Чӑваш Енре 4418 ҫын тупӑшӗ 1 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫав шутра 4276-шӗн тупӑшӗ 1 миллионран пуҫласа 10 миллион таран ларнӑ, 10 миллионран тытӑнса 100 миллион тенкӗ таран тупӑш курнисем — 116-ӑн, 100 миллионран пуҫласа 500 миллион тенкӗ таран «кӗмӗл» туса илнисем — 23-ӗн. Ҫулталӑкра 500 миллион тенкӗрен ытла тупӑш курнисем те пур. Вӗсем — виҫҫӗн.
Миллионерсен шучӗ пирӗн республикӑра 21,4 процент нумайланнӑ. Кунта 1 миллион тенкӗрен пуҫласа ҫур миллиард таран тупӑш илнисем таранах ҫапла каламалла. Ҫур миллиардран ытларах илекенсем ҫапах та сахалланнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче ҫичӗ ҫавӑн чухлӗ пайта курнӑ, кӑҫал, ав, — виҫҫӗн кӑна.
Пурлӑх пирки деклараци тӑратасси те кӑҫал ӳснӗ. 94,2 пин ҫав хута налукҫӑсем патне ҫитернӗ. Пӗлтӗр ун йышшисем 10,6 процент сахалрах пулнӑ.