Республикӑри 28 шкулта куҫ ҫивӗчлӗхне сыхлакан пунктсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлернӗ тӑрӑх, вӗсем ачасен куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакнине тупса палӑртма, сиплеме пулӑшӗҫ.
Шкулсенчи медицина пӳлӗмӗнче офтальмомиотренажер-релаксатор, аккомодацие ҫирӗплетмелли аппарат, куҫлӑх-тренажер, Сивцев-Головин таблици вырнаҫтарӗҫ. Ачасем унашкал пунктра 10 кун сипленӗҫ. Вӑтамран 1 ҫынна валли ҫур сехет кирлӗ. Пӗр сехетре 5 ача сипленме пултарӗ.
Шкул ачисен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслемелли проекта икӗ ҫул каялла пуҫарнӑ. Ҫак вӑхӑтра 4 пин ачан куҫне тӗрӗсленӗ, вӗсенчен ҫуррине сипленӗ.
Республикӑри пилӗк хулара та виҫӗ районта шкулта ӗҫлекенсен шалу фондне пӗчӗклетӗҫ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларни пирки «Ман хула Шупашкар» портал пӗлтерет.
Ҫав хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр хулисенчи тата Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ районӗсенчи шкул ӗҫченӗсен шалу фончӗ пӗчӗкленӗ. Чи нумаййи Ҫӗнӗ Шупашкарсенне чакарӗҫ: 24,8 миллион тенкӗ. Ун хыҫӗнчен — Канаш (20,1 млн), Шупашкар (17,9 млн), Ҫӗмӗрле (5 млн), Вӑрнар районӗ (2,3 млн), Шӑмӑршӑ районӗ (997,5 пин) тата Улатӑр (770,7 пин).
Ҫав вӑхӑтрах республикӑра, пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен шалӑвӗн фончӗ 105,5 млн тенкӗ пысӑкланӗ. Пуринчен те ытларах вӑл Патӑрьел, Тӑвай тата Комсомольски районӗсен ӳсмелле.
СССР летчик-космонавчӗ А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Мемориал комплексӗ, аса илтерер, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вырнаҫнӑ.
Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем нумаях пулмасть Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ шкулта пулнӑ. Вӗсем 7–9-мӗш классенче вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ. Ачасемпе Радио юратакансен союзӗн квалификаци комиссийӗн ертӳҫи Тимур Юрьев калаҫнӑ, вӑл вӗсене радиотехникӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ япаласемпе паллаштарнӑ. Тимур Юрьев шкулти радиостанци уҫма Раҫҫейӗн радио юратакансен союзӗ укҫа уйӑрса пулӑшассине пӗлтернӗ. Маларах пирӗн тӑрӑхрисем асӑннӑ союз ирттернӗ конкурса хутшӑннӑ.
Радиостанцие ҫитес уйӑхра вырнаҫтарӗҫ, ӑна ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑтлӗҫ.
Паян, нарӑс 22-мӗшӗнче, Шупашкарти чукун ҫул ваксалӗнче Раҫҫей чысне хӗллехи Олимп вӑййисенче хӳтӗленӗ Татьяна Акимовӑна Чӑваш Енӗн спорт министерствин ӗҫченӗсем, тренерсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе илнӗ.
«Кашни спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма ӗмӗтленет. Телее, ӑнтӑлни пурнӑҫланчӗ. Ӑмӑртусем кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетрӗҫ. Хама халӗ хӑюллӑрах туятӑп. Кӑҫалхи вӑйӑсем урӑхларах иртрӗҫ пулин те эпир пӗтӗм вӑйран тупӑшрӑмӑр, мӗн пултарнӑ таран кӗрешрӗмӗр», — чунне уҫнӑ Татьяна Акимова пуйӑсран ансанах.
Палӑртса хӑвармалла, спортсменка килӗнче вӑрах вӑхӑт пулмӗ, кӗҫех тӗнче кубокӗн чететлӗ тапхӑрне хутшанӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Финляндире пуҫланӗ. Пуш уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче вара тӗнче кубокӗн 9-мӗш тапхӑрӗ Тӗмен хулинче иртмелле.
Канаш хлинче пурӑнакан ҫынсем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку – шыв пӑрӑхӗ ҫинчи аварие пула. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре «Восточный» гастроном ҫывӑхӗнче шыв юхма пуҫланӑ. Ҫавна май 55 ҫуртри сивӗ шыва сӳнтерсе лартнӑ. Вӗсенче вара 7675 ҫын пурӑнать.
8-мӗш ача пахчи, 11-мӗш ача пахчи, 6-мӗш шкул, 16-мӗш професси училищи те шывсӑр тӑрса юлнӑ.
Шыва нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре пама шантарнӑ. Анчах тепӗр кунхине ирхине ӑна каллех сӳнтернӗ. Паян унта специалистсем ӗҫленӗ, юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 5–6, 7–11 классенче Хӑюлӑх урокӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва аслӑ прапорщик Петр Николаевич Яковлев тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Иван Петрович Матвеев хутшӑнчӗҫ.
Петр Николаевич Читара 12 ҫул, Свердловскинче 16 ҫул хӗсметре пулни ҫинчен каласа пачӗ. Яковлев П.Н. Упи шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри училищӗре тракторист профессине алла илнӗ. 1962 ҫулта ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Ҫерем ҫӗр уҫнӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ. Икӗ ҫул кунта вӑй хунӑ хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксем пекех 23 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Кунта вӑл водитель пулса чаҫӗн полковникне турттарнӑ. Аслӑ прапорщик служба вӑхӑчӗ пӗтсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Кунта та ал усса ларман. Ял ҫыннисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе чылай вӑй хунӑ: Пайсупин ялӗнчи ҫынсене газпа тивӗҫтерес ӗҫе хӑй йӗркелесе пынӑ (унччен ку таврари ялсенче пуринче те газ кӗртнӗ), районтан яла ҫитме автобус пулманран Афанасьев Виталий усламҫӑпа Шупашкар–Пайсупин маршрут уҫаҫҫӗ. П.Н. Яковлев староста ял ҫыннисемпе пӗрле пӗве тасатассине, ял ҫӑвине тирпей-илем кӳртессине, ҫӑва ҫуртне тӑвассине йӗркелесе пырать.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературин кӗнекисем ҫителӗксӗррине палӑртса ҫыру ҫырнине эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. «Чӑвашсене чӑвашла вӗрентме кӗнеке ҫителӗксӗр» ят панӑччӗ эпир вӑл хыпара.
«Ирӗклӗх» ыйтса ҫырнине чӑвашла хуравланӑ Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви Пушкӑртстанри асӑннӑ ведомствӑна Чӑваш кӗнеке издательствипе килӗштерсе ӗҫлеме сӗннине пӗлтернӗ. Хӑш шкула мӗн чухлӗ кӗнеке кирлине палӑртса унтан ҫыру ямаллине асӑнса хӑварнӑ.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Пушкӑртстанри чӑваш шкулӗсене чӑваш кӗнекипе тивӗҫтернине тӗрӗслесе тӑрас, «курӑмлӑ улшӑнусем пулмасан» «элтеш ирӗкӗсене хутӗлес тӗллевпе ҫак ӗҫе прокуратурӑпа тӳреве» ҫитерес шухӑшлине систернӗ.
Чӑваш Енри шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха кам шучӗпе тивӗҫтерӗҫ? «Идель.Реалии» сайтра Алексей Глухов право хуралҫи ҫак ыйту тавра пуҫ ватнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе ҫине тӑрсарах ӗҫлеме пуҫласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
«Мана, шкул ачин ашшӗне, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ тӳре-шараран сахал мар пӑшӑрхантарать», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Алексей Глуховӑн ывӑлӗ вӗренекен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта «куҫа курӑнакан хӑрушсӑрлӑх япалисенчен» вахтер тата ватӑ хуралҫӑ пур иккен. Хуралҫӑ тытса тӑма ашшӗ-амӑшӗ «хӑйӗн ирӗкӗпе» темиҫе ҫӗр тенкӗ укҫа уйӑрать-мӗн.
Статьяна пӗтӗмӗшле кӗскен тишкерсен, право хуралҫи тата юрист шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха ашшӗ-амӑшӗн шучӗпе тивӗҫтернине ырламанни сисӗнет.
Чӑваш пурнӑҫӗнче ял-йышпа пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗрке чылай. Вӗсене пирӗн асаттесем уявланӑ, хальхи вӑхӑтра вара атте-аннесем ҫуркунне, ҫулла, хӗлле е кӗркунне ялан пӗр вӑхӑта пӑхӑнса ирттереҫҫӗ.
Кашни уявӑнах авалтан килекен хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ, сӑмахлӑхӗ, юрри-ташши, илемӗ пур. Ҫӑварни уявӗнче сив хӗле ӑсататпӑр, ҫуркуннене, ҫуллана кӗтсе илмелли шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр. Ҫӑварни юрри-такмакӗ ҫӗр ӗҫӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Ку уява хирти ӗҫсене хӑвӑрт, вӑр-вар пуҫтармалла пултӑр тесе ирттереҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗн ачисем те ҫав йӑласене ирттереҫҫӗ — нарӑсӑн 16-мӗшӗнче вӗсем «Ҫӑварни уявне» паллӑ тунӑ. Унта 5-7 класс ачисем хутшӑннӑ.
Ҫӑварни — пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв. Ӑна ӗлӗк-авалхи Италири шавлӑ карнавалсенчен пуҫланнӑ теҫҫӗ. Ҫӑварни кунӗсене Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 8 кун маларах (пӗр вырсарникунтан пуҫласа тепӗр вырсарникунччен) уявлаҫҫӗ. Ку уяв кашни ҫул пӗр вӑхӑтра килмест, вӑл Мӑнкун хӑҫан пулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Ҫӑварни пуҫламӑшӗ — Аслӑ ҫӑварни. Кӑҫалхи календарьпе аслӑ ҫӑварни нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулчӗ, вӗҫӗ — Кӗҫӗн ҫӑварни. Вӑл нарӑсӑн 18-мӗшӗнче пулать.
Паян Шупашкарта РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Михаил Бабич пулнӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулинче ҫӗкленекен Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн строительствине хакланӑ.
«Россия 1» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ графикран юлса пырать. Подрядчик талӑкӗпех ӗҫленине ӗнентернӗ. Строительство пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ иккен. Михаил Бабич кашни корпус патӗнче чарӑнса тӑнӑ, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп подрядчик пулса ӗҫе кӳлӗннӗ «Старко» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра графикпа хӑпартма шантарнӑ. Тӗрлӗ ӗҫе субподряд мелӗпе ытти организаци пурнӑҫлать.
РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ строительсене графикран пӗр кун та юлма юраманнине ҫирӗплетсех каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |