
Тӗнче литературинче сумлӑ ят хӑварнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай ҫуралнӑранпа паян 110 ҫул ҫитрӗ.
«Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ «Тантӑш» хаҫатпа пӗрле вилӗмсӗр поэта чысласа ирттернӗ «Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай — 110 ҫул!» пултарулӑх ӑмӑртӑвне Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравланӑ, тӗпчевлӗ те шыравлӑ ӗҫленӗ. Ӗҫсене «Тантӑш» хаҫата ярса панӑ. Пурте Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Шкулти «Хунав» кружок членӗсем шкул коридорӗнче «Петӗр Хусанкай — чӑваш поэзийӗн Улӑпӗ» стенд ӑсталанӑ. Вулавӑшра сумлӑ юбилярӑн кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта сӑвӑсен конкурсне те ирттерме палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев урокра ҫемье этикине вӗрентме сӗннӗ. Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, шкулсем ача-пӑчашӑн тата ҫамрӑксемшӗн культура, ӑс-хакӑл центрӗ пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Апла тӑк республика Вӗренӳ министерствин урокра ҫемье этикине ачасене ӑша хывтармалла.
«Чӑн-чӑн вӗрентӳ — ӑс-тӑна кӑна мар, чӗрене те пулса тӑртараканни пулнине эпир пурте пӗлетпӗр. Кӑҫал республикӑра йышӑннӑ Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗнче вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫемьери тата ӑс-тӑн тата нравственность хутшӑнӑвӗсене уйрӑмах тимлӗх кӳрессе шанатӑп. Вӗренӳ министерствине экспертсемпе пӗрле пулса ҫемье этикин чи лайӑх программине хатӗрлеме хушатӑп», — тенӗ Элтепер ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура.

Паян медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Григорий Алексеев профессор 90 ҫул тултарнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче ӑна халалласа вырнаҫтарнӑ пысӑк статьяра юбилей уншӑн кӑна мар, ӗҫтешӗсем пулнисемшӗн, тӑванӗсемшӗн тата Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отраслӗн историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Григорий Алексеевич 1927 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Тем тӗрлӗ медальпе орден кавалерӗ пулса тӑриччен вӑл нумай вӗреннӗ, нумай ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри фельдшерпа акушер шкулне кӗнӗ. Фельдшерта тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Мускаври стоматологи институтне вӗренме кӗрет. Тӑван тӑрӑха хӗрлӗ дипломпа таврӑннӑ специалиста кӗҫех республика пульницине тӗп тухтӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗсене 1960 ҫулта Шупашкарта вӗрентме тытӑнаканни те вӑлах пулнӑ.

Муркаш районӗнчи Кашмаш тата Хуракасси ялӗнче пурӑнакансем вӑл тӑрӑхра шкул тутарассишӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру янӑ. Раҫҫей ертӳҫи патне шӑрҫаланипех Муркаш район администрацине ӑсатнӑ.
Унтисем вӗренӳ учрежденийӗ тума ыйтса резолюци хатӗрленӗ. Ял пухӑвне пуҫтарӑннисем 300 ытла ҫын хута алӑ пусма килӗшнӗ. Хастарсем Кашмашри шкула кӑҫалах хӑпартма пуҫлаттарасшӑн.
Вӗренӳ учрежденине тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрасса шанса ҫырнӑ ҫырура РФ Президенчӗн Резерв фондӗнче «кӗмӗл» тупасса шаннине палӑртнӑ.
Кашмашра тума палӑртнӑ шкул укҫине Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкул валли яма йышӑннине илтнӗ хыҫҫӑн тарӑхнӑ Муркаш районӗнчи Кашмаш тӑрӑхӗнчи хастарсем алла калем тытнӑ пулать.

Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьелте йӗлтӗр трассине ҫутатмалла тунӑ. 800 метр тӑршшӗ ҫав ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Унта Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата спортсменсем хутшӑннӑ.
Йӗлтӗр трассисене республикӑри ытти территорире те йӗркеленине палӑртмалла. Ӗнер «Про город» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫутатса тӑракан ҫулсене Канаш тата Комсомольски районӗсенче те уҫнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ун пекки Муркаш районӗнче ӗҫлесе кайӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра та ун пек трасса уҫма палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май, ӗнер Республикӑри олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче йӗлтӗрпе тупӑшассипе ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулхисем тӗрлӗ дистанцие чупассипе ӑмӑртнӑ.

Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкула Геннадий Волков ятне панӑ. Республикӑн тӗп хулинчи тӳре-шара этнопедагогика никӗслевҫине сума суса ҫав вӗренӳ учрежденине хисеплӗ ҫын ятне парас шухӑшлине эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти урамсене, лапамсене, ытти территорие ят парас енӗпе лару пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче иртнӗччӗ.
Асӑннӑ шкулта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче педагогсен «Хавхалану» фестиваль-конкурсне ирттересcине йӑлана кӗртнӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче «Школьный музей как средство формирования этнокультурной компетентности учащихся» (чӑв. Шкул музейӗ — вӗренекенсен этнокультура компетенцине йӗркелемелли хатӗр) проектпа ӗҫлеме тытӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫейӗн Ӑслӑлӑх академийӗн академикӗ ятне илес ыйтупа яваплисем патне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ хӑй тухнӑ.

Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче кашни пысӑк уяв тӗлнех стена хаҫачӗ кӑларасси йӑлана кӗнӗ. «Хаҫатсем парадри евӗр йӗркипе туха-туха вырнаҫсан куҫ тӳрех вӗсем ҫине ӳкет, ура та ҫавӑнталлах утать. Ачасем пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе, пултарулӑхӗпе паллашаҫҫӗ, танлаштараҫҫӗ, хаклаҫҫӗ… Вӗрентекенсен те пырса вуласа хак памасӑр чун чӑтмасть», — тесе хыпарлаҫҫӗ ун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хаҫачӗсем вырӑсла та, чӑвашла та, тутарла-акӑлчанла та — хутӑш тухнӑ. Хальхинче вара ҫӗнӗ шухӑш-сӗнӳ ҫуралнӑ та, пурте хапӑл пулнӑ: Ҫӗнӗ ҫул хаҫачӗсене пӗрешкел калӑпӑшпа пурте чӑвашла кӑларнӑ. «Пӗринчен тепри илӗртӳллӗрех, пуянрах! Хӗлли те хамӑра кура ӑшӑрах пек, Хӗл мучи те унчченхинчен савӑкрах-тӑр, Юр пики те ҫепӗҫрех. Эх! Хаҫатҫӑсем тӑрӑшнӑ: сӑрри-кӑранташне шеллемен, Автан туса капӑр тум тӑхӑнтартма ӳркенмен! Ҫӗнӗ Ҫул сӑввисем кашни хаҫатрах, пуҫватмӑшӗ, ребусӗ, салам ҫырӑвӗ, калавӗ… Чӑн-чӑн асамлӑх тӗнчи!» — кӑмӑлтан пӗлтернӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.

Улатӑр районӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑх тата спортпа массӑллӑ ӗҫе чи лайӑх йӗркеленине палӑртма смотр-конкурс ирттернӗ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне тишкерсен вӗренӳ учрежденийӗсенчен Чуварлей (директорӗ — А.Ю. Смирнов, физкультура учителӗ — В.Н. Ванюхин) тата Ахматовӑри (директорӗ — Т.В. Емельянова, физкультура учителӗ — А.Н. Карпов) шкулсем мала тухнӑ. Первомайскинчи шкул та (директорӗ — Г.Н. Белоусова, физкультура учителӗ — Л.Н. Кулюкина) лайӑххипе палӑрнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенчен Стемас (ял тӑрӑхне М.С. Душев ертсе пырать) ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшне Чуварлей (Н.В. Климкин) тата Кивӗ Эйпеҫ (В.П. Казанцев) ял тӑрӑхӗсем пайланӑ. Вӗсенче те физкультурӑпа спорт ӗҫне лайӑх йӗркеленӗ.

Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ.
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
