Чӑваш чӗлхин грамматикипе пунктуацийӗ халӗ чӗлхеҫӗсене хӑйсене кӑна мар, чӗлхе пӗлӗвӗнчен чылай аякра тӑракансене те кӗнеке ҫырма хистет пулмалла. Салтавӗ те пухӑнса кайрӗ курӑнать. Вӑл е ку сӑмахсене пӗрле-уйрӑм ҫырмалли пирки ӗнтӗ темиҫе ҫул тупӑшатпӑр. Ял шкулӗсенче пӗр тӗрлӗ, университет-институтра тепӗр тӗрлӗ вӗрентеҫҫӗ, кӗнекисемпе хаҫат-журналӗнче тата урӑхла ҫыраҫҫӗ. Паллах, кун пек чухне вунҫуллӑхра пӗрре кӗнеке алла тытакан та тарӑхса кайӗ.
Ҫавӑнпах ӗмӗрӗпе вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев пенсие тухсан чӑваш чӗлхине тӗпчеме тытӑннӑ, хӑй валли псевдоним та илнӗ: Лесник.
Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире унӑн иккӗмӗш кӗнеки «Чӑваш чӗлхин грамматики. Фонетикӑпа морфологи» ятпа кун ҫути курнӑ. Вӑл кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗн пӳлӗмне хӑй килсе пӗлтерчӗ. Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш унта, тӗпрен илсен, хальхи грамматика правилисене парахӑҫласа 1938 ҫулта хатӗрленипе усӑ курма сӗнет. Куславкка, пӑтавкка, лавкка сӑмахсенче икӗ к ҫырнипе мӗншӗн килӗшменнине уҫса парать.
Шупашкар хула администрацийӗ шкул хута ямашкӑн ҫӗр харпӑрлӑха илнӗ. Ҫӗнӗ пӗлӳ шкулӗ «Садовый» микрорайонта пулӗ. Унччен ку лаптӑка суд приставӗсем арестленӗ пулнӑ.
Ҫӗнӗ шкулта 1650 ача вӗренӗ. Вӑл 33,9 пин тӑваткал метра йышӑнӗ. Укҫа-тенке ӑҫтан уйӑрассине палӑртсанах ӑна хута яма тытӑнӗҫ.
1650 ачана йышӑнма пултаракан шкулӑн проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ чухне те пӗлтернӗ.
Малтан «Волжский-3», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул тӑвӗҫ. Унтан тин «Садовый» микрорайонта тума пуҫлӗҫ.
Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗн солисчӗсем пулӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Артек» центрта «Школа размером с Артек» пултарулӑх смени пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗнче юрлакан Раҫҫейӗн 65 регионӗнчи ачасем пулнӑ.
Ачасем концерта хутшӑннӑ, солистсен конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. 500 ачаран 19-шӗ пуринчен те лайӑххисен йышне лекнӗ. Ҫавсен йышӗнче Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен, «Соловушки» хор ушкӑнне ҫӳрекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова. Вӗсене пӗрле вӗренекенӗсем чунтан саламлаҫҫӗ, малашне те хитре юрлама сунаҫҫӗ.
Ҫапла, вӗренӳ ҫулӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫав ятпа унта республика тата район шайӗнчи тӳре-шарапа депутатсем пухӑннӑ.
Тепӗр икӗ ҫултан 85 ҫул тултаракан шкулта кӑҫал тӗплӗ юсав пуҫласа янӑ. Кун валли «кӗмӗле» республика хыснинчен те, хуларинчен те уйӑрнӑ. Малтан асӑннинчен — 20 миллион тенкӗ, вырӑнти бюджетран — 2 миллион тенкӗ.
Хула администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, юсава пуҫличчен республикӑн Культура министерствипе те хӑш-пӗр хута ҫураҫтарма тивнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унта Донецкри госпитале куҫарса килнӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче шкул ҫуртне республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхне кӗртнӗ.
Килес ҫул шкулта юсав ӗҫне малалла тӑсмалла. Ҫурта тунӑранпа тӗплӗ юсав пӗртте пулман иккен.
Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен.
Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ.
Патӑрьел ачисем Ӗренпуртан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Унта «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисем иртнӗ. Кӑҫал ӑна пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Унчченхи ҫулсенче пӗрмай ӗренпурсем ҫӗнтернӗ. Хальхинче Чӑваш Ен команди мала тухни чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.
Кӑҫал «Зарница» авӑн уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртнӗ. Малти вырӑна Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенза облаҫӗ тухнӑ. Палӑртмалла: пирӗннисем ишессинче, Калашников автомачӗн макетне сӳтсе пуҫтарассинче, кроссра пуринчен те малта пулнӑ. Спортӑн ытти тӗсӗнче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе ҫырлахнӑ.
Маттур, патӑрьелсем! «Атӑлҫи Зарници» ҫарпа спорт вӑййисенче ку Чӑваш Еншӗн – пӗрремӗш ҫӗнтерӳ.
«Наци кросӗ» пӗтӗм Раҫҫейри спорт уявне Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ пӗр ҫул та хутшӑнмасӑр юлман тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ватти те, вӗтти те ял варринче вырнаҫнӑ шкул стадионне пуҫтарӑнса сывлӑх кунне уяв вырӑнне хурса сумлать.
Паян чи малтан «Ҫӑлкуҫ» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем старта тӑнӑ. Г. Волков, Д. Мтин, Я. Анюрова финиша чи малтан ҫитнӗ.
Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем кроса пысӑк йышпах хутшӑннӑ. Чи хӑвӑрт чупса К. Анюрова, А. Сандыркин, А. Андреев (1-2 классем), А. Мтина, В. Скрипкин э(3-4 классем), К. Хмелёва, Д. Волков (5-7 классем), Л. Чернова, А. Волков (8-9 классем), В. Чернова, А. Кузнецов (10-11 классем) ҫӗнтернӗ.
Аслисем хушшинче Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Чернов финиша малтан ҫитнӗ.
Ӑмӑртура палӑрнисем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Шупашкарта 11 ҫулти ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен ҫырнӑччӗ. Кӗскен илсен, ӗҫӗ-пуҫӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ: 37-мӗш шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справка ыйтнӑ. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ вырӑн юлман тесе йышӑнман имӗш. Ашшӗ-амӑшӗ ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи Сашӑна тӳре-шара хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен.
Ачана авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулари 17-мӗш шкула илнине Шупашкарти вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӗренӳ управленийӗ те, прокуратура та тӗрӗслев ирттерет.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ кам пулассине палӑртнӑ. Конкурсра 27 ҫулти Илья Тумаков ҫӗнтернӗ.
Илья И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ЧПУн Студентсен канашӗн председателӗн тилхепине 5 ҫул тытса пынӑ, ҫамрӑксемпе нумай ӗҫленӗ.
Илья мӗншӗн ҫак ҫула суйланӑ-ха? Унӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех вӗрентекенре тӑрӑшать. Илья хӑй пурӑнакан микрорайон пурнӑҫне те хастар хутшӑнасшӑн. Вӑл – аспирант, ҫавна май кӗнеке нумай вулать.
Илья Тумаков шкул директорӗн тивӗҫне ҫитес эрнерен, документсем хатӗр пулсан, пурнӑҫлама тытӑнӗ.
Чӑваш Ене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машинисем илсе килӗҫ. Вӗсене туянмашкӑн РФ Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе илӗҫ. Документа Дмитрий Медведев авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 23 машина илсе килӗҫ. Вӗсене ГАЗ автомобиль савутӗнчен тата Чӗмпӗрти автомобиль савутӗнчен туянӗҫ. «Тимӗр урхамахсене» ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе килме палӑртнӑ.
Ку кӑна мар. Республикӑри шкулсем валли 27 ҫӗнӗ автобус туянасшӑн. Вӗсенчен 13-шне 13-20 ҫын вырнаҫаять. Тепӗр 13-шӗ – 22-24 ача вырнаҫмалӑх. Пӗр автобуса вара 30 ытла ача лараять. Пур автобуса та хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |