Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнче пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан поэтсен «Астӑвӑм — ӗмӗрлӗх» хула конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта 15-24 ҫулсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 8 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — Шупашкарти 29, 7-мӗш шкулсенчен, Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнчен, Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнчен. Кашни хӑй шӑрҫаланӑ пӗр сӑвӑпа паллаштарнӑ. Вӑл ҫар патриотлӑхӗпе ҫыхӑнмалла пулнӑ. Жюри сӑвӑсене хакласа пӗтӗмлетӳ тунӑ.
7-мӗш шкулти Виталий Дмитриев пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 44-мӗш лицейри Татьяна Семёнова тата Юлия Цой 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Жюри Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнче вӗренекен Анжела Чайниковӑпа Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ӑс пухакан Анастасия Куртминана та палӑртнӑ. Вӗсем сӑвӑсене чӑвашла вуланӑ.
Конкурсҫӑсене Алиса Чайниковӑпа Константин Рязанов ҫамрӑк юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫамрӑк сӑвӑҫа парнесемпе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (5)
Иртнӗ шӑматкун виҫӗ район ентешлӗхӗ уява пухӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫав шутра елчӗксем те савӑчӗҫ.
Уяв 10 сехетре, спорт ӑмӑртӑвӗсенчен, пуҫланнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорт залӗнче «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» республика шайӗнчи турнир иртнӗ. Унта тӗрлӗ районтан килсе ҫитнӗ 120 ытла шкул ачи кире пукан йӑтассипе Елчӗк ен ентешлӗхӗн кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ. Турнира уҫнӑ ҫӗрте Тӑван Ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине тата Афган Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем пулнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Борис Миронов та пухӑннисене уявпа саламланӑ. «Ку ӑмӑртӑва йӗркелеме кире пуканӗ йӑтассипе Гиннес кӗнекинех лекме пултарнӑ Елчӗк ен мухтавлӑ ывӑлӗ Юрий Карпов чылай тӑрӑшрӗ», — тесе пӗлтерет спорт мероприятийӗ пирки Елчӗк хастарӗ Зоя Яковлева.
Спортсменсене Раҫҫейӗн пултаруллӑ купӑсҫи Арсений Яйцов хитре кӗвӗсемпе хавхалантарнӑ иккен. Пуҫтарӑннисем ӑмӑртнисӗр пуҫне ташланӑ та, юрланӑ та.
Унтах «Вилӗмсӗр полк» акци иртнӗ. Ачасем Тӑван ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ аслашшӗ-асламӑшӗн аллӑ ытла сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗ.
Пӗтӗмӗшле командӑсем хушшинче кире пуканӗ йӑтса Елчӗк, Йӗпреҫ, Шупашкар районӗсен командисем мала тухнӑ, «Елчӗк ен» ентешлӗхӗн парнисене тивӗҫнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче музейпа курав центрӗн йӑла-йӗрке залӗнче «Силпи ялӗнчи чиперуксем» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна, паллах, Чӑваш Енри Литература ҫулталӑкне халалланӑ. Куравра мӗнлӗ пикен ӳкерчӗкӗсем пулнине те чухлама йывӑр мар.
Куравра Нарспи сӑнарне тӗрлӗ вариаципе кӑтартнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ: йывӑҫ, тӑм, береста тата ытти те.
Ӗҫсен авторӗсен ячӗсем Чӑваш Енре анлӑ сарӑлнӑ. Вӗсем — Н.И.Степанова, Т.В.Шаркова, А.А.Васильева, З.И.Воронова тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ытти хулари ӑстасен ӗҫӗсем те пур. Унччен вӗсем «Руҫ ӑстисем» пӗтӗм тӗнчери куравра та пулнӑ-мӗн.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӑн Культура ҫуртӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине, Литературӑпа Константин Иванов ҫулталӑкне, вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене юбилейӗсене халалланӑ чаплӑ гала-концерт иртрӗ. Ял тӑрӑхӗсен йӑлана кӗнӗ смотр-отчечӗсем вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсен чи лайӑх номерӗсене суйласа илнӗ, шӑпах ҫавсене курма халӑх йышлӑ пухӑннӑ та. Районти чи лайӑх хор, ташӑ, фольклор коллективӗсем хутшӑнчӗҫ гала-концерта. Пӗччен е иккӗн юрлакансем те, кулӑшла сценкӑсем кӑтартакансем те, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ. Вӗсене залта ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Чи малтанах ачасен пултарулӑхӗ пирки каласа хӑварас килет. Ҫитӗнекен ӑру сцена ҫине тухни пурин кӑмӑлне те каять, ку хутӗнче те ачасен хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсемпе, илемлӗ ташӑсемпе куракан кӑмӑллӑ юлчӗ. Штанаш, Пантьӑк, Хӗрлӗ Чутай, Кив Атикасси ял тӑрӑхӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем чӑваш ташши-юррисемпе савӑнтарчӗҫ.
Штанашсен Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫыхӑнтарса лартса панӑ ӗлӗкхи чӑваш туйӗ, ташӑ-юрӑ композицийӗ куракансен кӑмӑлне кайрӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи уйрӑмӗн студенчӗсем Константин Иванов ячӗллӗ музейра вилӗмсӗр «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене темиҫе чӗлхепе чуна тивмелле вуланӑ. Ку ӑсталӑха вӗсене чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов вӗрентнӗ. Вӑл факультетра чылайранпа студентсене театр ӑсталӑхне алла илме пулӑшать.
«Поэзи сехетӗнче аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен вӗрентекенӗсем, шкул ачисем тата, паллах, литературӑна юратакансем пулчӗҫ», — хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Студентсемпе пӗрле тӗлпулура ЧПУ профессорӗсем Виталий Родионов, Юрий Артемьев тата ыттисем те тухса калаҫнӑ. К.В. Иванов музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина пурне те тав тунӑ, малашне те унта килсе ҫӳреме, Литература тата вилӗмсӗр поэтӑмӑр Ҫулӗнчи пуян программӑпа паллашма чӗнсе каланӑ.
«Вулавӑшӑн тӗп пуянлӑхӗ — кӗнекесем», — тесе шухӑшлать Каҫал тӑрӑхӗнчи Л. Морозова библиограф.
Кнеке шутне ӳстерес тӗллевпе вӑл тӑрӑхра кашни ҫул «Библиотекӑна кӗнеке парнеле» акци ирттернине пӗлтерет. Унта район ҫыннисем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем нумай кӗнеке парнеленӗ. Акӑ, ҫак кунсенче ҫеҫ Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Михайлов районти тӗп вулавӑша парнесемпе ҫитнӗ.
Чӑваш халӑхӗн тулли историйӗпе паллаштаракан «Деревня Беззубино» кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. «Ӗмӗрсен ҫути» («Летопись веков») кӗнекере чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, пурнӑҫне туллин ҫутатнӑ. «Чӗкеҫсем» кӗнекене те вулакансем хаваспах алла илессе шанаҫҫӗ. Вӑл тӗрлӗ калавпа пуян-мӗн.
Чӑваш Республикин паллӑ таврапӗлӳҫине, нумай кӗнеке авторне Иван Никоноровича парнешӗн библиотекарьсем тав тунине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Пукане театрӗ 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче С.Мерзляковӑн «Три подружки» спектакльпе пуҫланнӑ. Професси коллективӗ Етӗрнери куҫса ҫӳрекен Пукане театрӗн ҫумӗнче йӗркеленнӗ.
70 ҫулта Пукане театрӗ 400 яхӑн спектакль, пукане шоу, театрализациленӗ программа хатӗрленӗ. Кашни сезонта ҫӗнӗ 5 постановка лартаҫҫӗ.
Гастроле вӗсем Чӑваш Республикин тулашне те ҫитнӗ: Тутарстан, Мари Республики, Чӗмпӗр, Архангельск, Самар, Чулхула, Тӗмен облаҫӗ тата ыттисем.
Театр ыркӑмӑллӑхпа та ӗҫлет. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Пурин те пӗрпек пулмалла мар» фестиваль йӗркелет. Ку — сусӑр ачасем валли. Ун чухне социаллӑ реабилитаци центрӗсенче, семинар практикумсенче, ӑсталӑх класӗсем, пултарулӑх лабораторийӗсем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта «Библиошефство» проект пуҫланнӑ. Хулари Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен вулаканӗсене килти фондпа пайланма сӗнеҫҫӗ. Ҫав кӗнекесене сипленмелли учрежденисене ӑсатаҫҫӗ.
Парнене чи малтанах Васкавлӑ медпулӑшу пульници йышӑннӑ. Вулавӑша ҫынсем чылай кӗнеке илсе килеҫҫӗ-мӗн. Хӑш чухне сӗтел те йӑтӑнать.
Тӗрлӗ жанрлӑ кӗнекесем илсе килеҫҫӗ вӗсем. Классика, детектив… Сайра тӗл пулакан кӗнекесене те илсе килеҫҫӗ. Светлана Березкина ку вулавӑшра чылай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл проект пирки пӗлсен килти ҫӳлӗксене ухтарнӑ та чылай кӗнеке йӑтса килнӗ.
Халӗ Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӑйсен мини-вулавӑшӗ пур. Пациентсемпе медицина ӗҫченӗсем кӗнекесем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ав унта сипленекен Борис Васильев ҫав ҫӳлӗксем ҫинче хӑйне килӗшекен детективсемпе мелодрамӑсем тупнӑ, хаваспах вуланӑ.
Пульницӑсен кӗнеке фончӗсене кашни ҫын пуянлатма пултарать. Кӗнекесене Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑша ҫеҫ илсе пымалла.
Пушкӑртстанри Пелепей хулинче «Силпи асамачӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере кӑҫал акан 10-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ вулав», «Фольклор», «Хореографи», «Эстрада юрри». Хутшӑнакансен пултарулӑхне тӳресем ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 7–12, 13–18 ҫултисем.
Ӗпхӳ хулинчи П.М. Миронов ячӗллӗ чӑвашсен вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те «Силпи асамачӗ» конкурсра маттур пулнӑ.
12 ҫула ҫитменнисен ӑмӑртӑвӗнче Семен Виниченко пӗрремӗш степеньлӗ диплома, «Сӑвӑ калакансем» номинацире вара Олег Федоров иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Эстрада юрри» номинацире Анастасия Тихонова, Аделина Петрова Дарья Захарова тата хаклӑ дипломсемпе парнесем ҫӗнсе илнӗ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче XIX балет фестивалӗ уҫӑлать. Унта сцена ҫине 10 ҫул ытла тухман «Баядерка» спектакль тухӗ. Балет фестивалӗ валли ӑна ҫӗнетме шутланӑ.
Ку спектакль Галина Сергеева халӑх артистки ертсе пынӑ чухне тухма пӑрахнӑ. Илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижер Ольга Нетстерова каланӑ тӑрӑх, постановкӑна ҫӗнетме, сцена ҫине тепӗр хут кӑларма ӗмӗтленнӗ вӗсем.
Ку спектакльшӗн театр ЧР патшалӑх премине тивӗҫнӗ пулнӑ, ӑна Питӗрти тата Мускаври критиксем лайӑх хак панӑ.
Балет фестивальне Людвиг Минкусӑн «Баядерка» спектаклӗ уҫӗ. Кӑҫал ҫавӑн пекех «Лебединое озеро», «Дон Кихот», «Бахчисарайский фонтан» курма май пулӗ.
Вӗсене лартакансем тӗрлӗрен пулӗҫ. Тӗслӗхрен, «Лебединое озеро» постановкӑна Йошкар-Олари Мари театрӗ лартӗ. «Бахчисарайский фонтан» постановкӑна, премьерӑна, Чулхуларан илсе килӗҫ. Вӑл унти сцена ҫине темиҫе эрне каялла ҫеҫ тухнӑ.
Фестивальти гала-концерт та интереслӗ пулӗ. Унта пирӗн артистсем, Италири, Францири, Англири, Раҫҫейри тӗп театрсенчи хӑнасем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |