Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах.
Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ.
Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ.
Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ.