Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 2015 ҫулталӑк ҫыннисем — Виталий Станьял тата Олег Цыпленков

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.01.2016 14:45 | 2161 хут пӑхнӑ
Республикӑра

2015 ҫулталӑк ҫыннине суйлас сасӑлавӑн вӑхӑчӗ тухмарӗ пулин те ӑна вӗҫлес терӗмӗр. Чӑваш халах сайчӗшӗн ку сасӑлав вӑйӑ шайӗнче ҫеҫ пулсан хӑш-пӗр чӑваша пӗр-пӗри мала тухни кӗвӗҫтерет, хӑйсен ҫыннине кӑларас тесе тем туса та хӑтланма пӑхаҫҫӗ. Ку вара хирӗҫтерет. Чӑваш халӑхӗ унсӑр та тӗрлӗ ушкӑнсене пайланса кайнӑ, вӗсен хушшинчи хирӗҫӗве татах та вӑйлатас мар тесе Ҫулталӑк ҫынни номинацие паянах палӑртас терӗмӗр.

Ку ята 2015 ҫулта икӗ ҫын тивӗҫрӗ — Виталий Станьял тата Олег Цыпленков. Иккӗшӗ те ҫулталӑк хушшинче чӑвашлӑхшӑн нимӗнпе виҫейми паха ӗҫсем туса ирттерчӗҫ. Виталий Петрович Станьялӑн ӗҫӗсене асӑннӑ чухне эпир Тӗп ваттисен канашне йӗркеленине каларӑмӑр. Ҫавах та унӑн тӗп ҫитӗнӗвӗ урӑххинче — халӑха вӑратас тесе пӗрех май шӑв-шав тунинче. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче «Чемен карти» этнопарка тӑвас ӗҫре те пирӗн шутпа унӑн тӳпи пӗчӗк мар.

Олег Цыпленков та 2015 ҫулта пысӑк ӗҫсем сахал мар турӗ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелениех мӗн тӑрать! Пысӑк ҫакнашкал мероприятисене йӗркелеме чӑвашсем те пултарнине кӑтартса пачӗ. Унсӑр пуҫне инҫетри Азербайджан ҫӗрӗнче Пӳлесӑвар хулине тупнине те, унти халӑха чӑвашсем ҫинчен хыпара илсе ҫитерни те пысӑк ӗҫ. Пирӗн ҫав-ҫавах хамӑр пӗчӗк лаптӑкри «хуранра» ҫеҫ мар лармалла, тӗнчере те хамӑр пирки пӗлтерме тивӗҫ.

Унсӑр пуҫне тепӗр темиҫе номинаци те йӗркелес терӗмӗр.

«2015 ҫулталӑкӑн чӗлхе малашлӑхӗшӗн тӑрӑшакан ҫынни» — Дмитрий Степанов тивӗҫрӗ. «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтӗр чӑн та чӑвашлӑха хӳтӗлес тата аталантарас тӗлӗшпе сахал мар ӗҫ турӗ. Ҫак ӗҫе ҫамрӑксем хутшӑнма тытӑнни уйрӑмах савӑнтарать.

«2015 ҫулталӑкӑн хастар ҫынни» — Александр Блинов. Ку хака вӑл «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн тивӗҫрӗ.

«2015 ҫулталӑкӑн халӑх эткерне упракан ҫынни» — Сергей Сорокин усламҫӑ. Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе тата Виталий Станьял канашӗпе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр «Чемен карти» хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттерме пулӑшрӗ, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартма сахал мар ӗҫлерӗ.

Кӑҫалхи сасӑлавра ҫавӑн пекех Михаил Арланов, Василий Атте, Евгений Ерагин, Михаил Игнатьев, Олег Николаев, Николай Угаслов тата Константин Яковлев пулчӗҫ. Вӗсем ҫӳлерех асӑннӑ ҫынсенчен сасӑсем сахалрах пухма ӗлкӗрчӗҫ. Паллах, 2015 ҫулталӑк хушшинче ырӑ ӗҫсем тӑвакансем вӗсемсӗр пуҫне те ҫук мар. Кашни ял-хулара та пур вӗсем. Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйсен вӑхӑтне, хӑш-чухне укҫи-тенкине те, шеллемесӗр чӑваш халӑхӗшӗн ырӑ та пархатарлӑ ӗҫсем тунӑшӑн кашни хастара чун-чӗререн тав сӑмахӗ калать!

#чунҫӳревсем, #Шупашкар районӗ, #Станьял, #чӑвашлӑх, #ыйтӑмсем, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем