Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.04.2020 22:29 | 1316 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ. Килӗсенче ачасем чӑвашла мультфильмсем пӑхнӑ. «Ӑслӑ хӗр», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Улпут лаша пулнӑ пирки», «Тӑлӑх тилӗ», «Йӑван паттӑр», «Мӗнле тӑвас е Куйкӑрӑш» тата ыттине курса вӗсенче мӗн калас тенине ӑша хывма тӑрӑшнӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑхнӑ мультфильмсем тӑрӑх инҫет мелпе ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. 6-мӗш класри Ульяна Федотова вара курава чӑваш тӗрриллӗ уйрӑм ӳкерчӗк туса, ӑна сӑвӑпа илемлетсе ярса панӑ.

Пултаруллӑ ачасен йышӗнче Алина Николаева ҫаксене асӑннӑ: 5-мӗш класри Дима Ильин, 6-мӗш класри Катя Павлова, Ангелина Васильева, Ульяна Федотова, Игорь Бардасов, 7-мӗш класри Павел Борисов, 8-мӗш класри Дарья Бойкова, Роман Фомин, Августина Семенова, 9-мӗш класри Даниил Степанов. 3-мӗш класри Виталий Фомин Роман пиччӗшӗнчен юлас темен — мультфильм курнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ӳкернӗ.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #ачасем, #вӗренӳ, #Шупашкар районӗ, #Чӑрӑшкасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/cherskasy222
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

атика // 9787.2.0452
2020.12.20 13:54
пирĕн пуласлăх вăл ачасем, мультфилăмсем тăрăх ачасем чĕлхене лайăхрах вĕренеççĕ çавăнпа вĕсене ытларах чăвашла куçараспулать,çав вăхăтрах хамăр юмахсемпе те ĕçлес пулать.тăта халь ачасем ытларах вăйăсем вылляççĕ çавсене те чăвашла тумалла вăл питĕ кирлĕ чĕлхене аталантарма
Анатолий // 4015.19.7284
2021.11.23 21:25
Чӑваш мультипликацине аталантарассипе Владимир Галошев художник нумай ӗҫлет, юлашки вӑхӑтра чӑваш мультфильмӗ пирки Елена Викторовна Енькка та чылай ӑшталанса ҫӳрет. Шел те, альтруистсене "ҫӳлтисем" пит асӑрхасшӑнах мар. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш мультикӗсене "Чӑвашкино" предприятие хыснаран укҫа та куҫарса панӑ пулать. Анчах та чӑвашлӑх темине ҫанӑ тавӑрсах мультипликаци мелӗпе аталантаракан талантлӑ ӳнерҫӗсем патшалӑх укҫине пӗр пус та курман.
Халлӗхе ҫавӑн пек пурӑнкалатпӑр.
Тӗрӗссипе Чӑваш Енре талантсене ниепле те курасшӑн мар. Официаллӑ ҫынсем виҫ хут хура куҫлӑх тӑхӑннӑ тейӗн. Хальхи тӗрткелешӳ тапхӑрӗнче "ҫӳллӗ" пукансене ОХ! капайчӑесемпе талантсӑррисем йышӑннӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем