Чӑвашсен паллӑ композиторӗн Анисим Асламасӑн тӑванӗсем Прагӑран Чӑваш Ене кӗвӗ-юрӑ программипе килнӗ. Унта Равель, Барток, Энеску хайлавӗсемсӗр пуҫне Анисим Асламасӑн сӗрмекупӑспа форепьяно концертне те кӑтартӗҫ.
Композиторӑн кинӗпе мӑнукӗ тӑрӑшнипе ку программӑпа ҫур Европа паллашнӑ. Ҫак хайлавсемех пӗлтӗр кӗркунне Прагӑра янӑранӑ. Мусӑкҫӑн тӑванӗсем чылай ҫул Чехире пурӑнаҫҫӗ, Европӑра чӑваш кӗввине пропагандӑлаҫҫӗ. Инна Асламас каланӑ тӑрӑх, ку хайлавсем Европа ҫыннисемшӗн экзотика пекех.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш кӗвви питӗ килӗшет-мӗн. Чылайӑшӗшӗн вӑл ҫывӑх, концерт хыҫҫӑн тав тӑвакансем те пулнӑ. Асламассем вара вӗсене Чӑваш Ен пирки, вӑл Атӑл хӗрринче пулнине, унта Етӗрне районӗ, Анисим Асламас ҫуралнӑ тӑрӑх, вырнаҫнине каласа кӑтартнӑ.
Концерт программинче — тӗрлӗ ҫӗршыв композиторӗсен кӗввисем: Раҫҫей, Венгри, Румыни, Франци.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул залне районти вӗрентӳ учрежденийӗсен коллективӗсем — ача пахчисенче ӗҫлекенсем, пӗлӳ паракан шкулсенче ӗҫлекенсем — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма «Салют, Ҫӗнтерӳ!» фестивале пухӑннӑ.
Пухӑннисене райадминистраци ертӳҫи Александр Башкиров, вӗрентӳ пайне вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Татьяна Шереметьева тата вӗрентекенсен районти профком ертӳҫи Татьяна Улянды саламларӗҫ.
Кашни шкул ушкӑнӗ фестивале тӗплӗн хатӗрленни палӑрнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче халӑх юрланӑ юрӑсем, халӑхра анлӑ сарӑлнӑ чуна тивекен юрӑсем, вӑрҫӑ темине сӑнланӑ тӗрлӗ композици, вӑрҫа хирӗҫ хайланӑ сӑвӑсем чуна пырса тивеҫҫӗ, вӑрҫа хирӗҫ кӗрешме чӗнеҫҫӗ.
Концерта хастар хутшӑннӑ кашни коллектив Хисеп Хучӗ тата укҫан преми илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Сӑнсем (98)
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли тепӗр ҫӗнӗлӗх хатӗрленӗ. Вӑл «Нимӗҫ юррисен страницисемпе» ятлӑ.
Программӑпа килӗшӳллӗн театрта хӑйне евӗр концерт иртнӗ. Сцена ҫине юрӑҫ тата рояль ҫеҫ тухнӑ.
Ҫак пуҫарӑва Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова шухӑшласа кӑларнӑ. Икӗ пайран тӑракан концертра вӑл тата Константин Мокалёв Брамс, Лист, Лёве, Франц Шуберт романсӗсене юрланӑ.
Хайлавсене пурне те оригинал чӗлхипе шӑрантарнӑ. Мария Еланова каланӑ тӑрӑх, ку шухӑш унӑн тахҫанах ҫуралнӑ. Ун чухне вӑл Венӑра нимӗҫ чӗлхине вӗреннӗ. Ку камера кӗвви пулсан та ӑна пысӑк сцена ҫинче шӑрантармалла тесе шухӑшлать вӑл.
Мария Еланова кунашкал юрӑсене филармонире юрланӑ. Вӗсем халӗ чи лайӑххисене суйласа илнӗ-мӗн.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Мускавра «Алмаз» кинотеатрта документаллӑ проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл — Алексей Пантелеевӑн «Москва – Питер. В поисках счастья!» фильмӗ. Унта тӗрлӗ ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗ, ӑнӑҫӑвӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, телейлӗ пулмалли вӑрттӑнлӑхпа пайланаҫҫӗ.
Владимир Жириновский, Никас Сафронов, Дмитрий Спирин, Сергей Жуков, Радислав Гандапас, Николай Козлов, Сергей Белоголовцев, Андрей Парабеллум, Александр Красовицкий, Владимир Довгань тата ытти усламҫӑсем, артистсем хӑйсен шӑписем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Вӗсемшӗн Мускавпа Питӗр мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлтернӗ.
Фильмра Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ Денис Эпп та хутшӑннӑ. Вӑл — «Вокруг Страны» проект пуҫаруҫи.
Фильм хӑтлавне Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та пынӑ. Вӑл Алексей Пантелеева тата Денис Эпа малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗн эмблемине суйламашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, унӑн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.
Конкурс раштав уйахӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта вӗренекенсем, культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен ӳнер ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен студенчӗсем 24 ӗҫ ярса панӑ.
Конкурса ярса панӑ ӗҫсенчен нихӑшне те конкурс ыйтнине тивӗҫтерменни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавах та комисси ярса панӑ ӗҫсенчен пӗрине сӗннӗ. Ку вӑл — Чӑваш наци музейӗн дизайнерӗ А.А.Поляков ӑсталанӑ ӗҫ. Вӑл проекта ЧР халӑх ӳнерҫин Элли Юрьевӑн эскизӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ӗлӗкхи туй пирки халӗ тӗнче тетелӗнче ҫеҫ вуласа пӗлме пулать ҫав. Ун пирки нумайӑшӗ, уйрӑмах ҫамрӑксем, пӗлмеҫҫӗ. Ӗлӗкхи туя ҫын хӑй куҫӗпе курнин — темрен паха. Ку фильмра, тӗнче тетелӗнче пӑхнине ҫитмест паллах.
Халӑхра каланӑ тӑрӑх, туй мӗнле иртнинчен малашнехи пурнӑҫ епле пуласси килет. Ӗлӗкхи йӑлапа туй ирттерни куҫ ӳкнине пӗтерет кӑна мар, пурнӑҫа илемлӗх те кӗртет-мӗн.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ хулинчи таврапӗлӳ музейӗнче ҫамрӑк мӑшӑр пулнӑ. Дениспа Вера хӑйсене асламӑшӗпе аслашшӗсен тӗнчине лекнӗнех туйнӑ. Харитоновсем пӗрлешнӗ куна шӑпах унта паллӑ тума тӗллевленнӗ-мӗн.
Музей ертӳҫи ҫамрӑк мӑшӑра хаваспах кӗтсе илнӗ. М.Муравьев ячӗллӗ хор вӗсене халӑх тумне тӑхӑнса, юрӑ юрласа, ташласа, такмак каласа кӗтсе илнӗ.
Тӗлӗнмелле уяв ҫамрӑк мӑшӑр асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Сӑнсем (9)
Пӗлтӗр, шӑп та лӑп нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗ — Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ. Хальхи вӑхӑтра унта тӗнче тетелӗнчи «Suvar TV» каналӑн ертӳҫи Ултиар Цыпленков, «Iltimer Studio» ертӳҫи Алексей Ефремов, «КоЮр» киновидео пӗрлӗхӗн ертӳҫисенчен пӗри Юрий Сергеев режиссёр тата Константин Ефремов композер (спецэффектсемпе ӗҫлекен ӑста), «Аксар» студи ертӳҫи тата директорӗ Алексей Иванов-Сӗрмек, «Орион» видеостуди директорӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пурӗ 9 ҫын. Нумай пулмасть пӗрлӗх йышне «Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ» директорӗ Юрий Спиридонов тата Николай Сахаров режиссёр кӗнӗ.
Киноӳкерӳҫӗсен планӗсем кӑҫал пӗчӗк мар. Тӗслӗхрен ҫулталӑкӗпех кинокуравсем пулӗҫ. Унта пӗрлӗх пайташӗсем вырӑнти режиссёрсем тата пултарулӑх ушкӑнӗсем хатӗрленӗ фильмсене пӗрле тишкереҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫитменлӗхсене палӑртаҫҫӗ, вӗсене мӗнле юсамаллине кӑтартаҫҫӗ.
Тепӗр кӑҫалхи пысӑк проект — Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» кинофестивалӗ. Маларах ӑна пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах та вӑхӑт хӗсӗккине пула нумай пулмасть иртнӗ кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пухӑвӗнче кинофестивале чӳк уйӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗ чӑваш уявне – Улаха – пухӑннӑ. Малтанах ҫак уява «Юманлӑх» чӑваш фольклор ансамблӗ йӗркелеме шухӑшланӑ. Халӑх тетелӗнче мероприяти пирки пӗлтерсен ытти районтан та ҫитнӗ.
Улах лармаран пуҫланнӑ. Халӑх ахаль те хыттӑн алӑ ҫупнӑ, «Юманлӑх» чӑваш юррисене шӑрантарма тытӑнсан вара ура ҫине тӑрса пӗрле юрланӑ.
Уяв концерта ҫаврӑннӑ. «Ҫеҫпӗл» вокал ансамблӗ сцена ҫине тухсан халӑх ташша яра панӑ.
Виҫӗ сехет пӗр минут пек иртсе кайнӑ, анчах ҫынсем килӗсене саланма васкаман. Ансамбльсен пӗрлешетрнӗ хорӗ тата пухӑннӑ халӑх «Эй, тӑвансем, тӑвансем» юрра шӑрантарнӑ. Унтан Красноярск крайӗнчи ЧНКн президенчӗ Геннадий Храмов 2015 ҫулти плансемпе паллаштарнӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче пурне те Чӑваш чӗлхин кунне уявлама чӗннӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫав кун килмелле.
Акатуя вӗсем ҫӗртме уйӑхӗнче паллӑ тума палӑртнӑ. Мероприяти вӗҫленсен «Юманлӑх» пурне те чей ӗҫме чӗннӗ. Артистсем икерчӗ пӗҫернӗ, чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Сӗтел ҫинче сӑра та пулнӑ. Чӑваш юррисем сӗтел хушшинче те шӑпланман.
Чӑваш кинематографийӗ тепӗр фильмпа пуянланнӑ — «Аксар» студи нумай пулмасть «Вӗлтрен кайӑкӗ» мелодрама кӑларнӑ. Мӗн ҫинчен-ха вӑл? Тӗп вырӑнта ашшӗсӗр ӳснӗ хӗр. Ҫитӗнсе ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ашшӗне шыраса Шупашкара каять. Паллах, ҫӑмӑл мар ӑна тупма. Ҫӗнӗ фильмра эсир хӗрпе пулса иртнӗ тӗрлӗ пӑтӑрмахсемпе паллашма пултаратӑр.
Сценарие Ирина Кузнецова калӑпланӑ, режиссёр пулса Валерий Иовлев ӳкернӗ. Рольсенче: Валерий Иовлев, Алена Тимкова, Ирина Кузнецова, Галя Щербакова, Артур Вазиров, Николай Дмитриев, Анна Алексеева, Дмитрий Романов, Пётр Тимофеев, Ольга Михайлова. Фильм пурӗ 82 минут пырать.
Туянас шутлисем ӑна «СУМ» лавккара укҫалал илме пултараҫҫӗ. Хакӗ 110 тенкӗ.
Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Кузнецова 55 ҫул тултарнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ун чухнех Александр Пӑррта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле те кӑтартнӑ.
Арсений Димитриев хӑнасене Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Юбиляра ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та саламлама пынӑ.
Галина Юлиановнӑна театрта нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Театр артисчӗсем те ӑшшӑн саламласа автор юррине шӑрантарнӑ. Ҫак кун Галина Кузнецова йӑл кулӑпа ҫиҫнӗ, ӑна чечек ҫыххисем парнеленӗ.
Театрта, фойере, Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан курав йӗркеленӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе кашниех киленме пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |