Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑрӑшкассисем Золотницкий пирки калаҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.12.2019 20:19 | 1815 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класра вӗренекенсем Николай Золотницкий пирки пуҫ ватнӑ. Кам вӑл? Ҫапла ыйтнӑ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева. Хурав шыраса ачасенчен пӗрисем шкул вулавӑшне васканӑ, теприсем чӑваш чӗлхипе литература пӳлӗмӗнчи тӗрлӗ меслетлӗх кӗнекисене, вӗрентӳ пособийӗсене тишкернӗ, теприсем вӗрентекенпе тӗнче тетелӗнче Николай Золотницкий ҫинчен ҫырнине, унӑн статйисене шыранӑ.

«Ачасем тӑхтав вӑхӑтне усӑллӑ ирттерчӗҫ, каннӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗ тума пултарчӗҫ.

Николай Золотницкий (1829-1880) чӑваш ҫырулӑхне "ӳ" сас палли кӗртни ачасемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑлах 1867 ҫулта чӑвашсем валли пӗрремӗш букварьпе пӗрремӗш календарь те кӑларнӑ иккен! Улттӑмӗш класра ӑс пухакансем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен презентаци курчӗҫ, "ӳ" сас паллипе сӑмахсем тупса чӑвашла-вырӑсла словарь турӗҫ», — пӗлтерет Алина Николаева.

#чӑвашлӑх, #ачасем, #вӗренӳ, #шкулсем, #Шупашкар районӗ, #Чӑрӑшкасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-101490572_1830
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7832.2.6544
2019.12.10 05:17
Agabazar
Тĕрĕс, Николай Золотницкий Иван Яккăльччăран та маларах чăваш букварĕ ăсталанă.
Анчах та ку çапах та пĕрремĕш букварь мар.
Татах та маларах та чăвашсен букварьсем пулнă. Талиев букварĕ, Вишневский букварĕ....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем