Канашри 1-мӗш шкул директорӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор хӑш-пӗр ӗҫчене, ыттисемпе танлаштарсан, преми ытларах парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара ҫавсенчен премин пӗр пайне хӑйӗн валли ыйтнӑ. Ҫапла майпа шкул ертӳҫи 390 пин тенкӗ ытла кӗсйине чикнӗ.
Директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, следстви малалла пырать.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял вӑтам шкулӗн директорне судпа айӑпласшӑн. Вӑл тирпейлӳҫе ӗҫе илнӗ, анчах лешӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламасӑрах шалу илнӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче директор тирпейлӳҫе ӗҫе илмелли пирки суя хушу хатӗрленӗ. Анчах вӑл тирпейлӳҫӗ ӗҫлемессине пӗлнӗ, унӑн ӗҫӗсене ыттисем пурнӑҫланӑ. Ҫапла май ҫав ҫын ячӗпе Пенси фондне укҫа куҫарнӑ.
Прокуратура пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен республикӑри организацисенче тата объектсенче карантин пулнине пӗлтернӗ. Ку грипп тата ОРВИ чирӗсем сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Постановление Чӑваш Республикин тӗп санитарӗ Надежда Луговская алӑ пуснӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче пульница стационарӗнче выртакансем патне тӑванӗсене кӗртмӗҫ. Шкулсенче ачасен сывхлӑхне куллен тӗрӗслеме хушнӑ. Директорсене ҫак тапхӑрта пӳлӗмсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелле марри пирки асӑрхаттарнӑ. Класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен 7-10 кунлӑха вӗренӗве чармалла.
Палӑртмалла: кӑҫал 180 ҫын гриппа чирленӗ. ОРВИ анлӑ сарӑлнӑ май республикӑри 33 шкулта 73 класс карантина кайнӑ, 3 шкул вара вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.
Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче Тӑван чӗлхе кунне ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ.
Хальхинче ачасене тӑван чӗлхе ҫынна мӗн тума кирлине хуравлама ыйтнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсен хуравӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ те , савӑнтарнӑ та.
Ыйтӑма хутшӑннӑ ултӑ ҫулхи хӗрача, акӑ, ҫапларах хуравланӑ: «Тӑван чӗлхе ҫынна ӑслӑ пулма кирлӗ!». Пилӗк ҫулти хӗрача вара: «Тӑван чӗлхе ҫынна киленӗҫ кӳрет», — тесе шухӑшлать. Тӑххӑрти хӗрача вара амӑшӗпе тата кукамӑшӗпе тӑван чӗлхепе калаҫнине пӗлтернӗ. «Эп вӗсене ӑнланнишӗн вӗсем савӑнаҫҫӗ, хамӑн вӑрттӑнлӑха уҫма май пур», — тенӗ хайхи. «Нумай халӑх чӗлхине пӗлекенӗн пуҫ мими пултаруллӑ, мӗншӗн тесен унӑн нейрон ҫыхӑнӑвӗ ытларах», — ҫавӑрттарса хунӑ 12-ри хӗрача.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Федераци Пухӑвне Ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ Владимир Путин каланисенчен педагогсене миллионшар тенкӗ уйӑрса пулӑшас шухӑшлине палӑртасшӑн.
Ҫамрӑксем хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче те, регионсен тӗп хулисенче те вӗренеҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче вӗрентекен профессине суйласа илнисем те пур. Анчах вӗсем яла талпӑнниех сисӗнмест. Пысӑкрах хуласене иленнисем яла мар, пӗчӗкрех хуласене те каясшӑнах мар.
Владимир Путин «Земство учителӗ» программа йышӑнасшӑн. Ҫӗршыв ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ӑна 2020 ҫултан хута ярасшӑн. Ҫапла вара яла е пӗчӗк хулана ӗҫлеме куҫса каякан педагогсене хыснаран миллионшар тенкӗ укҫа парса пулӑшасшӑн.
Чӑваш Ен 2 миллион тенкӗ тӑракан 27 шкул автобусӗ туянасшӑн. Ку тӗллевпе 54 миллион та 621 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Автобус хакӗсем унта, тен, кӑштах йӳнелӗҫ те.
Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен кӑҫал туса кӑларнисем пулмалла. Кусӑр пуҫне унта 20 ача вырнаҫтӑр. Транспортра цифра тахографӗ, ГЛОНАСС, маяк, ЭРА-ГЛОНАСС пулччӑр. Документацире автобус калӑпӑшне, мӗнле двигатель пулмаллине палӑртман.
Аукционра ҫӗнтернӗ организаципе килӗшӳ тӑвӗҫ. Кун хыҫҫӑн унӑн 60 кунра автобуссене Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умне килсе лартмалла.
Шкулти бассейнра ача путса вилнӗшӗн шкул директорӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнчи бассейна иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарнӑччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче бассейнра ача путса вилни. 9 ҫулти арҫын ача тӑр кӑнтӑрла, 10 сехет ҫурӑра, куҫ хупнӑ.
Инкек хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спорт шкулӗнчи ишмелли тӳлевлӗ бассейнра хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Унта тухтӑр та, инструктор та пулман. Ҫӑлав хатӗрӗсене те туянман.
Спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын хай айӑпне тунман. Суд ӑна хупса хумасӑр икӗ ҫуллӑха явап тыттарма тата вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫинче ӗҫлеме ҫулталӑклӑха чарма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Вӗренӳ отрасльне темиҫешер миллион тенкӗ укҫа уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтереҫҫӗ кӑна та мар, хысна йышӑннӑ чух ку сфера яланах сумлисен шутӗнче. Апла пулин те ашшӗ-амӑшӗн кӗсйине кӗме ӳркенмеҫҫӗ. Ирӗксӗрлесе пуҫтармастпӑр. Камӑн кӑмӑл пур — ҫав кӗмӗл уйӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Андрей Федоров блогер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн чатӗнче класри алӑк валли камӑн ҫӑра туянмалли пирки ыйту сиксе тухнӑ. Шкулти вӗрентекен ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн ертӳҫине ашшӗ-амӑшӗн класс ҫӑри валли укҫа пухмалла тесе каланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗрентекене шкул администрацийӗ ҫапла калама хушнӑ.
Андрей Федоров блогер тата ашшӗ ашшӗ-амӑшне тата мӗн чухлӗ сумалла тесе тӗлӗннине палӑртнӑ: шкул фондне валли пухмалла, класа юса, ҫӗнӗ сӗтел-пукан валли уйӑр, вӗренӳ тетрачӗсене туян...
Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.
Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.
Нарӑс уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри ӳкерӳ диктанчӗ иртмелле. Шупашкарти Акцыновсен ячӗллӗ ача-пӑча 6-мӗш шкулӗ ҫав мероприятин муниципалитет лапамӗ пулса тӑрӗ.
Ӳкерӳ диктантне ирттерме Пӗтӗм халӑхсен хушшинчи педагог-художниксен пӗрлешӗвӗ йышӑннӑ. Пуҫарӑва Президент гранчӗсен фончӗ ырланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра «Каждый народ — художник» (чӑв. Кашни халӑх — художник) халӑхсем хушшинчи I ыр кӑмӑллӑх конкурсӗ иртмелле. Ҫамрӑк художниксен конкурса хутшӑнса мала тухсан «Кашни халӑх — художник» сборника илемлетме хутшӑнас шанчӑк пур. Ӳнер кӗнекине 30 пин экземпляр тиражпа кӑлармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |