Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем мӗнле вӗренӗҫ? Ара, пандемие пула ҫуркунне дистанци мелӗпе ӑс пухма пуҫларӗҫ-ҫке-ха.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем унчченхи пекех парта хушшине ларӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.
Малтанах ведомство авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасене йӑлана кӗнӗ линейкӑна пухасшӑн пулман. Паллах, ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ вара урӑхларах палӑртнӑ: эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулсан линейка иртӗ.
Ачасем унчченхи пекех вӗренӗҫ, парта хушшине ларӗҫ.
Кӑҫал шкул урати урлӑ ярса пуснисемшӗн халӗ питех те яваплӑ вӑхӑт. Пурнӑҫ ҫулӗ шкул вӗренсе пӗтернӗ чух экзамен епле тытнинчен те килет. Ҫавӑнпа та патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кашниех лайӑх тытма ӑнтӑӑлать.
Чӑваш Енре физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 1481 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 4,36 проценчӗ, е 65 ача, чи пӗчӗк бала та пухайман. Шкул пӗтерекен 140 ача (9,45 процент) 81 балран ытларах илнӗ.
Истори предмечӗпе кӑҫал 673 ача патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 23-шӗ чи пӗчӗк балл та илеймен. Экзамена хутшӑннисенчен 119-шӗ (17,68%) 80 балл ытла пухнӑ.
Физикӑна 100 баллӑх пӗлнине пӗр ача кӑтартнӑ, историе — виҫҫӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. 2020 ҫулта математикӑпа (профиль шайӗнче) Чӑваш Енри 3274 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 217-шӗ (6,6 проценчӗ) чи пӗчӗк балл та пухайман. 279 ҫамрӑк (8,5 процент) 80 ытларах балл пухнӑ.
Математикӑна пирӗн республикӑри 6 ача питӗ лайӑх пӗлет. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ача экзамена 100 баллӑх тытнӑ. Вӗсем – Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренекенсем. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнисенчен иккӗшӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 2-шӗ – 2-мӗш лицейра вӗреннӗ, тепӗр иккӗшӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире.
Чӑваш Енре вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтра уҫӑлмалла, ачасем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче парта хушшине лармалла. Ку вӑл студентсене те пырса тивӗ. Ҫапла шаннине пӗлтернӗ Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев.
Министр Улатӑр хулинче тата районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Унта вӑл Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов интервьюсенче Раҫҫей шкулӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлассине темиҫе хут та палӑртнине пӗлтернӗ. Паллах, санитарипе эпидемиологи мерисене пӑхӑнмалла. Вӗсене Роспотребнадзор каланине тӗпе хурса РФ Ҫутӗҫ министерстви хатӗрленӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем вӗренекенсене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенче юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартавӗсем килме пуҫланӑ. Географипе, информатикӑпа тата литературӑпа экзамен тытнисем хӑйсен балӗсене пӗлеҫҫӗ.
Географие 124 ҫын тытнӑ, 12 ҫын 80 ытларах балл пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗреннӗ ҫамрӑк 100 баллӑх ҫырнӑ.
Литературӑпа 192 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. 14-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Чи нумаййи 94 балл пухаканни пулнӑ.
Информатикӑпа 626 ҫын ППЭ тытнӑ. 135 ҫын 80 балран ытларах пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш шкулта вӗреннӗ 2 ҫын, Шупашкарти 3-мӗш лицейран тухнӑ 2 ҫамрӑк, Шӑмӑршӑ шкулӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири, Шупашкарти 20-мӗш шкулти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри пӗрер ҫын 100 балл пухӑ.
Шупашкар хулинче, Хусанкай урамӗнчи шкул ҫывӑхӗнче, ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте светофор вырнаҫтарнӑ. Анчах вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Светофора хӗвел энергийӗпе ӗҫлемелле тӑнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫнине, машинӑсен хӑвӑртлӑха чакармаллине светофор выляса тӑракан сарӑ ҫутӑпа асӑрхаттарать.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, шкултан инҫех мар светофор вырнаҫтарни инкексенчен асӑрханма пулӑшӗ. Светофор хӗвел энергийӗпе ӗҫленӗрен ун валли ҫутӑ кирлӗ мар. Вӑл кӑнтӑрла та, каҫпа та пӗр пек ӗҫлейрет.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
хӗвел энергийӗпе ӗҫлекен светофорсене ытти вырӑнта та вырнаҫтарма пулать.
Кашмашра шкул пулатех. Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтупа виҫ-тӑват ҫул каялла хытах шавланӑччӗ. Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) «Youtube» видеохостингра видеочӗнӳ те вырнаҫтарнӑччӗ. Аса илтерер: Кашмашри шкула 1931 ҫулта хӑпартнӑ. Унти ачасене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарма йышӑннӑччӗ.
Шкул тӑвассине тӳре-шара шантарнӑччӗ. Анчах каярах. Халӗ Кашмашра шкул тума палӑртнӑ-палӑртнах. Вӑл 108 вырӑнлӑх пулӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗр ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство организацине палӑртма кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче аукцион иртӗ. Шкул тума 211 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кӑҫал Раҫҫейри шкулсенче авӑнӑн 1-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ уяв линейкисем пулмӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫапла йышӑннӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.
Сергей Кравцов министр ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларасса питӗ шанать. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула требованисене урӑхлатма тивӗ. Ҫакна чир-чӗр ан сарӑлтӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Сергей Кравцов авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пур шкулта та уяв линейки вырӑнне дистанци мелӗпе вӗреннин пӗтӗмлетӗвӗпе «шкул ачисен пӗлӗвӗн диагностикине» йӗркелӗҫ. Куншӑн паллӑ лартмӗҫ, педагогсем ачасен пӗлӗвне ҫеҫ тӗрӗслӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи шкул авариллӗ лару-тӑрура. Ӑна 1953 ҫулта хута янӑ. Вӑл СанПиНа тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермест. Пӳлӗмсем сахал пулнӑран ачасем икӗ сменӑпа вӗреннӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи Коновалово микрорайонта ҫӗне шкул хута ярасшӑн. Проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑл экспертиза витӗр тухсан шкул строительствине плана кӗртӗҫ.
Ҫӗнӗ шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫуртне тумашкӑн 343 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче строительство ӗҫӗ хӗрсех пырать. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Куснарта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ шкул хута яма шантарнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫӗн 83 процентне вӗҫленӗ. Шкула ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле.
Шкулта 165 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ ҫумӗнче ача пахчи тӑвӗҫ. Унта вара 40 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Шкулта стадион та тӑваҫҫӗ.
Подряд организацийӗ шалти ӗҫсене пӗтернӗ. Халӗ киплӗ хатӗр-хӗтӗре туянаҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Куславкка хулинче 160 шӑпӑрлан валли ача пахчи тума тытӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |