Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лӑпланманнине кура суйлава пирӗн республикӑра виҫӗ кун: авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 13-мӗшӗччен — ирттерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ процесне епле йӗркелемеллине республикӑри тӳре-шара ӗнер сӳтсе явнӑ.
Чылай ҫӗрте участокри суйлав комиссийӗсем шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫитес эрнери эрнекунпа шӑматкун ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.
«Суйлав кунӗнче шкулта ачасем ан пулччӑр тесе йышӑну турӑмӑр. Шкул ачисем суйлавҫӑсемпе ан хутшӑнччӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче.
Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха.
Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Вӑрнарти 1-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем вӑхӑтра вӗҫленмен, ҫавна май 817 шкул ачи парта хушшине ларайман. Кӗҫӗн классем хальлӗхе кивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӑш-пӗр вӗрентекен вара дистанци мелӗпе ӑс пухать.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вахӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Вӑрнар районне ҫитнӗ. Шкулпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва вӑл «Вӑрнарти пушар» ят панӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхне хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма сӗннӗ. Сӑмах май, Леонид Николаев ку должноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян Вӑрнар районӗн пухӑвӗн депутачӗсем Леонид Николаева отставкӑна яма йышӑннӑ. Подрядчик тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Унта 1650 ача валли вырӑн пулӗ.
Паян пулас шкул вырӑнӗнче пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Строительство лапамне карта тытса ҫавӑрнӑ. Шкул 3-мӗш микрорайонта 37-мӗш позицире пулӗ.
3-4 хутлӑ ҫуртра аслисемпе кӗҫӗннисем валли блоксем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне бассейн, акт залӗ, вӑй-халпа спорт занятийӗсем валли блок тума палӑртнӑ. Шкул тавра футбол уйӗ, баскетбол тата волейбол лапамӗсем, теннис корчӗ, чупмалли ҫулсем пулӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Надежда Луговскаяна шкулта тата ача пахчинче медицина маскипе ҫӳреттерес ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма ыйтнӑ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, асӑннӑ учрежденисенче ӗҫлекен ҫынсен маска тӑхӑнмалла, ӑна кунне 4 хут улӑштармалла, перчеткене вара – икӗ хутчен.
Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, кунне ҫак тӗллевпе 10 пин тенкӗ кирлӗ. Ҫулталӑкне 100 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Хыснара вара ку тӗллевпе укҫа пӑхса хуман. Сити-менджер ку нормӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ пӑхӑнма, кайран лару-тӑрӑва кура йышӑнусем тума ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗ валли кӑна 12 миллион тенкӗлӗх хӳтӗлев хатӗрӗсем туянӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ.
Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ.
Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн.
Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ.
Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари шкул ачасене йышӑнма хатӗр. Унта паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкула сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ, бассейна шыв тултарнӑ, спортлапамне хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Вӗренӳ ҫулӗнче ку учреждени 1600 ачана йышӑнӗ.
Ырӑ хыпара вуланисем хушшинче чӑннипех хӑпартланнисем те пур. «Пирӗн вӑхӑтра бассейнлӑ ҫакӑн пек шкул пирки ӗмӗтленме те пултарайман», – палӑртнӑ, сӑмахран, @svetlana.avrora.
Вӑрнар районӗнчи суд вӑрттӑн хыпар илмелли хатӗрпе усӑ курнӑ икӗ арҫынна суд тунӑ. Вӑйпиттисем судпа унччен айӑпланманнине, хӑйсен айӑпне йышӑннине, пуҫласа ята кӗнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Вӗсене пуҫиле право енчен явап тыттарса суд штрафӗ пама йышӑннӑ. 15 тата 20 пиншер тенкӗ.
Пӗлтӗрхи раштавӑн 11-мӗшенче Вӑрнарти автошкулӑн 45 ҫулти директорӗ 27 ҫулти каччӑна пӗчӗк видеокамера тата пӗчӗк микрофон тыттарнӑ. Уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Директорпа ҫамрӑка автошкулта ӗҫлекен 41 ҫулти арҫын пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем патне тӳме евӗрлӗ камерӑпа экзамена кайнӑ 27 ҫулти каччӑ ҫав кунах ҫакланнӑ.
Раҫҫейре класс ертӳҫисене 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ку хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ку тӗллевпе 180 миллион тенкӗ килӗ. Ку тӳлеве класс ертӳҫисем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен илме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: класс ертӳҫисене регионта компенсаци пама йышӑннӑ саккунсем те вӑйра пулӗҫ.
Класс ертӳҫисене укҫа хушса тӳлессине РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ку тӗллевпе ҫӗршыври регионсене 24,73 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |