вара шалӑвӑн вӑтам кӑтартӑвӗ 26883 тенкӗпе танлашнӑ. Анчах шалӑва индексацилемелле-ҫке. Пӗлтӗр тавар хакӗсем ӳснине шута илес-тӗк ҫынсем сахалрах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫапла, 2014 ҫулпа танлаштарсан, 10,4 процент чакнӑ. Статистикӑна организацисенче ӗҫлекенсене шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш Енре кунашкаллисем — 340,7 пин ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче амӑшӗсене сиплевпе профилактика пулӑшӑвӗ паракан канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра ача вилеслӗхне сӳтсе явнӑ. Кӑна палӑртма та хӑрушӑ, анчах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫул ҫитмен 10 ача сарӑмсӑр вилнӗ. Ытларах чухне ку аслисен айӑпӗпе пулать. Шупашкар районӗнче ав эрех ӗҫекен ашшӗ-амӑшне пула пӗр ача вилнӗ. Куславкка районӗнче те инкек пулнӑ. Унта ҫывӑракан амӑшӗ пӗчӗк ачине кӗлеткипе пусса вӗлернӗ. Икӗ ача ҫул-йӗр ҫинчи инкекре куҫӗсене яланлӑхах хупнӑ. Ачасем инфекцие пула та пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ларура ОРВИ енӗпе эпидеми лару-тӑрӑвне те сӳтсе явнӑ. Унта ҫул ҫитмен ачасене медтӗрӗслев витӗр кӑларас ыйтӑва хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |