Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пӗр кунлӑха эрех сутма чарӗҫ. Ун пек чарусем, тӗрӗссипе, унччен те пулкаланӑ-ха. Ҫапла йышӑну уявсемпе ҫыхӑннӑ. Хальхинче лавккасенче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эрех-сӑра ваккӑн сутма юрамӗ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ятарлӑ йышӑну кӑларнӑччӗ. Унта эрех-сӑра сутассипе ҫыхӑннӑ йӗркене, хӑҫан тата мӗнле сутассине пӑхса хӑварнӑ.
Халӑх валли ирттерекен пысӑк уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Пӗлӳ кунӗ те ҫавӑн пекки шутланать. Анчах кӑҫал вӑл вырсарникуна лекнӗрен ачасем парта хушшине авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫеҫ ларӗҫ. Апла пулсан эрехе ҫав кун сутма юрамӗ. Саккуна пӑхӑнманнисене явап тыттарма юрать.
Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ валли ҫӗнӗ проект хута кайӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра ӗҫлеттерсе ярӗҫ, 2020-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗччен пурнӑҫласа пырӗҫ.
«Школа для родителей» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗ валли шкул) проекта «Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ» общество канашӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин.
Проекта Раҫҫейри ашшӗсен канашӗн ертӳҫи Андрей Коченов тата Чӑваш Енри ачасен правин уполномоченнӑйӗ Елена Романова ырланӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ те пулӑшӗҫ.
«Эпир шкулта чи кирлине вӗрентместпӗр. Пурӑнма, ҫемье пурнӑҫне хатӗрленме, апла пулсан арӑм тата упӑшка, ачасемшӗн анне тата атте пулма вӗрентместпӗр», — тесе каланӑ хӑй вӑхӑтӗнче Василий Сухомлинский педагог.
Проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра паллӑ педагогсемпе ҫемье психологӗсем 9 хулапа 14 район центрӗнче пулӗҫ. Ашшӗ-амӑшне тата аслӑ классенче вӗренекенсене пухса ҫемье хаклӑхӗ пирки лекцисем вулӗҫ.
Проекта пурнӑҫлама 2 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Суд приставӗсем Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула хупса лартнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн СанПиН нормисене пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йывӑҫ шкул стенисем ҫинче, урайӗнче ҫурӑксем пур. Вӑй-хал культурин урокӗсене урамра ирттернӗ. Япӑх ҫанталӑкра вара – шалта, анчах ятарлӑ пӳлӗм пулман.
Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан Роспотребнадзор административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ, суда шкул ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, шкулӑн СанПиН йышӑннӑ йӗркесене тума условисем пулнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. Ҫавна май шкул ӗҫне 10 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Етӗрнере пурӑнакансем питӗ савӑннӑ: унта пуҫламӑш шкул хута кайнӑ. Красноармейск урамӗнче вырнаҫнӑскере 300 ача вӗренме ҫӳрӗ. Шкула тумашкӑн 169,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлӳ ҫуртне Етӗрне хулин ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурлан 17-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Унччен, 2016 ҫулта, 1-мӗш шкула авариллисен йышне кӗртнӗ, алӑкне хупнӑ. Ачасем кун хыҫҫӑн 3-мӗш шкула ҫӳренӗ, икӗ сменӑпа вӗреннӗ. Халӗ ав ҫӗнӗ шкул вӗсене Пӗлӳ кунне йыхравлӗ.
Шкул виҫӗ хутлӑ. Унта спортзал, вулавӑш, акт залӗ, апатланмӑш, медицина блокӗ пур. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫак ҫӗнӗ шкулӑн партисем хушшине 325 ача ларӗ. Вӗсене 16 педагог вӗрентӗ.
Чӑваш Ен ҫыннисем сӑнӳкерчӗксен пӗтӗм тӗнчери конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. «Русская цивилизация» (чӑв. Вырӑс цивилизацийӗ) конкурсра ӑмӑртакансенчен пӗри — Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А. Афанасьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти Светлана Романова. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, сӑнарлав ӳнерӗн, черчени тата тӑван ен культурин учителӗ, аслӑ квалификациллӗ педагог, Н.А. Афанасьев муйзейӗн ертӳҫи, «Тӑван ен» ача-пӑчан шыравпа таврапӗлӳ пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Светлана Романова ӗҫӗсемшӗн ҫак каҫӑпа https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3428#filters иртсе сасӑлама пулать. Конкурса вӑл 14 фото сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ.
Чӑваш Енри тепӗр автор, Леонид Корнилов, конкурса 10 ӗҫпе https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3463#filters хутшӑнать.
«Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта тӳре-шара халӑхпа тӗлпулу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Ҫав шутра – «Садовый» микрорайонта пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлисем те.
2020 ҫулта асӑннӑ микрорайонта шкул тума пуҫлӗҫ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Шкула «Богданкӑри» тата микрорайонти ытти урамри ачасем ҫӳрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне микрорайонти пӗрремӗш класс ачисене хулари 12-мӗш шкула автобуспа илсе ҫӳресси пирки калаҫнӑ. Ку тӗллевпе автобус уйӑрасшӑн.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Культура» телеканал валли документлӑ фильм ӳкерекен ушкӑн ӗҫленӗ. Кино ӳкерекенсем паллӑ монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ Иокинф Бичурин ҫинчен материалсем пухнӑ.
Вӗсем Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсемпе Дмитрий Басманцевпа тата Юрий Гусаровпа тӗл пулнӑ.
Игорь Калядин режиссер тата сценарист Сӗнтрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи пуҫламӑш шкул музейӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра, Бичурин ҫуралнӑ Тпнер ялӗнче пулнӑ.
Фильма «Россия» (чӑв. Раҫҫей) патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ ыйтнипе ӳкернӗ. Вӑл Раҫҫейпе Китай ҫыхӑнӑвне кӑтартса параканскер пулӗ. «Культура» телеканал эфирне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тухмалла.
Шупашкарти 61-мӗш шкул ҫумӗнче инженери-техника шкулӗ уҫӗҫ. Ку проект пурнӑҫланасси вӗренӳ учрежденийӗн ҫӗнӗ корпусне уҫнипе ҫыхӑннӑ.
Проекта 1-мӗш класра вӗренекен шкул ачисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта шӑпӑрлансене инженери-техника профилӗнчи профессисемпе паллаштарӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр – 5-7-мӗш классем валли. Вӗсем валли проектированипе практика занаятийӗсем те пулӗҫ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑрта ачасем шкулти пӳлӗмсемпе лабораторисенче кӑна мар, Регионсен хушшинчи компетенци центрӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче те вӗренӗҫ. Шкул ачисемпе Чапаев савучӗ тӳрреммӗн ӗҫлӗ.
Кун хыҫҫӑн ачасем икӗ ҫултан пӗрне суйлама пултарӗҫ: колледжсен е техникумсен ҫумӗнче профиль вӗренӗвне малалла тӑсӗҫ е 11-мӗш класс хыҫҫӑн аслӑ шкулта инженери-техника специальноҫне суйлӗҫ.
Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Документсене утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
2-мӗш вӗренӳ центрӗ, 3-мӗш лицей, 44-мӗш лицей, 31-мӗш шкул, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул валли директорсем кирлӗ. Юлашкинчен асӑннӑ шкула ертсе пыма кӑмӑл пуррисенчен документсене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявлени ҫырмалла, анкета тултармалла, паспорт, ӗҫ кӗнекин, вӗреннине ҫирӗплетекен документсен, СНИЛС, ИНН, ҫар билечӗн ксерокопийӗсене, медицина справки, ҫулталӑкри тупӑш справки, судпа айӑпланманнине ӗнентеркен справка, ЕГРИПра сведенисем ҫуккине тата коммерци организацийӗсене пая кӗменнине ӗнентерекен справка кирлӗ.
Ҫак кунсенче Мускавра «Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн финалисчӗсен семинарӗ иртет. Унта Чӑваш Енри педагог та хутшӑнать.
Аса илтерер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пирӗн республикӑри чи лайӑх вӗрентекене палӑртнӑччӗ. Муниципалитет тапхӑрне 700 педагог хутшӑннӑччӗ, вӗсенчен 129-ӗшӗ финала тухнӑччӗ. Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ Ольга Физер халӗ Мускавра иртекен ӑсталӑх сехечӗсене, лекцисемпе консультацисене хутшӑнать.
Финалистсен семинарӗ утӑ уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче иртӗ. Конкурсӑн куҫӑн тапхӑрӗ вара Чечен Республикин тӗп хулинче, Грозныйра, темиҫе куна тӑсӑлӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 21-юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кремльте чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |