Пушӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те чи илемлӗ пикене суйланӑ. Ҫав каҫ сцена ҫине 10 пике тухнӑ: Анжелика Анисимова, Юлия Петрова (Пучинке), Наталья Ефремова (Эйпеҫ), Кристина Егорова (Кӗлӗмкасси), Людмила Елдырева (Пысӑк Упакасси), Мария Чугарова, Елена Раймова (Чӑваш Тимеш), Мария Майорова (Хурамал), Екатерина Кошелева (Ирҫе Ҫармӑс), Татьяна Яковлева (Шӑрттан).
Яланхи пекех конкурсра хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш наци апачӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫал «Йӗпреҫ пики — 2015» ята Анжела Анисимова тивӗҫнӗ. «Вице пике» — Людмила Елдырева. «Хӳхӗм пике» — Юля Петрова, «Ҫепӗҫ пике» — Мария Чугарова, «Илӗртӳллӗ пике» — Кристина Егорова, «Ӑс пике» Екатерина Кошелева. Катя ҫавӑн пекех куракансем кӑмӑлланӑ пике пулса тӑнӑ.
«Сӑпайлӑ пике» титула Татьяна Яковлева ҫӗнсе илнӗ. Наталья Ефремова «Маттур пике» номинацире мала тухнӑ. Мария Майорова «Ҫӗкленӳллӗ пике» пулнӑ. Елена Раймова вара — «Ҫап-ҫутӑ кулӑллӑ пике».
Анжела Анисимова район чысне «Чӑваш пики» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.
Сӑнсем (84)
Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи малтанах ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов сцена ӑстисене уявпа саламланӑ.
Кӑҫал жюрипе куракансем пуш уйӑхӗ тӑршшӗпех чи лайӑх спектакльсемпе киленме пултарнӑ. Камсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ-ха?
«Ҫулталӑрки чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Филипповӑн «Ночь перед Рождеством» (Н.В.Гоголь) постановки ҫӗнтернӗ.
«Ачасем валли лартнӑ чи лайах спектакль» номинацире Иосиф Дмитриев «Кот в сапогах» постановкӑпа мала тухнӑ (Ҫамрӑксен театрӗ).
«Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Григорьев «Ночи перед Рождеством» спектакльпе ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире Светлана Зверева «Синкерлӗ шӑпа» спектакле илемлетнӗшӗн ҫӗнтернӗ (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ).
«Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Татьяна Яфанова «Бабочка… Бабочка» спектакльте Эдда рольне калӑпланӑшӑн тата Елизавета Хрисанфова «Синкерлӗ шӑпа» постановкӑра Лизавета ролӗшӗн ҫӗнтернӗ.
Пушкӑртстан Республикинче «Силпи асамачӗ» ачасемпе ҫамрӑксен фестивалӗ ҫулсерен иртет. Кӑҫал ӑна Пелепей хулинче акан 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Вӑл яланхи пекех юрӑ-ташӑ ӑстисене, сӑвӑ хитре калакансене, авалхи йӑла-йӗркене пӑхӑнакансене пӗр ҫӗре пуҫтарӗ тесе хыпарлать асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫат.
Кирек епле ӑмӑртури евӗрех ку фестивале хутшӑнакансене номинацисем тӑрӑх пайласа хаклӗҫ. Номинацисене вара ҫаплараххисене палӑртнӑ: илемлӗ вулав, фольклор, хореографи, эстрада юрри. Хӑйсен пултарулӑхне тӗеслекенсене ҫулне кура та хаклама шухӑшлаҫҫӗ. Кӗҫен ушкӑна 7-12 ҫултисем кӗрӗҫ, аслине — 13-18 ҫулти ачасемпе ҫамрӑксем. Тӗплӗнрех 8-917-36-62-302 тата 8-917-34-999-16 телефон номерӗсемпе ыйтса пӗлме пулать.
Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ.
Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ.
Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать.
Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать.
Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур.
Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла.
Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ.
Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мурманскра «Мускав – транзит – Мурманск» эстрада ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Ӑна 10 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ пулин те Мурманскра ун пекки халиччен пулман. Фестивале Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш ен» культура обществин тата чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн пайташӗ Дина Агеева хутшӑннӑ. Дина Агеева шӑрантарнӑ «Лашисене шӑварнӑччӗ» чӑваш халӑх юрри тӳресен чунне хӑйне евӗр янӑранипе тыткӑнланӑ-мӗн.
Дина Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта вӑл Тутарстанра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне пике чӑваш каччипе, Никита Агеевпа, паллашнӑ. Ҫар службине суйласа илнӗскерпе кӗҫех ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арӑм тӗнче хӗрне тухса каять. Ҫапла-ҫапла, тӗнче хӗрнех. Малтан Агеевсем Тинӗсҫум крайӗнчи Славянка поселокра пурӑнаҫҫӗ, кайран Сахалинти Шикотан утравӗ ҫине куҫса каяҫҫӗ. Халӗ ҫемье Мурманск хулинче тӗпленнӗ. Хастар ҫамрӑк хӗрарӑм ахаль ларас темен — вырӑнти чӑвашсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнма тытӑннӑ, «Акатуй» ушкӑн солисчӗ пулса тӑнӑ.
Ыран — Константин Иванов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун. Энциклопедисенче вӑл пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ тесе палӑртаҫҫӗ, анчах та чӑннипе, ҫӗнӗ стильне шутласан вӑл шӑп та лӑп ыранхи куна лекет.
Ҫак куна асӑнса тата кӑҫӑл Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе ыран, пушӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологи факультечӗн студенчӗсем, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем, ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ Шупашкарти академи драма театрӗ ҫумӗнчи палӑк патне чечек хума тухӗҫ. Мероприяти 13 сехетре иртӗ. Пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин симфони оркестрӗ 15 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ку коллектива Раҫҫей халӑх артисчӗ, Морис Яклашкин художество ертӳҫи тата тӗп дирижер пулса ертсе пырать.
Симфони оркестрӗнче паян 70 ытла артистпа музыкант. Ҫӳллӗ шайри профессионалсем тӗрлӗ жанра тата музыка направленине куракан патне ҫитереҫҫӗ. Ҫапах та ушкӑн хӑйӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци юрӑ-ҫеммине упраса хӑварасси тата ӑна малалла аталантарасси тесе шухӑшлать. Репертуарта паян Федор Павловӑн, Степан Максимовӑн, Анисим Асламасӑн, Владимир Иванишинӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Федор Васильевӑн, Тимофей Фандеевӑн классика пулса тӑнӑ хайлавӗсем янӑраҫҫӗ.
Чӑваш юрри-ҫеммипе пӗрлех оркестр вырӑс тата ют ҫӗршыв классикине те куракан патне ҫитерет. Кунта И.С. Бахӑн «Магнификат», В.А. Моцартӑн «Реквием» вокалпа симфони пысӑк хайлавӗсене тата ыттине асӑнма пулать.
Раҫҫейри чи лайӑх симфони ушкӑнӗсенчен пӗри шутланакан коллектив ыран, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тата акан 3-мӗшӗнче музыка уявне йыхравлать.
Хамӑрӑн тымарсем пирки манмалла мар. Уйрӑмах — халь. Кашни ачанах тӑван патшалӑх историне хисеплеме вӗренмелле. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ республикӑри пӗр хулара иртнӗ канашлура.
Улатӑрта регионсен хушшинче «Социокультура тымарӗсем» канашлу иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Михаил Васильевич канашлӑва уҫнӑ май чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ пулнине, хӑйӗн йӑли-йӗркине куҫ пек упранине палӑртнӑ. Ҫак пуянлӑха ӑруран ӑрӑва куҫармаллине те каланӑ Михаил Игнатьев.
«Социокультура тымарӗсем» канашлу вӗрентекенсене чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлеме те пулӑшать. Улатӑр хули сӑнав лапамӗ шутланать. Ҫак проекта мӗншӗн шӑпах ҫак хула пурнӑҫа кӗртме тытӑнни те ахальтен мар. Чылайӑшӗ Улатӑра православиллӗ Атӑлҫин центрӗ тесе шутлать. Проекта хула духовенстви хастар хутшӑнать.
«Социокультура тымарӗсем» вӗренӳ курсӗпе килӗшуллӗн ачасем тӑван ен историне тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, паллӑ ҫынсем пирки пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерпе, живопиҫпе паллашаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.
Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.
Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |