Краснодар крайӗнчи Армавир шкулӗнче мачча ишӗлсе аннӑ, ҫавна пула икӗ ача пульница лекнӗ, — кун пирки Краснодар крайӗн прокуратура пресс-служби пӗлтерет.
«Армавир хулари шкулта турлукран тунӑ 10 тӑваткал метр мачча йӑтӑнса аннӑ, икӗ ачана пульница леҫнӗ», — пӗлтернӗ пресс-службӑра.
Сиенленнӗ ачасен сывлӑхӗ тӗлӗшпе хӑрушлӑх ҫук тесе палӑртнӑ. Прокуратура тӗрӗслев пуҫланӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ку шкулти маччана юлашкинчен 2018 ҫулта юсанӑ.
Ҫавӑн пекех РФ СК Краснодар крайӗнчи следстви управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх вӗсен ведомстви следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Следователь пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑна ҫитнӗ.
Краснодар крайӗн оперативлӑ штабӗнче уҫӑмлатса каланӑ тӑрӑх пӑтӑрмах 1956 ҫулта хута янӑ Армавирти 2№ шкулта урок вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Шкул ачисене халь пушӑ кабинета куҫарнӑ, шкулӗ яланхилле ӗҫлет.
«Армавир хулин вӗренӳ управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Вырӑнта комисси ӗҫлет, унӑн пӑтӑрмах сӑлтавне тупса палӑртма, шкул вӗренекенӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан пулӑмсенчен сыхланмалли мерӑсем йышӑнма тивӗ», — ҫапларах палӑртнӑ оперштабра.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Олимп резервӗн А.И. Трофимов ячӗллӗ 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗ шутланӗ.
Шкул малашне те республикӑн Спорт министерствин тытӑмӗнчех пулӗ. Ятпа ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те асӑннӑ ведомствӑнах туса ирттермелле.
Шкул ятне ылмаштарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Сӑмах май каласан, Александр Трофимов – самбо енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейри дзюдо федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Боинг» самолет Пермь ҫывӑхӗнче инкеке лексен татӑлнӑ. Самолетра 82 пассажир пулнӑ.
Ку эрнере ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗрулми тата тымарлӑ ытти ҫимӗҫе типӗтекен предпряитире пулса курнӑ. Вӑл Комсомольски ялӗнче вырнаҫнӑ.
Олег Алексеевича продукцин технологийӗ килӗшнӗ, ҫавна май вӑл шкулти рациона типӗтнӗ ҫӗрулми кӗртме сӗннӗ. Палӑртмалла: вӑл – чипс мар, ҫӗрулмине упрамалли мел ҫеҫ. Ӑна шыва ярса лартсан вӑл ахаль чӗрӗ ҫӗрулми пекех пулать.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Элтепер сӗннипе шкул рационне тӑпӑрчӑ запеканки кӗртнӗ. Ӑна шкул ачиех хатӗрленӗ. Вӑл вара Олег Николаева килӗшнӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ чирпе аптӑракансене Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче шута илнӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн оперштабӑн ларӑвӗнче Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин каланӑ тӑрӑх, COVID-19 тупӑннӑ ачасенчен пысӑк пайӗ карантин вӑхӑтӗнче каникулта пулнӑ. «Вӗсен карантин вӑхӑчӗ паян-ыран вӗҫленӗ», – тенӗ эрнекун министр ҫумӗ. Апла пулсан ачасем тунтикун шкула кайма пултарӗҫ.
Ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ шкулсенче дезинфекци ирттернӗ.
Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ.
Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман.
Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке паян «Россия 1» телеканалта сӳтсе яврӗҫ. Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» передачӑн черетлӗ кӑларӑмне «Под грифом «секретно» ят панӑ. Унта федераци эксперчӗсем ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.
Пушарта 110 ҫын, ҫав шутра 106 ача, пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулин те шӑв-шав кӑларман. Районтисем те пурте пӗлмен. Ҫӗршыв ятне ярас килмен тӗр. Ара, Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне космос карапӗ вӗҫтернӗ саманапа пӗр килнӗ-ҫке ҫав тапхӑр.
Кӑларӑма хутшӑннисен йышӗнче Олег Залогин журналист, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Арсентьева, инкек вӑхӑтӗнче шкул директорӗнче ӗҫленӗ ҫыннӑн мӑнукӗн хӗрӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Физика учителӗн ывӑлӗ каласа кӑтартнӑ истори те чуна ҫӳҫентермелле янӑрарӗ.
Вырӑнтисем шкул вырӑнӗнче часовня лартасшӑн. Ку енӗпе Виктория Лазич ресторатор пулӑшма шантарчӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен (инкек 60 ҫул каялла ҫав кун пулнӑ) ӑна туса пӗтересшӗн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ.
«Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр».
Чӑваш Енре ачасен ҫуллахи канӑвӗпе тата ҫав тапхӑрта вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ лини» номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Ыйтӑва республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин специалисчӗсем хуравлӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 64-21-82. Шӑнкӑрава ӗҫ кунӗсенче 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен йышӑнӗҫ. Апат вӑхӑчӗ — 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен.
Путевкӑсем илме заявкӑсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ. Заявка кампанийӗ тӑватӑ тапхӑрпа иртӗ:
— пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен социаллӑ центрсенче йышӑнӗҫ (унта йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене кӗтеҫҫӗ);
— ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Канаш районӗсенчи шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен — Шупашкарти шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен — ытти районпа хулари шкулсенче.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Ҫамрӑк ертӳҫӗсен азбуки» проекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Мероприятире сӑмах каланӑ Вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев палӑртнӑ тӑрӑх, ку проект питех те кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗлӗх ертсе пыракан должноҫре ҫулталӑкран сахалтарах тӑрӑшакансене ӗҫе хӑнӑхма пулӑшӗ.
Тин ҫеҫ пуҫлӑх тилхепине тытнисене пуян опытлӑ наставниксем пулӑшӗҫ. Вӗсем: Шупашкарти 59-мӗш шкул директорӗ Ольга Курмаева, 4-мӗш лицей директорӗ Наталия Коновалова, 49-мӗш вӑтам шкул директорӗ Герман Ильин, 64-мӗш вӑтам шкул директорӗ Наталья Зотова, 203-мӗш ача пахчин заведующийӗ Вероника Хаялутдинова, 11-мӗш ача пахчин заведующийӗ Марина Осина, 106-мӗш ача пахчин заведующийӗ Луиза Григорьева, 182-мӗш ача пахчин заведующийӗ Ирина Одерякова.
Проекта хутшӑнакан 24 директорпа 19 заведующи валли ӑсталӑх сахечӗсем, тренингсем, ӗҫлӗ вӑйӑсем, стажировкӑсем тата ытти мероприяти ирттерӗҫ. «Ҫамрӑк ертӳҫӗ азбуки» кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче вӗҫленмелле.
Куславкка хулинче тунӑ ача пахчин ҫуртне уҫаймаҫҫӗ. Ҫавӑн сӑлтавӗпе «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ кӑсӑкланнӑ.
Телекуравҫӑсем хыпарланӑ тӑрӑх, Куславккари «Комаровка» микрорайонта шкул пур, анчах ача пахчи ҫук. Шӑпӑрлансене ашшӗ-амӑшӗн хулан тӗп пайне леҫме тивет.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 2-мӗш шкул ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑнлӑх учреждени туса лартнӑ. Анчах ачасем халӗ те унта ҫӳреймеҫҫӗ.
Сӑлтавӗ — туяннӑ оборудованишӗн укҫа тӳлесе пӗтерменни. Парӑм 4 миллион тенкӗ юлнӑ. Тӑкакӑн 10 миллион тенкине тӳлесе татнӑ.
Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗтел-пукан тата оборудовани туянассине килӗшӳре пӑхса хӑварман тесе тӳлесшӗн мар иккен. Подрядчик вара укҫа тӳлемесӗр документсене алӑ пусма килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |