Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче чӑваш ачисем ҫеҫ мар, таджиксем те вӗренеҫҫӗ. «Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ май ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑвӑ янӑратма хавас пулчӗҫ шкулти онлайн лагерь ачисем. Тӗрлӗ чӗхепе янӑратма хавас эпир. Пирӗн шкулта таджик ачисем те пӗлӳ пухаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен тӑван чӗлхине те, вырӑсла та, акӑлчанла та, паллах, чӑвашла та юратса вӗренеҫҫӗ», – пӗлтерет шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алина Николаева. Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне шкул ачисем чӑвашла сӑвӑсем, юрӑсем шӑрантарнӑ. Вӗренекенсем чӑваш халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен паллӑ поэтсен сӑввисене те вуланӑ, уявсем ҫинчен хӑйсем те сӑвӑсем ҫырнӑ, кӑмӑлтанах вуласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |