Куславкка районӗнчи Тӗмшер ял тӑрӑхӗнче отчет концерчӗ иртнӗ. Ирина Ефремова, Лариса Мотова тата Маргарита Белова Юрий Трифонов ертсе пынипе хитре темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Ача-пӑча юррисем те пулнӑ репертуарта. Тӗмшерти тулли мар вӑтам шкулта вӗренекен Яна Репова, Ольга Городскова, Анастасия Николаева юрланӑ. Мария Трофимова юрланине те куракансем ырласа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Аккордеонпа Иван Карамзин каланӑ. Пилешкассинчи клубӑн «Пилеш» ансамблӗ «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑпа куракан патне тухнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн «Улах» фольклор композицине кӑтартнӑ. Районти конкурссен ҫӗнтерӳҫи — «Асамлӑ ачалӑх» ансамбль ял ҫыннисене «Вӑрманта, ҫырлара» хавас ташӑпа савӑк кӑмӑл кӳнӗ. «Шурӑ хурӑн» ансамбль те куракансен кӑмӑлне кайма тӑрӑшнӑ. Кашни номере вӑл слайдпа пуянлатнӑ.
Сӑнсем (5)
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви Мӗтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» романне ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Ку роман икӗ кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗшне пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Иккӗмӗшне вулакан патне халь 1000 экземплярпа ҫитернӗ.
Вӑрҫӑ пирки Мӗтри Кипек чӑн пурнӑҫри евӗр каласа кӑтартать. Салтаксем унта тавӑрушӑн хыпса ҫунакан паттӑрсем кӑна мар, кӑра вӑрҫӑра та вӗсем чун ҫепӗҫлӗхне ҫухатмаҫҫӗ. Унта совет, Польша тата Чехословаки партизанӗсен пӗрлехи паттӑрлӑхне ҫутатнӑ. Роман никӗсӗнче — 1944–1945 ҫулсенче Польшӑра, Чехословакире тата Австрире пулса иртнӗ чӑн пулӑмсем.
1963–1966 ҫулсенче ҫырнӑ хайлава ҫынсем паян та юратса вуланине палӑртать Чӑваш кӗнеке издательстви. Ку роман хӑй вӑхӑтӗнче В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри конкурсра та, Чӑваш АССРне 50 ҫул ҫитни ячӗпе йӗркеленинче те ҫӗнтернӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн премине те тивӗҫнӗ.
Художество училищин никӗслевҫине халалланӑ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫалхи чылай мероприятие вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ те, Шупашкарти Ӳнер училищин никӗслевҫине Федор Быкова халалласа йӗркелекен пултарулӑх конкурсне кӑҫалхи К. Иванов ҫулталӑкӗпе халалланӑ.
Федор Семенович ячӗпе ҫулсерен иртекен конкурса «Живопись», «Графика», «Дизайн», «Театрпа декораци ӳнерӗ», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисемпе ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ҫулти ача-пӑча хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ. Кашниех маттур пулма тӑрӑшнӑ, ӗҫсене пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ҫапах та конкурс конкурсах. Пурне те палӑртаймӑн. Хаклавҫӑсем чи аван ӗҫсене уйӑрса илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен списокӗпе, сӑмах май, ЧР Культура министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене ҫитес уйӑхӑн 4-мӗшӗнче ӳнер училищинче 13 сехетре чыслӗҫ.
Сӑнсем (8)
Ыран, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» романне хӑтлӗҫ. Унччен кун ҫути курнӑ романӑн иккӗмӗш пайне автор Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне кӑларнӑ.
Асӑннӑ автора Чӑваш Республикин Культура министерстви «чӑваш литературин хальхи вӑхӑтри ҫыравҫисем хушшинче татти-сыпписӗр пултаруллӑ та уҫӑ чунлӑ тата ҫепӗҫ стильлӗ Улька Эльмен тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать» тесе хаклать. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсене республикӑри вулавӑшсене ҫӳрекенсем хаваспах вулаваҫҫӗ-мӗн. Пӗлтӗр автор чи вулакан чӑвашла кӗнекесен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫынсем унӑн «Упраймарӑм сана…» кӗнекине ҫавӑн пек пысӑка хурса йышӑннӑ иккен.
Ыранхи кӗнеке хӑтлавне авторсӑр пуҫне культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, учительсем, преподавательсем, шкул ачисемпе студентсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Хӑтлав вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланмалла.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, РСФСР искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтерет.
Леонид Никонорович Куйбышев облаҫӗнчи (хальхи Самар облаҫӗ) Сергиев районӗнчи Кив Якаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх театр училищине вӗренсе пӗтернӗ, тепӗр тӑватӑ ҫултан — А.В. Луначарский ячӗллӗ Театр искусствин патшалӑх инситутне.
«Театрта ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑйне пысӑк квалификациллӗ режисер, пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ, педагог пек кӑтартнӑ», — тесе ҫырать Культура министерстви Родионов пирки.
Профессилле чӑваш режиссерӗсенчен пӗри пулнӑскер классика хайлавӗсене чӑваш театрӗнче вӑл, чӑн та, самай лартнӑ. Сӑмахран, В. Шекспирӑн «Отеллине», Н. Гоголӗн «Ревизорне», А. Островскин «Айӑпсӑр айӑплисене», «Вӑрманне», М. Горькин «Мещансемне», «Старикне», Л. Толстойӑн «Тӗттӗмлӗх тытӑмӗнчене» тата ыттине куракан патне ҫитернӗ.
Хӑй те Родионов пьесӑсем ҫырнӑ. 10 пьесӑран чи малтанхине, «Колхоз хӗрӗсем» ятлине, Алексей Афанасьевпа шӑрҫаланӑ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ.
Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ.
Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ.
Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ.
Вырӑс патшалӑх драма театрне Екатеринбургри Сергей Юнганс режиссер таврӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл кунта «Орфея тата Эвредика» постановка лартнӑ пулнӑ.
Халӗ вӑл ҫӗнӗ «Ятсӑр ҫӑлтӑр» проектпа ӗҫлет. Трагикамит элеменчӗсемлӗ мелодрама сцена ҫине пушӑн 7-мӗшӗнче тухнӑ. Спектакле 6 эрнере лартнӑ. Анчах Сергей Юнганс хӑраса тӑман. Артистсем те ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Хашӗ-пӗри начарланнӑ та — ара, премьерӑна сцена ҫине кӑлармалла вӗт.
Спектакльте ташӑ нумай, ҫавна май унта икӗ хореограф хутшӑнать. Режиссер унччен «Орфея тата Эвредика» постановкӑна хутшӑннӑ актерсемпех ӗҫленӗ.
Людмила Казимир актриса сцена ҫине ывӑлӗпе Пашӑпа тухнӑ. Дирижер рольне выляканскершӗн ку ку дебют пулнӑ. Ашшӗ — ҫутӑ енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ. Вӑл та спектакль вӑхӑтӗнче вӗсемпех ӗҫлет.
«Ятсӑр ҫӑлтӑр» — юрату ҫинчен. Вӑл куракансен кӑмӑлне кайнине режиссер те, актерсем те шанаҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын хӑйсем ӗҫӗ пирки шӑп та лӑп 2015 ҫеккунтлӑха маннӑ. Вӗсем 33 минут та 57 ҫеккунт кӗнеке вуланӑ. Хулара «Чи лайӑххине вулатпӑр: 2015 ҫеккунт — вулав» акци иртнӗ.
Акцие Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш ирттернӗ. Унта ача пахчисем, шкулсем хутшӑннӑ. Чи хастаррисем «Березка», «Ласточка» ача пахчисем, 2, 9, 14, 19, 20-мӗш шкулсем пулнӑ.
Акцире вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене вуланӑ: Л.Толстой, А.Чехов, П.Бажов, А.Пушкин, В.Короленко тата ыттисем. Аслӑрах класрисем И.Крылов, А.Куприн, В.Распутин, Б.Пастернак, А.Блок хайлавӗсемпе паллашнӑ.
Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем вара чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вулама сӗннӗ. Вӗсен йышне К.Иванов, Х.Уяр, Е.Лисина, Н.Сидоров, Г.Луч кӗнӗ. Ача пахинчи шӑпӑрлансем вырӑс халӑх юмахӗсемпе паллашнӑ.
Акципе килӗшӳллӗн, хайлавсене сасӑпа вуланӑ, вырӑс классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх ӳкернӗ фильмсемпе мультфильмсем курнӑ. Акци ачасемпе ҫамрӑксене кӗнекепе тата ҫывӑхрах паллаштарма май панӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗче, Ҫӗрпӳ хулинче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа палӑк уҫнӑ. Унта Печкин почтальона сӑнарланӑ.
Вӑл велосипедпа, аллинче — сӑнчӑртан ҫакса янӑ Константин Васильевич Ивановӑн «Нарспи» поэми, тата 2015 ҫул тесе ҫырни те пур. Автор ҫакӑн пек сӑнарпа мӗн каласшӑн пулнине калама хӗн, анчах та халӑх ҫӗн палӑка хавассӑн кӗтсе илчӗ.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Чӑвашсем» фотокурав уҫӑлнӑ. Ӑна I Петӗр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн фондӗнчи материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Курав материалӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ уйӑрса панӑ.
Фотокуравра Питӗрти Антропологипе энографи музейӗн япала тата иллюстраци коллекцийӗсен фотоӳкерчӗкӗсенчен тӑрать. Вӗсенче 18-ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса 20-мӗш ӗмӗрӗн ҫурричченхи тапхӑр вырӑн тупнӑ. Маларах асӑннӑ музейра пурӗ 323 япала упранать, вӗсене 12 коллекцие пухнӑ. Ҫав шутра — япаласем, фотоӳкерчӗксем, кантӑк ҫинчи негативсем. Курава Н.И.Гаген-Торис, А.А. Ходосов, П.Озеров этнограф-тӗпчевҫӗсен коллекцийӗнчи фотоматериалсем пуянлатаҫҫӗ. Ӳкерчӗксенче тӗрлӗ хуралтӑ, хресчен хуҫалӑхӗче усӑ курнӑ япаласем, халӑх ҫипуҫӗ, музыка инструменчӗ, чӑвашсен туррисем сӑнланнӑ. Вӑрнарсем Н.И. Гаген-Торис Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнчи экспедицире пухнӑ япаласене пысӑка хурса хакланине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |