Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Агро-Инновации» автономи учрежденийен директорне Николай Васильева ӗҫрен кӑларнӑ. Ун пек хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Николай Васильева ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине хушура каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Эпир маларах асӑнса хӑварнӑ пердприяти республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пӑхӑнса тӑрать.
Николай Иванович 1962 ҫулта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта вӑл Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Ял хуҫалӑх чӗрчунӗсен генетикин пӗтӗм союзри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнчен, каярах аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Биологи наукисен кандидачӗ, доцент.
