Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: 162 хуҫалӑхран 27-шӗнче никам та пурӑнмасть

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 26.10.2015 17:59 | 1646 хут пӑхнӑ
Статистика

Юпа уйӑхӗнче патшалӑх статистикин Федераци служби халӑхӑн 2 процентне суйласа «Социаллӑ демографилле тӗрӗслев» (халӑх микроҫыравӗ) статистика тишкерӗвне ирттерет. Чӑваш Республикинче халӑхран сведени пуҫтарас ӗҫе 60 ҫынна явӑҫтарнӑ. Элӗк районӗнче ку енӗпе 1 ҫын ӗҫленӗ. Вӑл Йӑлкӑш тӑрӑхӗнчи Исванкӑ, Тимӗрҫкасси, Пӗчӗк Элӗк ялӗсенче микроҫырав ирттернӗ.

Элӗк районӗнче ыйтӑм вӗҫленнӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ ҫын 162 уйрӑм хуҫалӑхра пулнӑ. Вӑл йыша яланах пурӑнакан ҫынсем тата вӑхӑтлӑха аякка тухса кайнисем кӗреҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ статистсем. Микроҫырав ыйтӑвӗсен хуравӗсене илнӗ, вӗсене электрон ыйтӑм хучӗсем ҫине кӗртнӗ.

Ҫырав вӑхӑтӗнче 135 кил хуҫалӑхра пурӑнакан 366 ҫынна ҫырса хунӑ. 27 килте никам та пурӑнмасть.

Микроҫырав программипе пӗтӗмӗшле кӑтартусем 2016–2017 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче паллӑ пулӗҫ.

#Пӗчӗк Элӗк, #ҫыравсем, #Тимӗрҫкасси, #Исванкӑ, #Йӑлкӑш ял тӑрӑхӗ, #статистика, #Элӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем