Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн.
Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ.
Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ.
Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр.
Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Пӗрремӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗ суя прописка тума тытӑннӑ. Вӗсем тӗпренчӗкне хӑйсене килӗшекен шкула ярас тесе ҫапла тӑваҫҫӗ.
Ҫур ҫулта Шупашкарти 2-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче 24 ҫын пропискӑна тӑнӑ, 4-мӗш гимнази патӗнче – 58 ҫын, 59-мӗш шкул районӗнче – 51 ҫын. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫав районсенче иккӗ тата ытларах ачасене тӗрлӗ хушаматпа 22 адреспа пропискӑна тӑратнӑ. Пӗр хваттерте вара тӗрлӗ хушаматлӑ тӑватӑ ача пропискӑра тупӑннӑ. Ҫавна май прокуратурӑна тата полицие тӗрӗслеме ыйтнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен 5458 заявлени килнӗ. Кӑҫал Шупашкарта 7 пин ачаран кая мар парта хушшине ларӗ.
Куславкка районӗнче урана ҫӑматӑ тӑхӑнса пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, конькисӗр хоккей выляс йӑла вӗсем патӗнче аталанса пырать. Ҫӑматӑ ал-урана, кӗлеткен ытти пайне сиен кӳменрен спортсменсем хӳтӗленмелли тӗрлӗ хатӗр тӑхӑнмаҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем — Куславкка районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Кунерти вӑтам шкулта зонӑри вӑйӑ иртнӗ. Унта Кӗнерти ачасемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Тӗрлемесри, Кармӑшри шкулсенчен пухӑннисем вылянӑ. Ҫӗнӗ тӗрлемессем пуринчен маттур пулнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче зонӑри икӗ вӑйӑ иртмелле. Ун чух Энтри Пасар, Куснар, Кӗҫӗн Карач, Елчӗк шкулӗсенче вӗренекенсем пӑр ҫине тухӗҫ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи «Атӑл» комплексра вӑйӑн иккӗмӗш тапхӑрне пухӑнӗҫ: унта тӗп кубокшӑн кӗрешӗҫ.
Шупашкарта «Водителе — ҫыру» акцие ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта тӗп хулари 49-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем хастар хутшӑннӑ.
Ҫамрӑк инспекторсем дежурствӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле тухнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, ачасем водительсене ҫырусем валеҫнӗ. Ҫырура руль умӗнче ларакансене ҫул ҫинче тимлӗрех пулма ыйтнӑ, такӑр ҫул суннӑ.
Кунашкал ҫырусем водительсене кӑна мар, ҫуран ҫӳрекенсене те лекнӗ. Вӗсене вара ҫул урлӑ каҫнӑ чухне тимлӗхе ҫухатмалла марри пирки аса илтернӗ.
Чӑваш Енри патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсемпе ҫуран ҫӳрекен ҫынсем ачасене тимлӗ итленӗ, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма шантарнӑ.
Элӗк районӗнчи пӗр вӗрентекен ачана ҫӳҫрен туртнӑ, ҫапнӑ тата тӗксе янӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 7-мӗш класри ача тӗлӗшпе тунӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Вӗрентекен 2016 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 14-мӗшӗччен ача йӗркене пӑснӑшӑн ӑна ҫӳҫрен туртнӑ, хӑлхинчен ҫапнӑ. Унтан вӑл ӑна тӗксе янӑ, лешӗ шкап ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗрентекен ачана тытнӑ та чӗркуҫҫипе хырӑмӗнчен тапнӑ, сылтӑм аллине пӑрнӑ. Вӗренекен урайне ӳкнӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Вӗрентекен хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ачасем суяҫҫӗ. Анчах шалӑп ҫыраканни вӗрентекен ҫак ӗҫсене тунине ӗнентернӗ.
Суд ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫын педагогика ӗҫӗнче 2 ҫул вӑй хураймӗ.
Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ шкулта ачана пневматика пӑшалӗнчен персе амантнине унччен хыпарланӑччӗ. Арҫын ачана ун чухне пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӑна халӗ пульницӑран кӑларнӑ. Анчах кӗлеткинчи пульлине тухтӑрсем хальлӗхе кӑларма шикленеҫҫӗ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ аяк пӗрчи хушшипе кайса ӳпкине шӑтарнӑ, юн тымарӗ патӗнче, чӗре ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӑларма хӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хальлӗхе ачана операци туни сиен кӳме пултарать.
Аса илтерер: 3-мӗш класс ачине апатланмӑшра амантнӑ. Вӑл унта сӗтел илме кӗнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.
Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ.
Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ.
Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пневамтика пӑшалӗнчен перессипе иртнӗ ӑмӑртура ача шар курнӑ. Ку ӗҫе халӗ следовательсем тишкереҫҫӗ.
Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ пӑтӑрмах Хыркасси ялӗнче пулнӑ. Шар кураканни — шкулта вӗренекен арҫын ача.
Арҫын ачасене апатланмӑша сӗтел илме янӑ. Унта вара тепӗр шкул хӗрачисем пневматика пӑшалӗнчен пеме вӗреннӗ. Пуля шӑпах пиллекмӗш класра вӗренекен арҫын ачана лекнӗ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ вӑл шкула ҫӳремест. Пӗрле вӗренекен тусӗсем ӑна манмаҫҫӗ — часрах сывалма сунса ҫырнӑ ҫырӑва ашшӗ-амӑшӗ урлӑ парса янӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫынсене пуҫласа йышӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин йышӑну пӳлӗмне депутат патне «паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата общество деятелӗ Михаил Юхма» пынине пӗлтернӗ. Алена Аршиновӑна ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен пӗрне парнеленӗ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кӗнеке — Чӑваш Республики Раҫҫее кӗни ҫинчен. Халӗ ҫыравҫӑ республикӑри шкулсем валли чӑваш чӗлхин пособине хатӗрлессипе ӗҫлет-мӗн.
Маларах Юхма Мишши Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑччӗ. Наци музейӗнчи курнӑҫура ҫыравҫӑ хӑйӗн «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑччӗ, пӗрремӗш президента Иван Яковлевӑн премине панӑччӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри шкулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Хастарсем Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти шкулсене ҫитсе курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмлетӳ тунӑ: вӗренӳ учрежденийӗсенче сусӑр ачасем валли тивӗҫлӗ майсем ҫук.
Шкулсем сусӑрсем валли пандуссем тунипех ҫырлахнӑ. Анчах лифтсем, хушма порученьсем пулман, алӑк сарлакӑшӗ те кирлӗ чухлӗ ҫук. Туалета та сусӑрсене меллӗ туса паман.
Шкулта условисем пулманран сусӑр ачасен килте вӗренме тивет. Ҫапах Улатӑрти тата Ҫӗмӗрлери шкулсенче куҫ япӑх куракан ачасем валли социаллӑ адаптаци программи ӗҫленине палӑртмалла.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри ытти шкула та тӗрӗслӗҫ. Унта сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑнма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |