Вӗренӳ
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Ыран Шупашкарта 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Ку ҫанталӑк шартлама сивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Интстаграмри страницинче пӗлтернӗ. «Юнкун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, шкулта занятисем пулмӗҫ. 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ», - тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков. «Ҫанталӑк 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ирхине каллех 30 градус сивӗ пулӗ. Эрнекун вара пачах урӑхла ҫанталӑк хуҫаланӗ: термометр 0 градус кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |