Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ.
Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ.
Ҫӗмӗрлери учительсен хорӗ Пӗтӗм тӗнчери «Созвездие — 2016» (чӑв. Ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) телекурав конкурсӗнче палӑрнӑ. Ӑмӑрту ҫак кунсенче Шупашкарта иртнӗ. РФ Культура министерстви, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗ, Раҫҫейӗн композиторсен пӗрлешӗвӗ, П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗ ирттернӗ ҫак ӑмӑртӑва хамӑр ҫӗршыври 70 регионтан, ҫавӑн пекех Беларуҫран, Казахстанран, Украинӑран хутшӑннӑ.
Ҫӗмӗрлесен хорне вырӑнти ача-пӑча 1-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ Т.В. Вишневская ертсе пынӑ. Ушкӑн «Репертуар Аллы Пугачёвой» (чӑв. Алла Пугачева репертуарӗ) номинацире «Песня о любви» юрра шӑрантарнӑ. Ҫӗмӗрлесем II степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсен хорӗсем республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем йӗркеленӗ конкурсӑн зонӑри тапхӑрне хутшӑннӑччӗ.
Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта хими урокӗсенче наркотик тата психотроплӑ япаласен списокне кӗнӗ йӳҫексемпе усӑ курнӑ. Кунсӑр пуҫне педагог хими япалисемпе опыт тунине учет журналӗнче йӗркеллӗ ҫырса пыман.
Прокуратура шкул директорне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе пӗтерме ыйтнӑ. Куншӑн айӑплӑ икӗ ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе кӑсӑкланакансем ҫулсерен хушӑнса пыраҫҫӗ. Ку шухӑша филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳҫи Татьяна Денисова палӑртнӑ.
Преподаватель хӑйӗн шухӑшне вӗренме кӗренекенсем хушшинчи конкурс пысӑкланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Тепӗр саманта та асӑрханӑ вӑл: Чӑваш Енре чӑвашла вӗренекенсен йышӗ чакать. Лару-тӑру малашне те ҫаплах пулсан «наци республикишӗн караул пулать», — тесе цитатӑлать филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн сӑмахне REGNUM информаци агентстви.
Сӑмах май каласан, ЧППУра чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсене хатӗрленӗ май вӗсене вырӑс чӗлхине вӗрентме те хӑнӑхтараҫҫӗ.
Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Вӗсене асӑнса шкул пулнӑ вырӑнта митинг иртнӗ.
1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Хуракасси шкулӗнче Октябрь революцине халалласа концерт иртнӗ. Физика вӗрентекенӗ икӗ ачапа пӗрле кинопроектора хатӗрленӗ чухне бензинпа усӑ курнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ҫулӑм тухнӑ, вӑл концерт пынӑ спортзала палкаса кӗнӗ.
Йывӑҫ ҫурт питӗ хӑвӑрт хыпса ҫуннӑ. Аслӑраххисем, ытларахӑшӗ, чӳречерен тухнӑ, пӗччӗккисем ҫавӑнтах юлнӑ… Вӗсене тепӗр кунхине тӑванла вилтӑпри ҫине пытарнӑ.
Ҫунса кӗлленнӗ шкул умӗнче иртнӗ митинга МЧС ӗҫченӗсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем, районти тӳре-шара, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхашри шкул ачисем нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулнӑ. Унта вӗсем районта пурнӑҫа кӗртекен «Удивительное рядом» (чӑв. Тӗлӗнмелли юнашарах) вӗренӳ туризмӗн программипе килӗшӳллӗн ҫула тухнӑ.
1868 ҫулта Иван Яковлев пуҫарнипе йӗркеленӗ учительсен шкулӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑнӑ. Унта каччӑсем те те, хӗрсем те вӗреннӗ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти наци ҫыннисем пӗлӳ илнӗ. Педагогӗсем те тӗрлӗ наци ҫыннисем пулнӑ.
Чӗмпӗрте пулнӑ май вырӑс улхашсем ҫӗннине нумай пӗлнӗ. Вӗсем «калаҫакан алфавитла» вылянӑ май кӑткӑс мар чӑваш сӑмахӗсене пуплевре усӑ курнӑ. Иван Яковлевич пирки каласа кӑтартнине те ачасем кӑсӑклансах итленӗ, ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлса кашни ҫӗнӗ хыпара асра хӑварма тӑрӑшнӑ.
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак кунсенче пиллӗкӗмӗш-улттӑмӗш класс вӗренекенӗсем валли кӗрхи уяв пулса иртнӗ. Кӑҫалхи уява пиллӗкӗмӗшсем хатӗрленӗ. Сӑмах май, вӗсем ҫак вӗренӱ ҫулӗнче ҫеҫ пӗрле вӗренме тытӑннӑ: маларах класри вунвиҫӗ ачаран ҫиччӗшӗ шкулӑн Вӑрманхӗрри Чурачӑк уйрӑменче ӑс пухнӑ.
Уява Женя Хлебникова тата Наташа Лепешкина ертсе пынӑ. Маттур хӗрачасем тӗрлӗрен тупӑшусем ирттернӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыраттарнӑ. «Пӗчӗк пике» ячӗшӗн ятарласа хӗрачасем валли хатӗрленӗ тупӑшу ирттернӗ. Пике ята харӑсах икӗ хӗрача — Вика Коновалова (6-мӗш класс) тата Катя Михеева (5-мӗш класс) — тивӗҫнӗ. Куракансем те ахаль ларман: тӗрлӗрен ыйтусен тупсӑмӗсене шыранӑ, ҫӗнтерӱҫӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Уяв хавас кӑмӑл-туйӑмпа иртнӗ, вӑхӑт иртни те сисӗнмен. Ҫапла ҫав вӑл: пӗр-пӗрне итлеме пӗлсен, ӑнланса пырсан, юлташсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнма пӗлсен, туслӑх туйӑмӗсене мала хурсан – пурнӑҫ урапи те малалла ҫӑмӑлрах ӑнтӑлать (чупать).
Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗ ҫак кунсенче тӗрлӗрен пулӑмсемпе пуян пулнӑ. Вӗсен шутне 5-7 классем валли ятарласа ирттернӗ «Хаваслӑ стартсене» кӗртмелле. Кашни класс ултӑ ачаран тӑракан команда хатӗрленӗ: виҫшер арҫын ача тата виҫшер хӗрача. Малтанах хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштарнӑ, ушкӑнсене ятсем панӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрӱ тупӑшу пуҫланнӑ.
Еплерех кӑна вӑй виҫмен пулӗ ҫамрӑк спортсменсем: ункӑпа баскетбол ҫӑмхисене маларах кустарса ҫитерессипе те, урасене йӗлтӗр сырса спортзалӑн тепӗр вӗҫне чупса ҫитсе тӗл перессипе те, харӑсах виҫшер пысӑк мечӗк йӑтса чупассипе те, шурӑ хут листине алсемпе тытмасӑр йӑтассипе те — тата ытти нумай хаваслӑ тупӑшусенче. Ҫиччӗмӗшсем, паллах, пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмен. Вӗсенчен кӑшт ҫеҫ кая юлса улттӑмӗшсем иккӗмӗш, пиллӗкӗмӗшсем – виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Куракансем — шкул ачисемпе вӗрентекенсем — ӑмӑртакансене тупӑшу вӑхӑтӗнче алӑ ҫупса хавхалантарнӑ, вӗҫӗнче ҫӗнтерӱҫӗсене ҫак майпах саламланӑ.
«Хаваслӑ стартсене» «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци шучӗпе Алексей Викторович Гаврилов хатӗрленӗ, хӑйех ертсе пынӑ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗ факта республика правительствин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнӑ, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнӗ.
Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская шкулта самай кӑлтӑк асӑрханине пӗлтернӗ. Холодильник тата кирлӗ ытти оборудовани пур пулин те столовӑй ӗҫченӗсем апат-ҫимӗс хатӗрлессин тата упрассин йӗркине пӑснӑ. Тирпейленӗ чух та йӗркеллӗ тасатса ҫуман.
Вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев шкулта тӗрӗслев ӗҫне тивӗҫлипе йӗркелеменнине палӑртнӑ. Ӳпкевӗ шкул ертӳҫине те, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Кулинар плюс» ОООна та тивнӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче шкула вӑхӑтлӑха хупнӑ, ачасене керкуннехи каникула янӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер яваплисене явап тыттарма чӗнсе каланӑ, кирлех пулсан ӗҫрен хӑтарма та юрать.
Шупашкарти 43-мӗш шкул ачисем апатпа наркӑмӑшланса пульницӑна лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗренекен 7 шӑпӑрлана инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Телее, халӗ вӗсене киле яма тытӑннӑ. Ачасем наркӑмӑшланнине шута илсе Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерме палӑртнӑ. Паян хулари 58 шкула тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Апатланӑшри вӗри апата уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ.
43-мӗш шкула халӗ куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта шкул ачисене апатлантарас йӗркене пӑхса тӑрассине ҫирӗплетме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |