ЧР прокуратурин сайтӗнче ача-пӑча уйлӑхӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Патӑрьел районӗн прокуратури ачасем кӑнтӑрла канакан уйлӑхсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Шкул ҫумӗнчи хӑш-пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи йӗркисене, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫ блокӗсенче продукцин срокӗ хӑҫан тухнине палӑртман, апатлану рационӗ менюпа килӗшсе тӑман, хатӗр продукцие кирлӗ пек упраман.
Йӗркене пӑснӑшӑн явап тытмаллах. Вӗренӳ учрежденийӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ҫумӗнчи уйлӑхсен пуҫлӑхӗсен тӗлӗшпе 6 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 5452 ҫын ППЭ тытнӑ. Ултӑ ҫын аттестат илеймӗ. Вӗсем экзаменра 24 балл та пухайман.
32 ҫын вара экзаменра 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 17-ӗн кӑна пулнӑ.
Экзамена 100 баллӑх ҫыракансем ҫак шкулсенчен: Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗ, Йӗпреҫри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Комсомольски районӗнчи Шурут шкулӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи Октябрьски шкулӗ, Етӗрнери 2-мӗш шкул, Улатӑрти 9-мӗш шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул, 18-мӗш лицей тата 19-мӗш шкул, Шупашкарти 5-мӗш гимнази, 4-мӗш гимнази, 3-мӗш лицей, 61-мӗш шкул, 2-мӗш лицей, 24-мӗш шкул, 39-мӗш шкул, 44-мӗш лицей, 46-мӗш гимнази, 49-мӗш шкул, 4-мӗш лицей, 57-мӗш шкул, 59-мӗш шкул.
Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ача пахчине ҫӳретнӗшӗн тӳлев хакланать, ҫакӑ апатлану хакне хӑпартнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех шкулти апатланӑвӑн та хакӗ ӳсет. Унти улшӑну авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Кун пирки паян, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки хутчен шкулти апат хакӗ 2016 ҫулта пысӑкланнӑ, ача пахчисенче тата маларах: 2014 ҫулта. Паян 1-4-мӗш классенче вӗренекен ачисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ 19 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 46 тенкӗ (кӑнтӑрлахи апатшӑн) тӳлет. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 23 тенкӗ, кӑнтӑрлахишӗн 46 тенкӗ хываҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса кӗҫӗн классем 21 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 54 тенкӗ (кантӑрлахишӗн) тӳлӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 25 тенкӗ, кӑнтӑрла ҫинӗшӗн 60 тенкӗ кӑларса хурӗҫ.
Ывӑлӗ-хӗрне ача пахчине ҫӳретнӗшӗн халӗ ашшӗ-амӑшӗ пӗр куншӑн 91,5 тенкӗ тӳлет. Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса хак 23,8 тенкӗ ӳссе 115 тенке ҫитӗ. Ҫак укҫаран 106 тенки апат-ҫимӗҫ туянма кайӗ.
Чӑваш Енре «Вӗрентӳ аталанӑвӗ» республика программипе килӗшӳллӗн ялсенчи шкулсем валли сакӑр автобус туяннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал хыпарлать.
Ҫӗнӗ автобуссем туянма регион хыснинчен 15,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӳрсе килнӗ транспорт хатӗрӗсене ГЛОНАССпа тата тахографпа тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫине ҫутӑлакан маячок вырнаҫтарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, туяннӑ автобуссенчен виҫҫӗшне кивелнӗ транспорт хатӗрӗсем вырӑнне панӑ, тепӗр пиллӗкӗшне ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелеме уйӑрнӑ. Телейлисен шутне хальхинче Улатӑр районӗнчи Чуварлей, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Шупашкар районӗнчи Атайкасси тата Елчӗк районӗнчи Шӑмалак шкулӗсем кӗнӗ.
«В школе заставляют меня и моего сына написать заявление, что наш родной язык русский и сын хочет изучать его, а не чувашский. Мы сопротивляемся...» (чӑв. Шкулта мана тата манӑн ывӑла пирӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи, чӑваш чӗлхи мар тесе ҫырма хистеҫҫӗ, ывӑл та ӑна вӗренесшӗн. Эпир хирӗҫ тӑратпӑр...) ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, хулара ӳссе те чӑваш чунӗллӗ амӑшӗ.
Тӑван чӗлхе предмет тесе хӑш чӗлхене суйласси ирӗклӗ тесе тӳре-шара ӗнентернӗрен ку хыпар чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ун пек хыпара ашшӗ-амӑшӗ маларах та пӗлтернӗччӗ. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне вырӑс чӗлхи тесе суйлама хатӗрленӗ заявленисене алӑ пусма ыйтаҫҫӗ имӗш.
Шупашкарти 28-мӗш шкулӑн ятне улӑштарасси пирки ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче постановлени тухнӑ. Ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, шкула Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ Александр Боголюбовӑн ятне панӑ. Вӑл – Совет Союзӗн Геройӗ.
Ячӗ улшӑнни шкулти ӗҫ-хӗл ылмашӑнассине пӗлтермест, вӑл ҫаплипех юлӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкарти икӗ шкулӑн ятне улӑштарнӑ. 6-мӗш шкула дивизи командирӗн Василий Чапаевӑн ятне панӑ, Заволжски шкулӗ вара парашют спорчӗ енӗпе пилӗк хут тӗнче чемпионкин Майя Костина ячӗпе хисепленме тытӑннӑ.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансен экзаменсем пыраҫҫӗ. Кӑҫал ППЭн тӗп тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртет. Пӗтӗмпе 5,8 пин ытла ҫын ППЭ тытать.
Паянхи кун тӗлне географипе, информатикӑпа, математикӑпа, химипе тата историпе экзаменсем иртнӗ ӗнтӗ. Экзаменсенче йӗркене пӑсакансем тупӑннӑ.
Математикӑпа, химипе тата историпе ППЭ тытнӑ чухне тӑватӑ ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулта икӗ ачана телефон илсе кӗнӗшӗн экзамен тытма ирӗк паман. Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта тата Шупашкарти 60-мӗш шкулта икӗ ача шпаргалкӑпа лекнӗ. Вӗсем суйласа илнӗ экзаменсене ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ, математикӑпа вара кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакансем Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру хатӗрленӗ. Ӑна «Контрактра» халӑх тетелӗн «МБОУ «Карачуринская ООШ» Чебоксарского района» (чӑв. Шупашкар районӗнчи «Карачурари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул» муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ) страницӑра ҫӗркаҫ вырнаҫтарнӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ялти шкул ӗмӗрӗ пӗр ӗмӗртен иртнӗ, унӑн тӑрӑмӗ питех те начар. Йывӑҫ стенасем ҫӗрӗшнӗ, никӗс ишӗлет. «Республикӑри тата вырӑнти ертӳҫӗсем пире валли ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ҫӗнӗ шкул туса параймаҫҫӗ. Проект документацийӗ хатӗр, анчах укҫа-тенкӗ ҫук. Стройкӑна икӗ хут та пуҫарнӑ, анчах вӑл кашнинчех чарӑнса ларнӑ. », — тесе пӗлтернӗ видеоҫырура. Шкулта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен, анчах лав вырӑнтан хускалман.
Республикӑри ашшӗ-амӑшӗн 82 проценчӗ ачине шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн. Регионти наци чӗлхине суйлакансен йышӗнче тӗрлӗ халӑх ачи пур. Шупашкарти 40-мӗш шкулта ав пур шӑпӑрлан та тенӗ пекех чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек мар, патшалӑх чӗлхи пек вӗренет.
Александр Марсович вӗрентекен ачасене хусканусем кӑтартса чӗлхене ӑнланма пулӑшать. Вӑл урока вӑйӑ евӗр те ирттерет. «Унччен эпир грамматикӑна, куҫарусене тӗпе хурса вӗрентнӗ тӗк, халӗ ку тытӑмран кӑштах пӑрӑнса калаҫӑва мала хуратпӑр», - тенӗ Александр Марсович «Чӑваш Ен» ПТРК журналистне. Вӑл Шупашкарти 40-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине ӑса хывма пулӑшать.
Палӑртмалла: Александр Марсович кӑҫал республикӑра чӑваш чӗлхин тата литературин чи лайӑх вӗрентекенӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл Мускавра тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. 2012 ҫулта маттур педагог унтан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
40-мӗш шкулта Таджикистанри, Литвари ачасем те ӑс пухаҫҫӗ. Вӗсем те чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек ӑса хывма суйланӑ. Кунашкал урокра тарӑн пӗлӳ параҫҫӗ. Чӗлхене патшалӑх чӗлхи пек суйланисене вара ытларах чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштараҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |