Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи вӑтам шкула «Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче ҫӗнӗ ӑслайсемпе тухӑҫлӑ усӑ курасси» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ.
Килнӗ хӑнасене шкулти «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем (ертӳҫи- Елена Федоровна Сорокина вӗрентекен) юрӑ-сӑвӑпа кӗтсе илнӗ.
Унтан уҫӑ уроксене саланнӑч. Алевтина Селиванова Трубина Мархви ҫырнӑ «Хӑнаран» хайлавӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗшсемпе вернисаж урок кӑтартнӑ. Елена Сорокина ертсе пынипе 8-мӗш класра вӗренекенсем К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсене тишкернӗ, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса пӗтӗмлетӳсем тунӑ.
Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче тухӑҫлӑ технологисемпе усӑ курмалли ҫинчен вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Елена Перепелкина тухса калаҫнӑ, уҫӑ уроксене кирлӗ шайра, Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелесе ирттернине палӑртнӑ.
Шкул ачисем «Нимене» чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартнӑ, сӑвӑ каланӑ, юрланӑ, ташланӑ.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул хӑпартма палӑртнӑ. Хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 711 миллион та 46 пин тенкӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, раштав уйӑхӗнче шкула тума пуҫлӗҫ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ шкула 1 пин ача валли хӑпартӗҫ. Вӗренӳ корпусӗнче 2-4 хут пулӗ. Вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли блока икӗ хутлӑ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: микрорайонта ҫӗнӗ шкула хӑпартмашкӑн федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта та шкул хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна ҫитес ҫул хута яма тытӑнӗҫ.
Кӑҫалхи иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнчен ачасем тӑван чӗлхе тесе вырӑс е чӑваш чӗлхине вӗренесси аслисенчен, тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен, килӗ. Ҫак кунсенче шкулсенче ҫине тӑрса пухусем ирттереҫҫӗ, унта ашшӗ-амӑшӗ чӗлхене суйласа вӗренӳ ертӳҫисен ячӗпе заявлени ҫырма тивӗҫ.
Тӑван чӗлхе текен предмета хальхи вӑхӑтра 1—7-мӗш классенче вӗрентеҫҫӗ, аслӑрах классенче регион компоненчӗ шучӗпе чӑваш чӗлхине ӑша илеҫҫӗ.
Тӑван чӗлхе предметпа халиччен пирӗн республикӑра наци чӗлхисенчен пӗрне, чӑваш чӗлхине, вӗрентнӗ. Малашне ку предмета палӑртма ашшӗ-амӑшне ирӗк парӗҫ. Кунта икӗ чӗлхерен пӗрне суйлама тивӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Антон Ширшов «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енри шкулсенче вырӑс чӗлхине вӗрентессине хӗсӗрленипе хӗсӗрлеменнине нумаях пулмасть Рособрнадзор тӗрӗсленӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи урокне вӑйӑ евер ирттерме пуҫласси пирки пӗлтернӗччӗ. Канаш хулинче вара ҫынсен шухӑшне пӗлес тесе алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ.
Унти пӗр шкулта ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк ыйтса алӑ пустараҫҫӗ. Вӗсене ятарлӑ бланк валеҫсе панӑ, унта ашшӗ-амӑшӗ шкул директорӗ ячӗпе ҫырса чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк парать.
Пӗр хӗрарӑм шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине вӑйӑ евӗр ирттерни, уншӑн паллӑ лартманни аванрах. Предмет унӑн ачисене килӗшет-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна программӑран пачах кӑларттарасшӑн мар.
Ҫак кунсенче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче кире пуканӗ йӑтакансен «Хыпар» хаҫат парнине ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗм Раҫҫейри турнир пырать. Вӑл эрнекун уҫӑлнӑ, высарникун вӗҫленмелле.
Паянхи ӑмӑртура 85, 95 килограмлӑ тата 95 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртӗҫ, ҫавӑн пекех ветерансем кӗрешӗве тухӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш кунӗ 11 сехетре уҫӑлӗ.
Турнирта темле самант та пулнӑ: савӑнӑҫ та, ҫын курман чух ларса йӗни те. Помост ҫине тухсан вара спортсменсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн-кӑмӑл туйӑмне ирӗке яман — ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Черчен пикесемпе яшсем, тӗреклӗ арҫынсемпе патвар хӗрарӑмсем те кире пуканне ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн йӑтнине кӑтартаҫҫӗ.
Турнирта чи маттуррисем Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне тивӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ҫӗнӗ проект старт илнӗ. Вӑл «Шкулти шахмат» ятлӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Проекта хутшӑнакан регионсем вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗнче «Шахмат шкулӗ» вӗренӳпе методика кӗнекине тивӗҫӗҫ. Ҫав материала ӑса хывнӑ ача шахмат енӗпе виҫҫӗмӗш разряд илеет.
Пирӗн республикӑра 58 шкулта расписание шахмат предметне кӗртнӗ. Вӗсен йышӗнче 13-шӗ Шупашкарти: 2, 6, 7, 11, 31, 33, 35, 37, 38, 40, 48, 64-мӗш шкулсем тата «Пуҫламӑш шкул-ача пахчи». 6-мӗш шкулта пӗлтӗрех шахмат енӗпе ӑсталӑх туптама тытӑнна. Кӑҫал республика проекта хутшӑнакансен йышне кӗрсен грант укҫипе шахмат вӑййи валли йӑлтах туяннӑ: ятарлӑ сехет, хӑмасем, кӗнекесем, компьютерпа вӗренме пулӑшакан программӑсем, шахмат. Унти ачасем ҫитӗнӳсем тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем хула тата республика шайӗнчи конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи предмечӗ пирки хӗрсе калаҫаҫҫӗ. «Про Город» хаҫат редакцине пӗр ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта чӑваш чӗлхи предметне паллӑпа хаклама пӑрахтарасшӑн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасемпе вӑйӑ евӗр ирттересшӗн.
«Хулари чылай шкулта чӑваш чӗлхи предмечӗпе паллӑсем лартма пӑрахасси пирки калаҫаҫҫӗ. Хальлӗхе электронлӑ дневникре паллӑсем пур-ха», — тенӗ ҫав ҫын. Вӑл предметпа паллӑ лартмасан ачасем ӑна ҫиелтен ҫеҫ вӗренесрен шикленет.
Анчах палӑртмалла: чӑваш чӗлхи предмечӗн шӑпине хальлӗхе официаллӑ майпа татса паман. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ РФ Вӗренӳ министерствинчен чӑваш чӗлхине вӗренмелли методика рекомендацийӗсем кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли директор шыраҫҫӗ. Шкул пуҫлӑхӗ пулас текенсенчен хутсене чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Вӑл ҫыннӑн «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персонала ертсе пырасси» енӗпе пӗлӳ кирлӗ. Ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленине те шута илӗҫ.
Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн
вӗрентӳ управленийӗ пӗлтерсе хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорне ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку факта РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗ экономика хӑрушсӑрлӑхӗ тата коррупципе кӗрешекен пайӗ ачасене шкула илнишӗн укҫа илнӗ тесе пӗлтернине эпир маларах ҫырнӑччӗ. Эльвира Казаковӑна килте арестлесе усрама йышӑннӑччӗ.
Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Дуняк ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Китовка ялӗнче ҫуралнӑскер вун ҫиччӗре Шупашкарти музыка училищине «сӗрме купас» класӗпе вӗренме кӗнӗ. Чӑваш Енри паллӑ сӗрме купӑсҫӑ ачаранпах халах инструменчӗсене итлсе ӳснӗ. Килӗнче ҫавӑн пек пулнӑ вӗсен. Тен, ҫавӑнпах пулӗ — тӑмра калама хӑнӑхнӑ. Килӗнчисем юрлама та юратнӑ.
Анатолий Дуняк С. Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче, Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, филармонири оркестрта ӗҫленӗ.
Паллӑ сӗрме купӑсҫӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йӗркелеме те тӳпе хывнӑ.
Анатолий Дуняк 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 94 ҫула кайсан вилнине республикӑн музыка общественноҫӗ пысӑк ҫухату тесе йышӑннӑ.
Раҫҫейре Экономика диктантне пирвайхи хут ҫыртарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Акци Чӑваш Ен те хутшӑннӑ.
Шупашкарта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш шкулта тата 64-мӗш шкулта диктант ҫыртарнӑ. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Диктант тест евӗр иртнӗ. Унта чи нумаййи 100 балл пухма май пулнӑ. 80 балран ытларах пухакансене Пӗтӗм Раҫҫейри «Экономика ӑслӑлӑхӗн фестивалӗ» проект финалне чӗнӗҫ. Ыттисене Пӗтӗм Раҫҫейри Экономика диктантне хутшӑннине ӗнентерекен сертификат парӗҫ.
Чӑваш Енре диктанта 600 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Заданисене экономика енӗпе вӑтам тата аслӑ вӗренӳ программисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |