Юлашки вӑхӑтра ачасене хӑйне евер ятсем пама тытӑннӑ. Уйрӑмах ку Шупашкарта палӑрать.
Иртнӗ уйӑхра тӗп хулара 730 пепке ҫуралнӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫавна май пӗтӗмлетӳ тунӑ. Мускав районӗнче ытларах ача кун ҫути курнӑ. Унта 300 яхӑн ача ҫуралнӑ. Ленин районӗнче 204 пепкене регистрациленӗ. Калинин районӗнче вара 228 ача ҫут тӗнчене килнӗ.
Ачасене Авалхи Грецири тата Библири ятсене хуракан йышланнӑ. Иртнӗ уйӑхра ашшӗ-амӑшӗ ачисене ытларах Кирилл тата Елизавета ят хунӑ. Пепкесене Серафим, Марк, Демьян, Марсель, Елисей, Давид, Адриян ят паракан та тупӑннӑ. Хӗрсене Есения, Калерия, Серафима, Стефания, Зоя, Злата ят хуракан пулнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Калинин тата Ленин районӗсенче раштав уйӑхӗнче пӗрер йӗкӗреш ҫуралнӑ.