Чӑваш Республики ача-пӑча вилесси енӗпе ытлах палӑрмасть. Вӑл ку енӗпе — ӑнӑҫлисен йышӗнче. Республика Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнче — 1-мӗш, Раҫҫейре 3-мӗш вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ ирттернӗ черетлӗ ларура Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун тин иртнӗ май шӑпӑрлансем вилесси пирки ыйту хускатнӑ.
ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ мерӑсем йышӑнни кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче ача вилессине чакарма май панӑ. 0-17 ҫулсенчисен йышӗнче ку кӑтарту, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 22,9% чакнӑ. Тин ҫуралнисен йышӗнче вара ку 28,3% чакнӑ.
Шӑпах ҫаксем республикӑна ку енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсен тӑрӑх йышне кӗме май панӑ. Анчах, Алла Самойлова министр каланӑ тӑрӑх, лӑпланса лармалла мар. Кунашкал тӗслӗхсем ҫав-ҫавах пур.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пушарта 6 ача ҫунса вилнӗ, шывра 2 шӑпӑрлан путнӑ. Кӑҫал ҫӳллӗшӗнчен 7 ача ӳкнӗ. Алла Самойлова ачасем вилессинче ытларах ашшӗ-амӑшӗ айӑплине палӑртнӑ: вӗсен тӗпренчӗкӗсене пӑхсах тӑмалла-ҫке-ха.
ЧР Элтеперӗ ача вилесси енӗпе кӑтарту лайӑхланнине кура лӑпланмаллла маррине пӗлтернӗ, ку енӗпе яваплӑ ҫынсен хушма мерӑсем йышӑнмаллах. Ларура ашшӗ-амӑшӗпе профилактика ирттермеллине те каланӑ.