Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ачасем ҫуллахи канӑва усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Аслисен тӳпи те пур кунта. Аслӑ Елчӗкре ачасен «Пӗчӗк принцесса» илем конкурсӗ иртнӗ.
Сцена ҫине чӑннипех те пӗчӗк принцессӑсем тухнӑ. Хӗрачасем илемлӗ тумланнӑ. Конкурса ҫын та нумай пухӑннӑ. Пӗчӗкскерсем халӑха кӑна мар, жюрие те тыткӑнланӑ.
Ачасем хӑйсемпе паллаштарнӑ, пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшнӑ, илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. Вӗсем ташласа, юрласа, актер ӑсталӑхне кӑтартса тӗлӗнтернӗ.
Ксения Агеева, Юлиана тата Евгения Рубцовӑсем, район тата республика шайӗнчи конкурссен лауреачӗсем, куракансене юрӑсемпе тыткӑнланӑ.
Жюрие ҫӗнтерӳҫе суйлама ҫӑмӑл пулман. Диана Агафонова, Ксения Савукова, Ангелина Мешкова, Мария Адюкова тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Даша Афанасьева вара «Пӗчӗк принцесса» ята тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (8)
Шупашкар районӗнчи Ишлей вулавӑшӗнче «Ҫӑкӑра сӗтел ҫинче мухтав!» сехет ирттернӗ. Унта ҫӑкӑр «хакӗ» пирки, ӑна мӑн асаттесемпе асаннесем хисеплени ҫинчен калаҫнӑ.
Ишлейсем те шухӑша кайнӑ: ҫӑкӑра тивӗҫлипе хаклама пӗлетпӗр-и эпир? Ара, ӑна хисеплесе ватӑсем тӗрлӗ каларӑш шутласа кӑларнӑ: «Ҫӑкӑртан асли ҫук», «Ылтӑнсӑр пурӑнайӑн, ҫӑкӑрсӑр вара — ҫук» тата ытти те.
Вулавӑш ӗҫченӗ Н.Н.Александрова пухӑннисене ҫӑкӑр сӗтел ҫине мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ. Унта камсем хутшӑнаҫҫӗ? Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илес йӑла-йӗрке ӑҫтан тухнӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене пурте пӗрле уҫӑмлатнӑ.
Электронлӑ хӑтлав вара йӑлтах куҫпа курма май панӑ. Вулавӑша килнисем 1947 ҫулта Ленинградра ҫӑкӑр илнӗ чӑн-чӑн талонсене те алӑпа тытса пӑхма пултарнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейне вут-ҫулӑм чӗреллӗ поэт тесе хаклакан ҫак поэтӑн портретне парнеленӗ. Ытти ҫапла ӗҫсенчен вӑл чӑннипех те уйрӑлса тӑрать. Ӑна тӗрлесе тунӑ.
Портрет авторӗ — Юрий Григорьев. Юрий Владимирович парнелӗх япаласене компьютерпа хатӗрлессипе тата пӗр-пӗр темӑпа пӗчӗк парнесем тӑвассипе ӗҫлет. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Григорьев вӗҫӗмех шыравра. Поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӳркенмен ҫав ҫын поэтӑн портретне тӗрлес шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл хура ҫиппе пурнӑҫланӑ. Автор ҫакна поэт поэзи тӗнчинче ҫӗнӗ пусӑ сухаланипе, чӑваш поэзийӗн аталанӑвне йӗр хӑварнипе ӑнлантарнӑ.
Ҫеҫпӗлӗн тӗрленӗ портретне музейҫӑсем 1969-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче пичетленнӗ «Ҫӗн кун аки» кӗнекесемпе юнашар вырнаҫтарнине пӗлтереҫҫӗ.
«Раҫҫей Почти» уйрӑмӗсенче салам ямалли чӑвашла открыткӑсем сутлӑхра пур — вӗсем пурӗ те 15 тенкӗ кӑна тӑраҫҫӗ. Чӑвашла открыткӑсене «Энтри» ТМЯП типографийӗнче кӑларнӑ, саккас тӑваканни — «Раҫҫей Почти».
Открыткӑсем ҫинче паллӑ чӑваш ӳнерҫисен картинисем вырнаҫнӑ — тӗслӗхрен, Никита Сверчковӑн «Чӑваш туйне» (1963–67), Моисей Спиридоновӑн «Шӑпӑрҫине» (1926) тупма пулать. Ҫавӑн пекех тематикӑсӑррисем те пур — «Чӑваш Енрен ырӑ сунса!», «Чун-чӗререн...» ятлисем.
Чӑваш Ен тулашӗнчисем открыткӑсене «СУМ» лавккара туянма пултараҫҫӗ. Унти хак — 20 тенкӗ.
Вӑрнар районӗнчи рункӑсем ял 405 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Уявра ялти чи ватӑ ҫын — 95 ҫулти Анна Федорова — тухса калаҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Терентьева сӑмах илнӗ.
Ӗҫ ветеранӗ Н.Рябчикова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Николай Александров хӑй ҫырнӑ сӑввине вулани пурне те килӗшнӗ.
Чылайӑшне сцена ҫине чӗнсе грамотӑсемпе чысланӑ. Уява паллӑ тумашкӑн кашни килӗрен 500 тенкӗ пухнӑ. Спонсорсем те пулӑшнӑ рункӑсене.
Унтан спорт мероприятийӗсем пуҫланнӑ. Мала тухнисене парнесемпе тата теттесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем каруҫҫельпе ярӑннӑ, батут ҫинче сикнӗ.
Уяв, паллах, шӳрпесӗр тата шашлӑксӑр иртмен. Вӗсемпе тӳлевсӗрех хӑналанӑ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Рункӑсене савӑнтарма кӳршӗ ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те килнӗ.
Сӑнсем (22)
Пӗрремӗш каналӑн «Сасӑ. Ачасем» кӑларӑмӗ хӑш-пӗр тӑрӑхри культура ӗҫченӗсем валли евӗрлемелли проект евӗр пулса тӑрать. Ӑна Пелагея, Дмитрий Билан юрӑҫсем тата Максим Фадеев музыкант, композитор, продюсер йӗркелесе пыраҫҫӗ. Конкурса ҫичӗ ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем хутшӑннӑ. Конкурса йӗркелекенсем вӗсене питӗ тӗплӗн суйласа илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Сасӑ. Ачасем» ача-пӑча хушшинче ӑмӑрту ирттернӗ. Унта юрлама кӑмӑллакан хӗрачасемпе арҫын ачасене йыхравланӑ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма ӑнтӑлнӑ. Мускаври проектри шаях ҫитеймеҫҫӗ пулин те кивӗ элпуҫ тӑрӑхӗнчисем те ҫӗнтерӳшӗн хытах ӑнтӑлнӑ. Ялсенче музыка шкулӗсем ҫук пулин те пултаруллисем унта ҫук мар-ҫке. Пултарулӑхӗпе теприсем, тен, ятарлӑ шкулта пӗлӳ пухакансенчен те ирттереҫҫӗ-тӗр...
Вӑрмар районӗнчи Эҫпепе ялӗнче мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Анчах вӗсемшӗн ял кунне уявласси чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри шутланать. Ӑна вӗсем 12-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв «Вӑйӑ картинчен» пуҫланнӑ. Ун чухнех Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑк тӑрах сценка лартнӑ. Унтан уява Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Егоров сӑмах илсе тӑснӑ.
Район администрацийӗнчен те килнӗ. Вӑл общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ Владимир Иванова тата Эльвира Захаровӑна тав туса чысланӑ.
Малалла концерт иртнӗ. Эҫпепесене саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫитнӗ.
Ӑмӑртусем те иртнӗ. Армрестлинг, кире пуканӗ йӑтас, вӗрен туртас енӗсемпе вӑй виҫнӗ.
Сӑнсем (15)
Патӑрьел районӗнчи «Пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗ» автономи учрежденийӗн «Ӑраскал» эстрада ушкӑнне районта пӗлеҫҫӗ темелле. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен концертне ял ҫыннисем чунтан кӗтеҫҫӗ. Черетлӗ концерт программипе, ӑна ушкӑн «Чунтан савӑнар, тӑвансем» ят панӑ, «Ӑраскал» Ишлӗ ял тӑрӑхне ҫитсе килнӗ.
Концерта эстрада ушкӑнӗ ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене илсе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех репертуара ҫӗннисене те кӗртнӗ. Сцена ҫинче вырӑнти артистсем икӗ сехет ытла пулнӑ. Вӗсем эстрада, халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Ташласа та кӑтартнӑ. Куракансем ушкӑнри артистсене — Юрий Езюкова, Вероника Арланована, Александр Пузырникова, Роза Семенована, Наталья Лаврентьевана, Луиза Лоентьевана — кӑмӑлтан итленӗ-мӗн. «Солистсем ҫав каҫ телей кӳчӗҫ, куракансем вӗсене алӑ ҫупса тав турӗҫ», — пӗлтернӗ Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче.
Нумаях пулмасть Сочире иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри фольклор ушкӑнӗсен XVII фестивальне Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх ансамблӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Кубанский казачок» фестиваль-конкурса хутшӑннӑ 500 пултарулӑх ушкӑнӗ хушшинче I степень лауреачӗ пулса тӑнӑ тата «Фольклор театрӗсем» номинацире кубок ҫӗнсе илме пултарнӑ ушкӑн туй йӑли-йӗркине илсе ҫитернӗ. Тумӗсем те вӗсен «бутафорилле йӑлтӑр-ялтӑрлӑхпа ҫиҫекеннисем мар, чӑн-чӑннисемех пулнӑ», — тесе хыпарлать Римма Прокопьева журналист.
Фестивале Раҫҫей Федерацийӗпе Краснодар крайӗн Культура министерствисем, Виктор Захарченко ертсе пыракан «Кубанский казачий хор» пултарулӑхпа ӑслӑлӑх учрежденийӗ тата Сочи хулинчи Лазаревски район администрацийӗн культура пайӗ йӗркеленӗ.
Утӑн 11–12-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Павлӑ районӗнче наци культурисен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗ те унта чӗннипе кайнӑ.
Фестивальте алӗҫсен куравне йӗркелесе вӗсене сутнӑ. Ҫавӑнтах наци апат-ҫимӗҫӗ пулнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ хутӑш чӑвашсен юррисемпе ташшисене кӑтартнӑ.
Фестиваль икӗ куна тӑсӑлнӑ. Иккӗмӗш кунхине пултарулӑх ушкӑнӗсем ял тӑрӑхӗсенче концерт кӑтартнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ Шахово ял тӑрӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ку вырӑс ялӗ, апла пулсан та куракансем ушкӑнӑн кашни юрри-ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Вӗсем Андриян Николаевӑн юратнӑ «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех пушкӑрт чӑвашӗсен юррисем пулнӑ, чӑвашсен «Ҫӗн пӳрт ӗҫки» йӑли-йӗркин пӗр пайне кӑтартнӑ. «Кунер» сцена ҫинче тури, анатри тата хутӑш чӑвашсен юррисене, вырӑссенне те юрланӑ.
«Кунер» фольклор ушкӑнӗ фестивальтен Дипломпа тата сувенирсемпе таврӑннӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |