Чӑвашлӑх
![]() Тӑван чӗлхене пӗлме кашни ҫынах тивӗҫ Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев патне уҫӑ ҫыру янӑ. Ӑна ҫитсе килекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ. Унтан «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «ҫак пӗлтерӗшлӗ уява халалласа пуҫарса янӑ #ЭпӗЧӑвашЧӗлхинеЮрататӑп #ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп интернет флешмобне» хутшӑнма йыхравланӑ. Пур районпа хула шкулӗсене, техникум-колледжсене, аслӑ пӗлӳ паракан шкулсене чӑвашла флешмоба хутшӑнма чӗнсе калакан ҫыру яма ыйтнӑ. Ҫак флешмоб ҫинчен кӗскен пӗлтерме те сӗннӗ ҫав ҫырура. Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ӗҫлекенсем тата Юрий Исаев министр «Ирӗклӗх» сӗнӗвне епле йышӑнни хальлӗхе паллӑ мар. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |