Шупашкарти 177-мӗш «Мерчен» ача пахчи мӗн уҫӑлнӑранпа, 1990 ҫултанпа, ачасене наци культурипе туслаштарма тӑрӑшать. Ачасене чӑваш наци культурипе ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе унта ҫулсерен ака уйӑхӗнче чӑваш культурин эрнелӗхӗ иртет.
Ача пахчинче «Халӑх тумӗн уявӗ» мероприятие ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Унта чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен тумӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал ку уяв ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта шӑпӑрлансем, ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑннӑ. Уявра ЧНКн Президиум пайташӗ Г.Л.Никифоров та пулнӑ.
Мероприятире «Мерчен» ача пахчин воспитателӗсен ушкӑнӗ тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ушкӑнӗ халӑх тумӗсене кӑтартнӑ, чӑваш, тутар, вырӑс юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, наци вӑййисене вылянӑ.
Унтах «Чӑваш тӗрри» курав йӗркеленӗ. Куравра хӗрарӑмсен капӑрӗсем, тутарсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗ тюпетейка хутшӑннӑ.
Халӑх тумӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. Халӗ ача пахчи Маргарита Антонова заведующи ертсе пынипе «Акатуя» хатӗрленет.
«Ирӗклӗ сӑмах» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре Ҫыравҫӑсен Ирӗклӗ Пӗрлӗхне туса хунӑ. Организаци пухӑвӗ ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Литература музейӗнче иртнӗ.
Унта чӑваш литературин тата гуманитари ӑслӑлӑхӗсен паллӑ ӗҫченӗсем хутшӑннӑ: Атнер Хусанкай филолог, Зоя Романова куҫаруҫӑ, Виталий Родионов поэт тата литературовед, Станислав Убасси литературавед, Борис Чиндыков прозаик тата драматург, Илле Иванов новеллист тата публицист, Ион Шеремет новеллист.
Пухура Харти тата ассоциаци уставне йышӑннӑ, тӗллевсене палӑртнӑ. Унта чӑваш литературине аталантармаллине палӑртнӑ.
Ассоциаци хӑйне Чӑваш ҫыравҫисен обществин ӗҫне малалла тӑсаканӗ пек йышӑннӑ. Обществӑна 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йӗркеленӗ.
Пухура ҫавӑн пекех ҪИП Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхне тата тӗрӗк халӑхӗсен ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗресси пирки йышӑннӑ.
ҪИП председателӗ пулма Виталий Родионова суйланӑ. 95 ҫул тухса тӑман «Атӑл юрри» журналӑн редакторӗ вара Борис Чиндыков пулӗ.
Тухтӑрсене хатӗрлемелли институт ҫумӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халалланӑ экспозици уҫӑлать. «Медицина историйӗ» музей ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, музее Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа уҫӗҫ. Пӗрремеш экспозицие вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халаллӗҫ.
Курава килнӗ хӑнасем тухтӑрсен, медицина сестрисен сӑнӳкерчӗкӗсене, вӗсен япалисене, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чӑваш Енри 16 эвакогоспитальте ӗҫленӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи санинструкторсене курма пултареҫ.
Кунсӑр пуҫне унта килнисем палата, медсестра пӳлӗме, эвакогоспиталь пуҫлӑхӗн пӳлӗме мӗнлерех пулнисене курма пултарӗҫ. Музее уҫнӑ ҫӗре медицина ӗҫченӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем — хутшӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче туристсем валли ҫӗнӗ маршрут уҫаҫҫӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Сӑр хӳтӗленӳ чикки» ят панӑскере тӗрлӗ объекта кӗртнӗ. Ку маршрутпа ҫула тухакансене етӗрнесем хӳтӗленме Сӑр тӑрӑхӗнче хатӗрленӗ ҫулпа паллаштарӗҫ, лаша савучӗ тытнӑ Зубов хушаматлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӑтартӗҫ. Совте Союзӗн Паттӑрне Ф.Н. Орлова асӑнса лартнӑ самолет патне те илсе кайӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче асӑнса хӑпартнӑ палӑк патне те. Чулхула облаҫӗнчи Кӑрмӑш ялӗ тата Сӑр шывӗ курӑнакан хитре вырӑна тата ытти нумай ҫӗре ҫитме май килӗ.
Ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртне ҫӳрекен авиамоделистсем сывлӑшри ҫапӑҫӑва кӑтартӗҫ.
Туристсем валли ҫӗнӗ маршрут уҫнӑ ятпа ирттерекен савӑнӑҫлӑ мероприятие шкул ачисем, журналистсем, тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» пӗтӗм тӗнчери наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн «Ши. Цы.Цюй. Фу» Китай поэзийӗн каҫӗ иртнӗ. Ӑна И.Яковлев ячӗллӗ ЧППУри китай чӗлхипе культурин центрӗ йӗркеленӗ.
Малтанах пухӑннӑ студентсемпе шкул ачисен умне центр ертӳҫи, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова доцент тухса калаҫнӑ. Вӑл центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Китай Халӑх Республикипе туслӑха ҫирӗплетес, килӗштерсе ӗҫлес енӗпе чылай тӑрӑшни пирки каласа кӑтартнӑ.
Китай чӗлхин вӗрентекенӗ Дмитрий Якимович тата ЧППУри ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухакан Дарья Медведева Китай поэчӗсен пултарулӑхӗпе хӑтлав урлӑ паллаштарнӑ.
Уяв каҫӗнче Китай тата вырӑс чӗлхисемпе сӑвӑсем, юрӑсем янӑранӑ. Уяв каҫне пухӑннисене Гонконгран килнӗ хӑна тухса калаҫни уйрӑмах килӗшнӗ. Вӑл сӑвӑсем вуланӑ кӑна мар, пухӑннисем панӑ ыйтусене те хуравланӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сцена ҫине премьера кӑларӗ. Вӑл — чӑваш музыкин классикӗн А.Асламасӑн «Прерванный вальс» опери. Концерт постановки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫынсен кӑмӑлӗ пирки опера пирӗн халӑхӑн сӑваплӑ паттӑрлӑхӗ пирки тепӗр хутчен аса илтерӗ.
Сцена ҫине ҫав кун ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Андрей Николаев тата Светлана Ефремова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Сергей Кузнецов, Константин Москалев, Максим Корсаков, театрӑн симфони оркестрӗ тухӗҫ.
Кӑна сцена ҫине 1963 ҫулта театр йӗркелӳҫи тата пӗрремӗш режиссерӗ Борис Марков кӑларнӑ ӗнтӗ.
Ҫынсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗ опера тӑршшӗпех палӑрать. Ҫавӑнпа театр ушкӑнӗ ӑна сцена ҫине тепӗр хут кӑларма шухӑшланӑ.
Шупашкарта Германин Чӑваш Енри кунӗсем кӑҫал каллех иртнӗ. Хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш.
Вӑл хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра уҫӑлнӑ.
«Нимӗҫ культурипе литературине юратакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ», — тесе ҫырать кун пирки «Хыпар» хаҫат. Пухӑннисене Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Бондарев, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин саламланӑ. Михаил Кронидович «Полигон» пултарулӑх лапамне Нимӗҫ кино фестивальне пурне те йыхравланӑ.
2015 ҫул Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе уяв каҫӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсем нимӗҫле янӑранӑ. Ӑна Шупашкарти машинӑсем тӑвакан колледж студенчӗ вуланӑ.
Германин Чӑваш Енри кунӗсенче хула ҫыннисем валли курса тӗлӗнмелли чылай пулнӑ: куравсем, лекцисем, Раҫҫей тата нимӗҫ специалисчӗсем хутшӑннӑ семинарсем, киносеанссем.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев Раҫҫей наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
«Ылтан маска» фесиваль президенчӗ Георгий Тараторкин наци премийӗн лауреачӗсемпе паллаштарнӑ май ҫапла каланӑ: «Вӗсем пурнӑҫне театра парнеленӗ». Ҫав лауреатсен йышӗнче Валерий Яковлев та пулнӑ.
Шел те, чыславра Валерий Яковлев тата Майя Плисецкая пулайман. Валерий Яковлев ҫав вӑхӑтра сипленнӗ-мӗн. Анчах «Ылтӑн маска» чыслава унӑн мӑшӑрӗ Нина Яковлева актриса кайнӑ.
Шӑпах Нина Яковлева наградӑна Шупашкара илсе килнӗ. Кӑҫал театр ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн номинацире Армен Джигурханян актер, Майя Плисецкая балерина, нимӗҫ режиссерӗ Петр Штайн ҫӗнтернӗ. Валерий Яковлевшӑн вӗсемпе пӗр ретре тӑрасси те пысӑк чыс.
Аса илтерер: пӗлтӗр Валерий Яковлев 75 ҫул тултарнӑ. 50 ҫулне вӑл театра парнеленӗ. Унӑн спектаклӗсене халӑх юратса курать. Вӑл «Ылтӑн маска» фестивальте икӗ хут жюри пулнӑ. Халӗ ав хӑй те ку хисепе тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чи вулакан кӗнекене палӑртма ҫулсерен конкурс ирттерет. Акан 23-мӗшӗнче унӑн черетлӗ ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Конкурса 21 районпа 5 хулари 200 ытла вулавӑш хутшӑннӑ иккен. Чи анлӑ сарӑлнӑ авторсене палӑртма 51133 вулакан сассине пухнӑ-мӗн. Конкурса тӑратнӑ 192 кӗнекерен чи вулаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ.
Пуринчен ытла сасӑ пухни — Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» романӗ. Унӑшн 8208 сасӑ пуҫтарӑннӑ. Вӑл «Чӑваш кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Ҫулталӑк прози» номинацире Куҫма Турханӑн Аристарх Дмитриев вырӑсла куҫарнӑ «Свияга впадает в Волгу» (Сӗве Атӑла юхса кӗрет) кӗнеки мала тухнӑ.
«Ача-пӑча тӗнчи» номинацире чӑвашлисенчен Николай Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», вырӑслисенчен Надежда Медюкован «Новогодний подарок» кӗнеки ҫынсене ытларах кӑмӑла кайнӑ.
Поэзие юратакансем те сахал мар. Кунта «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнекене алла илекенсем йышлӑрах пулнӑ.
Чӑваш Енри шкулта вӗренекен Мая Егорова «Баллада о маленьком сердце» мюзиклта тӗп сӑнара вылӗ. Премьера Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче пулӗ. Пирӗн ентеш суйлав тапхӑрӗсем витӗр тухса ҫӗр-ҫӗр ачаран малта пулма пултарнӑ.
Мая Мускавра иртнӗ «Ылтӑн нота» конкурсра Лара Фабиан репертуарӗнчи Адажио Альбиноние выляни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Жюрире пулнӑ Иосиф Кобзон, Олег Газманов, Алексей Кортнев, Николай Агутин пултаруллӑ ачана тӳрех асӑрханӑ. Музыкӑпа цирк театрӗн элчисем вара ӑна «Баллада о маленьком сердце» ҫӗнӗ мюзикл кастингне йыхравланӑ. Мая Егорова икӗ суйлав витӗр тухнӑ, ҫапла ӑна тӗп роле выляма шаннӑ.
Мюзикл ачасем пирки. Вӗсем ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Майӑн сцена ҫинче 10 сехет 10 ытла юрӑ шӑрантарма тивӗ. Репетици кашни кун пырать.
Мая халӗ Турцире иртекен тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен вокал конкурсне те хутшӑнма хатӗрленет.
Мая 12 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |