Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ.
«Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр».