Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне республикӑри патшалӑх граждан службинче 5,5 пин ҫын ӗҫленӗ. Ҫав шутран чылайӑшӗ, 4075 ҫын, федерацин влаҫ органӗсенче, 1397-шӗ — республикӑн влаҫ органӗсенче. Тӳре-шаран йышӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчинчен чакнӑ. Федерацин влаҫ органӗсенче халӗ унчченхинчен 44 ҫын сахалтарах тимленипех ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, республика шайӗнчисенче 14 ҫын сахалтарах ӗҫлет.
Шалӑва илсен, федераци шайӗнчи тӳре-шаран вӑл ҫулталӑкра 0,7 процент чакса уйӑхра вӑтамран 25,7 пине ларнӑ. Республика шайӗнчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен пӑшӑрханмалла мар: иртнӗ ҫулхи ҫур ҫултинчен вӗсен вӑл 2,4 процент ӳснӗ, вӑтамран 30,2 пин тенке ларнӑ. Вӑтамран илсен кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енри тӳре-шаран шалӑвӗ пӗрремӗш кварталтинчен 1,4 пин тенкӗ ӳссе 30,2 пин тенкӗпе танлашнӑ. Процент ҫине куҫарсан шалу вӗсен 4,86 процент пысӑкланнӑ.