Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗнче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ шкулта сивӗ пулни пирки тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне шкул котельнӑйӗнче тӑватӑ котелтан иккӗшӗ ӗҫлемен. Ҫавна май шкул ачисем сивӗ классенче вӗреннӗ.
Раштавӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗр котелне ӗҫе кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмсенчи сывлӑш температури 17 градуса ҫитнӗ. Анчах ку та требованисемпе килӗшсе тӑмасть.
Мӗншӗн капла пулса тухнӑ-ха? Хутса ӑшӑтмалли сезона япӑх хатӗрленнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарасси пирки те шутлаҫҫӗ.
Паянхи куна илес тӗк, шкулта пӳлӗмсенче ӑшӑ, батарейсем вӗри.
«Земство учителӗ» программа пирки илтсен Ольга Шарикова ӗҫлеме пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса кайма хаваслансах килӗшнӗ. Хӗрарӑм республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программӑпа пирӗн республикӑри тӑватӑ шкулта учительсем кирлӗ пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем. Ольга Шарикова заявка панӑ та Муркаш районӗнчи Юнкӑри шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ.
Унччен хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерте 10 ҫул ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх университечи филологи факультетӗнчен 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑскерӗн опычӗ пур.
Шупашкартан ӗҫе ҫӳреме йывӑр тет вӑл. Халӗ ҫул ҫинче унӑн 40 минут иртет. Кӗҫӗн классемпе ӗҫлеме уйрӑмах килӗштерет. Вӗсем чӗрӗ, ют чӗлхене юрӑ-сӑвӑ урлӑ хаваслансах вӗренеҫҫӗ. «Земство учительне» 1 миллион тенкӗ панӑ. Пӗр суйланӑ шкулта ҫав укҫашӑн 5 ҫул ӗҫлемелле.
Чӑваш Енре тума пуҫланӑ 7 инфраструктура объектне кӑҫал вӗҫлеймесен те пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Вӗҫлеймен объектсен шутӗнче — икӗ ача пахчи, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫурчӗ, Пӑрачкавра хума пуҫланӑ шыв пӑрӑхӗ, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатма тӑвакан сооружени, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ пайӗнчен пуҫласа Чантӑр патне каякан шыв пӑрӑхӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри шкул тата ун патне пыракан ҫул.
Ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайнин сӑлтавӗ, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа смета документацине йӗркеллӗ хатӗрлеменни. Хӑш-пӗр объекта туса пӗтерме хушма укҫа кирлӗ, тепӗр ҫӗрте суд урлӑ татса памалли самантсем те пур.
Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 88 чӑваш шкулӗ ӗҫлет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫат. 2 пинмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче 100-е яхӑн пулнӑ.
«Суварҫӑсем» шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш шкулӗсене упраса хӑварасси тӳрреммӗнех хамӑртан килет. «Шел пулин те, сахал районта чӑваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пӑхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Ҫӗпрел, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Спас, Аксу районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пуҫламӑш класран тытӑнса аслӑ классем таранах тӑван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраҫҫӗ. Ҫарӑмсан районӗнче чӑвашла вӗрентесси – 76, Пӑвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлӑпа Пӗкӗлме районӗсенче чӑваш ачисен 30 ытла проценчӗ кӑна тӑван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чӑваш шкулӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тӑвӑпӑр? Хальхи 88 шкула упраса хӑвармаллах пирӗн», — тесе ҫырнӑ «Суварта».
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти 17-мӗш шкул ачисемпе педагогсене эвакуациленӗ. Вӗсене 12 сехет те 35 минутра урама кӑларса тӑратнӑ. Шкула полицейскисем тата тухтӑрсем пырса ҫитнӗ. Кинологсем урамри ҫула хупланӑ.
«Ачасем урамра шӑнса пӑсӑласран 9-11-мӗш классене 37-мӗш шкулӑн акт залне илсе кайнӑ, ыттисене ҫывӑхри 106-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ», — пӗлтернӗ эвакуациленине куракансем «Pro-город» кӑларӑма.
Ачасемпе вӗрентекенсене мӗн сӑлтавпа эвакуациленине хаҫат пӗлтермен.
Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ.
Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар.
Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те.
Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче республикӑн «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программине «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫум программӑпа пуянлатӗҫ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫум программӑра ачасене мӗн пӗчӗкрен, ача пахчине ҫӳрекен ӳсӗмрен, тӑван чӗлхене вӗрентме пӑхса хӑварнӑ. ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви тӗрлӗ проектсем пурнӑҫа кӗртӗҫ, ҫав шутра чӑвашла мультфильмсем хатӗрлесси те пур.
Чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисемпе шкул вулавӑшӗсене пуянлатӗҫ. Вӗсене туянма 2014 ҫултанпа укҫа уйӑрман.
Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем каллех парта хушшине ларнӑччӗ. Кашӑлвирус алхаснӑран вӗсен вӗренӗвне инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗччӗ. Онлайн-мелпе вӗрентме аслӑ классенче ӑс пухакансене тытӑннӑччӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑриоперштаб эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине ӗнентерет. Шкул ачисем кӑшӑлвируспа чирлесси пӗр эрнере икӗ хут чакнӑ-мӗн.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 127 ача ковидпа чирленине шута илнӗ пулсан, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ун пеккисен йышӗ 67-пе танлашнӑ. Ку цифрӑсене республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ.
Аслӑ классенче вӗренекенсем парта хушшине раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ларӗҫ. Студентсем тепӗр эрне килтенех вӗренӗҫ. Хушма пӗлӳ паракан организацисем те хальлӗхе ӗҫлеме тытӑнмӗҫ.
Комсомольски районӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ 7-мӗш олимп резервӗн шкулӗн велоспорчӗн уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие «Кӗтне» ача-пӑча спорт шкулӗнче паян ирттернӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, спортсменсем хутшӑннӑ.
Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, В. Ярды ячӗллӗ республикӑри спорт шкулӗн аслӑ тренерӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн спорт дисциплинисен кафедрин профессорӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Краснов хӑйӗн ӗмӗчӗ тулнине, тӑван кӗтесӗнче велоспортӑн уйрӑмӗ уҫӑлнине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Уншӑн вӑл республикӑн Спорт министерствине тав тунӑ.
Чӑваш тӗррин кунне Шупашкарти В.П. Воробьев ячӗлшӗ ача-пӑча музыка шкулне ҫӳрекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ҫав кун вӗренӳ учрежденийӗ «В краю ста тысяч песен и ста тысяч вышивок» (чӑв. Ҫӗр пин юрӑ тата ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче~~) программа хатӗрленӗ.
Мероприятие шкулӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансене республикӑри ҫӗнӗ уяв ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе паллаштарнӑ.
Маша Леонтьева ҫӗлеме тата тӗрлеме пӗлет, тӑрӑшуллӑскер чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне те алла илнӗ. Шкулта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса ӳкерӗннӗ хитре сӑнӳкерчӗсене кӑтартнӑ, чӑваш композиторӗсен юррисене щӑрантарнӑ видеороликсемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |