Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара театрсен «Театр тӗнчинче» фестиваль конкурсӗ иртнӗ. Унта ял тӑрӑхӗнчи мӗнпур клуб хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи театр кружокӗ куракансене хайӗн ӗҫӗсемпе яланах савӑнтарать. «Кӗлпук» кружок ертӳҫи З.Н.Воробьева артистсемпе пӗрле Ф.Павловӑн пьеси тӑрӑх «Судра» спектакль лартнӑ. С.Мустаева, Т.Мустаева, О.Мустаева, М.Романов, В.Дружинин артистсен пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑннӑ, хӑш-пӗр самантра хырӑм тытса кулнӑ. С.Мустаева хӑйӗн рольне уйрӑмах лайӑх вылянӑ.
Ытти ялсем те кая юлман. Пурте хӑйсен ролӗсене чӗре витӗр кӑларма тӑрӑшнӑ. Чӑннипе, ҫын хӑш чухне мӗн тума пултарнине хӑй те пӗлмест. Халӑх «Театр тӗнчинче» фестиваль конкурсра чунпа каннӑ, артистсене курса киленнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов наци автономийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗсемпе министр Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра ирттересси ҫинчен калаҫнӑ тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Вадим Ефимов Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республикӑра епле мероприяти ирттерме палӑртнине каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, «Георгий ленти», «Вилӗмсӗр полк», «Салтак пӑтти» тата ытти акци ирттермелле. Вӑрҫа хутшӑннисен сӑнӳкерчӗкӗсене «Листок» ятлӑ организаци укҫасӑрах пичетлесе парассине пӗлтернӗ.
Автономисен ертӳҫисемпе ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ветерансем валли пысӑк концерт хатӗрлесси тата туслӑх аллеи уҫасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Наци пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем хӑйсем ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑваш Ен литератури: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурс республика шайӗнче ҫулсерен иртет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗнче пуҫланчӗ.
Конкурс халӑха кӗнекепе туслаштарма, унӑн сумне ӳстерме пулӑшать. Чӑваш кӗнеке издательстви вара ҫамрӑксем валли ҫулсерен 20 яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларать.
Кӑҫал конкурса 2013 ҫулта кун ҫути курнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Акцие халалласа унта тӗрлӗ конкурс ирттернӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Солнышко» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем Лидия Саринен «Телейлӗ кӑмпа» пьеса-юмахне вуласа тишкернӗ. Ун хыҫҫӑн пӗчӗкскерсем «Йӑвари телей» ятлӑ пьесӑна вылянӑ. Полина Чижикова чӑпар чӑха, Андрей Калашников курака, Лера Никифорова шурӑ чӑха калӑпланӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, Наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XI отчетпа суйлав пухӑвӗ иртмелле. Ҫав кунах съезд хыҫҫӑн Чӑваш халӑх академийӗ таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫулне халалласа конференци ирттерет. Унта шкул ачисенчен пуҫласа академиксем таранах кашни хӑйӗн тӗпчевӗпе хутшӑнма пултарать.
Черетлӗ XI пухӑвӑн тӗп ыйтӑвӗсем — халиччен тунӑ ӗҫсен отчечӗ, тӗпчев кӗнекисен хаклавӗ тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳлӗхне суйласси. Тавралӑх тӗпчевҫисен хальхи пысӑк тӗллевӗ — тӑван вырӑнӗсем, паллӑ ҫыннисем ҫинчен кӗнекесемпе энциклопедисем кӑларасси. «Чӑваш Республикинче энциклопедисӗр темиҫе район кӑна юлчӗ. Хӑшпӗр район энциклопедийӗсем икшер томлӑ пулса тӑчӗҫ», — йыхрав хучӗнче ҫапалрах палӑртаҫҫӗ. Чӑваш халӑх академийӗпе Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ «Чӑваш наци энциклпедине» 50 томпа кӑларас шухӑшли пирки пӗлтереҫҫӗ. Черетлӗ пухура ун пирки сӑмах пуҫараҫҫех теме пулать.
Пухӑва йӗркелекенсем унта хамӑр республикӑран тата аякри вырӑнсенчен таврапӗлӳҫӗсем йышлӑн килессе кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Ене Юрий Энтин килни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав кун Канашра «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиваль пулнӑ. Унта Юрий Энтин та хутшӑннӑ. Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫитнӗ.
Юрий Энтин 50 ҫул каялла «Луч солнца золотого» юрра мӗнле ҫырнине каласа кӑтартнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ проектпа ӗҫлет: «Антология детских песен» проектра тӗнчери чи лайӑх 100 юрра вырӑсла куҫарӗ. Мӗн тетӗр? Юрий Энтин иккӗмӗш тома чӑвашла тухассине пӗлтернӗ. Паллӑ поэт тӗнчери чи лайӑх юрӑсене чӑвашла куҫарма шантарнӑ.
Фестивальте пухнӑ укҫа Чӑваш Енрех юлать. Унпа нумай ачаллӑ тата начар пурӑнакан ҫемьесене пулӑшӗҫ. Марафона хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет-мӗн. 2011 ҫулта 1100 предприятипе организаци укҫан пулӑшнӑ тӑк пӗлтӗр вӗсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ.
Ҫав укҫапа вӗренӳ учрежденийӗсем, ача ҫурчӗсем валли ҫӗнӗ сӗтел-пукан, теттесем, кӗнекесем туянаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем хута яраҫҫӗ. Марафона кашниех хутшӑнма пултарать. Ку ыйтупа «Российский детский фонд» Пӗтӗм Раҫҫейри ыркӑмӑллӑх фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне пымалла. Адресӗ: Шупашкар хули, Петров урамӗ, 7-мӗш ҫурт.
Республикӑра иртекен «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче пӗчӗк артистсем спектакль лартнӑ.
Унта Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 4-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Класс ертӳҫи — Светлана Валерьевна Сафьянова. Ачасем Лидия Саринен «Телейлӗ кӑмпа» кӗнекинчи «Ҫул ҫинче» пьесине лартнӑ.
Асӑннӑ кӗнеке «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Шӑпӑрлансен спектакльне ҫав шкултах 2-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем курнӑ.
Спектакльти Качака рольне Анна Путякова вылянӑ. Настя Илеменовӑпа Даниил Галкин Кинемипе Улайкки йытти ролӗсене калӑпланӑ. Пӗчӗк теместӗн вӗсене — чӑн-чӑн артистем.
Ку юмах ачасене ҫывӑх ҫынсен ӗҫне хаклама, юттисен пурлӑхне ыйтмасӑр тытма, ырӑ тунине ырӑпа тавӑрма вӗрентет. Людмила Романова библиотекарь ача-пӑча литературине тишкернӗ, ачасене кӗнекесем вулама сӗннӗ.
Сӑнсем (5)
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Сергей Грачев ӗлӗкхи япаласене ҫырмана тухса ывӑтмасть. Пачах тепӗр май — вӑл вӗсене пуҫтарать.
Унӑн халӗ — чӑн-чӑн коллекци. Унта — 19-мӗш ӗмӗрти укҫасем, йывӑҫ савӑт-сапа, шӑнкӑравсем, уҫӑсем… Унӑн ялти ҫурче музей пулса тӑнӑ.
Тӗлӗнмелле ҫын вӑл Сергей Грачев. Ҫӑрана уҫман уҫҫа тепри пулсан тахҫанах тухса перӗччӗ. Сергей Грачев вара ӗлӗкхи кашни япалана хаклать.
Сергей Грачева ашшӗ-амӑшӗ мӗн пӗчӗкрен ӗлӗкхи япалана хаклама вӗрентнӗ. «Иртнисӗр малашлӑх ҫук», — тенӗ ӑна. Ҫавӑнпа Сергей кивӗ япаласемпе кӑсӑкланать-мӗн.
Чылай экспонат — асанне арчинчен. Тӗслӗхрен, ҫӑпата, ҫӑм арламалли хатӗр, пир тӗртмелли станок… Ҫак япаласем Сергей Грачева ашшӗнчен лекнӗ. Ӑна вара — хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен, йӑхри ытти ҫынсенчен. Ав тимӗр укҫасем 1811, 1816 ҫулхисем. Вӗсене сутса яма та сӗннӗ ӑна. «Анчах астӑвӑма епле сутӑн?» — тет Сергей. Темӗнле укҫа сӗнсен те — хакӗ ҫук. Ашшӗ, йӑхри ытти ҫынсем ӑна сутман тӑк вӑл та ҫакна тума хӑймӗ-мӗн.
Сергей Грачевӑн тӑванӗсемпе юлташӗсем мини-музея хаваспах килсе кураҫҫӗ. Унта килес умӗн вӗсем килӗсенчи шкапсене ухтараҫҫӗ: тен, музей валли пӗр-пӗр япала тупӑнӗ?
Елчӗкри тӗп вулавӑшра кӗнеке фончӗн ҫӳлӗкӗсем парнеленӗ кӗнекесемпе ҫулран-ҫул пуянлансах пыни пирки вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакторӗ Николай Ларионов Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх» кӗнекине Елчӗк районӗнчи кашни вулавӑша парнеленӗ.
А.Г. Дмитриев-Ырьят — «Канаш» хаҫат лаҫҫинче вӑй илсе аталаннӑ чи малтанхи авторсенчен пӗри. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1966 ҫулта кӳршӗри Элшелӗнче вӑтам шкул пӗтернӗ. 1968–1970 ҫулсенче Сахалинта хӗсметре тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушши Хирти Кушкӑ ялӗнче учительте ӗҫленӗ. 1975–1977 ҫулсенче Шупашкарта партшкул пӗтерсе тухать. 1977–1982 ҫулсенче хӑй ҫуралса ӳснӗ Раккассинче ачасене вӗрентет. 1984 ҫулта Чӗмпӗр хулине куҫса каять, унта тӗрлӗ организацире ӗҫлет. 1990 ҫултан унти «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.
Вулавӑш ӗҫченӗсем Николай Ларионова чунтан тав тунӑ.
Литература ҫулталӑкӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ятарлӑ поэтика программи хатӗрленӗ. Кашни спектакль умӗн театр артисчӗсем, ҫамрӑккисем те, аслӑраххисем те, паллӑ ача-пӑча ҫыравҫисен сӑввисене вулаҫҫӗ. Кун валли вӗсем чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене кӑна мар, ытти халӑхӑнне те суйласа илеҫҫӗ.
Вырӑсла программа валли вӗсем Анна Ахматова, Марина Цветаева, Михаил Лермонтов, Михаил Зощенко тата ытти авторӑнне суйланӑ. «Поэзи — Пурнӑҫ кӗвви» чӑвашла программӑна Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Петӗр Эйзин сӑввисем кӗнӗ.
Ӗнерпе паян театрта Агния Барто, Любовь Мартьянова тата Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем янӑранӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Полякова тата Алина Зайцева вуланӑ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче «Ҫурхи пике» шоу-конкурс иртнӗ. Унта 16-24 ҫулсенчи пикесем хутшӑннӑ.
Унта хутшӑнма 14 заявка панӑ, вӗсенчен 6-шӗ ҫеҫ хутшӑнма пултарнӑ. Пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ, пултарулӑхне кӑтартнӑ, ташланӑ та, юрланӑ та. Хӗрсем чӑваш наци ҫимӗҫӗпе те паллаштарнӑ.
Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пикесем «Нарспи» поэма сыпӑкне вуланӑ.
«Ҫурхи пике» конкурсра Елена Пурш ҫӗнтернӗ. «Пултаруллӑ пике» ята Дина Русская тивӗҫнӗ. «Илемлӗ пике» номинацире Кристина Степанова мала тухнӑ. «Кӑмӑллӑ пике» номинацире Кристина Даниловӑна ҫитекенни пулман. «Чӑнкӑ пике» ята Евгения Гурьева илнӗ. «Сӑпайлӑ пике» — Валентина Тихонова. Вӑлах куракансен кӑмӑлне кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |