Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.
Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.
Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.
Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне, Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Станьял ялне тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хисеплӗ ватта сумлӑ ят панине ӗнентерекен хӑйӑва ҫыхса янӑ. Хитре хӑйӑва районти «Паха тӗрӗ» предприятийӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.
Виталий Станьяла хисеплесе вырӑнти артистсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ҫитнӗ. Депутат аксакалӑн нумай енлӗ пултарулӑхне палӑртса хӑварнӑ. Николай Хорасев награда хӑйӗн геройне тупнине хавхаланса каланӑ.
Виталий Петрович тӑван Анат-Кӗнер шкулне аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Ивана Яковлевӑн, пысӑк портретне (ӑна Чӗмпӗрти Анатолий Еграшкин художник 1999 ҫулта ӳкернӗ) парнеленӗ. Шурсухал Иван Яковлев шкула темиҫе хутчен те килсе кайнине, шкултан икӗ класлӑ училищӗне йӗркелеме ҫине тӑнине картина айне ҫырса хума ыйтса каланӑ. Ачасен историе пӗлмелле-ҫке.
Ачасене хушма пӗлу паракан тытӑмра ӗҫлекенсен професси ӑсталӑхӗн «Сердце отдаю детям — 2020» (чӑв. Чӗреме ачасене паратӑп — 2020) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн республикӑри тапхӑрн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Номинацисем темиҫе пулнӑ. Ӳнер енӗпе Ҫӗмӗрлери Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗ Наталья Варжина мала тухнӑ, физкультурӑпа спорт енӗпе — Шупашкарти «Акварелька» 162-мӗш ача пахчинчи физкультура инструкторӗ Елена Старова, социаллӑ педагогика енӗпе — Шупашкарти 42-мӗш шкулти Светлана Шишулина логопед, техника енӗпе — Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнчи Татьяна Андреева педагог.
Республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн социаллӑ педагогӗ», «Чи маттур класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ» премие тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти педагог-психолог Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти социаллӑ педагог Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулти класс ертӳҫи Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 106-мӗш «Кораблик» ача пахчинчи Марина Васильева воспитателе 100 тенкӗ парӗҫ; Шупашкарти 45-мӗш шкулти истори учительне Александр Григорьева – 150 пин тенкӗ.
Паян 14 сехетре Шупашкарти Аллькеш поселокӗнче халӑх пухӑннӑ, пушарнӑйсем, ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, газ службинче тӑрӑшакансем те килнӗ. 63-мӗш вӑтам шкулта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Шкул умне пушарнӑйсен 6 машини килнӗ. Полиципе тухтӑрсем те вырӑнта ӗҫленӗ. Мӗн пулса иртнине курнӑ ҫын кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вӑл шкулта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ, анчах ҫулӑм тухнине курман. Ахӑртнех, шалта темӗн ҫуннӑ, ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Ҫур сехетренех, 14 сехет те 31 минутра, пушарнӑйсен машинисем каялла кайнӑ. Шкулта полицейскисем, гуз службин ӗҫченӗсем, тухтӑрсем юлнӑ.
Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ.
Шупашкар хулинче шкул тума килӗшекен строительство организацине шыраҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнас текенсем пур пулӗ-ха, анчах укҫана бюджетран тӳленӗ чух подрядчика конкурс ирттерсе палӑртмалла.
Конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лыдыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Сӑмах «Садовӑй» микрорайонти вӗренӳ учрежденийӗ пирки пырать.
Шкул 1650 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна тусан асӑннӑ микрорайонта пурӑнакансен шкул ыйтӑвӗ татӑласса шанать сити-менеджер.
Контрактӑн малтанхи хакӗ — 1 миллиард та 92 миллион тенкӗ. Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
⠀
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем мӗнле вӗренӗҫ? Ара, пандемие пула ҫуркунне дистанци мелӗпе ӑс пухма пуҫларӗҫ-ҫке-ха.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем унчченхи пекех парта хушшине ларӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.
Малтанах ведомство авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасене йӑлана кӗнӗ линейкӑна пухасшӑн пулман. Паллах, ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ вара урӑхларах палӑртнӑ: эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулсан линейка иртӗ.
Ачасем унчченхи пекех вӗренӗҫ, парта хушшине ларӗҫ.
Кӑҫал шкул урати урлӑ ярса пуснисемшӗн халӗ питех те яваплӑ вӑхӑт. Пурнӑҫ ҫулӗ шкул вӗренсе пӗтернӗ чух экзамен епле тытнинчен те килет. Ҫавӑнпа та патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кашниех лайӑх тытма ӑнтӑӑлать.
Чӑваш Енре физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 1481 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 4,36 проценчӗ, е 65 ача, чи пӗчӗк бала та пухайман. Шкул пӗтерекен 140 ача (9,45 процент) 81 балран ытларах илнӗ.
Истори предмечӗпе кӑҫал 673 ача патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 23-шӗ чи пӗчӗк балл та илеймен. Экзамена хутшӑннисенчен 119-шӗ (17,68%) 80 балл ытла пухнӑ.
Физикӑна 100 баллӑх пӗлнине пӗр ача кӑтартнӑ, историе — виҫҫӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. 2020 ҫулта математикӑпа (профиль шайӗнче) Чӑваш Енри 3274 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 217-шӗ (6,6 проценчӗ) чи пӗчӗк балл та пухайман. 279 ҫамрӑк (8,5 процент) 80 ытларах балл пухнӑ.
Математикӑна пирӗн республикӑри 6 ача питӗ лайӑх пӗлет. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ача экзамена 100 баллӑх тытнӑ. Вӗсем – Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренекенсем. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнисенчен иккӗшӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 2-шӗ – 2-мӗш лицейра вӗреннӗ, тепӗр иккӗшӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |