Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен-пӗр ҫын — ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ кинеми — пурӑнать. Триер ялне 1929 ҫулта «Триер» (вӑл ят тырӑ тасатмалли ял хуҫалӑх машинине пӗлтерет) колхоз йӗркелесен пуҫарнӑ. Вунӑ ҫултан унта 75 ҫын пурӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ялта йыш сахалланса юлнӑ. Паян 12 хуҫалӑх шутланса тӑрать пулин те Нина Карпинская ҫеҫ пурӑнать.
Пӗччен ялти кинемие ҫав тӑрӑхри тӳре-шара тата Саланчӑкри юрӑ-ташӑ ӑстисем юбилейпе хисеп тунӑ: вӗсем ӑна киле кайсах саламланӑ. Нина Карпинская мӑшӑрӗпе пилӗк ывӑл ӳстернӗ. Вӗсем пурте ҫемьеленнӗ, Ҫӗмӗрлере пурӑнаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хыпарланӑ тӑрӑх упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн пӗччен тӑрса юлнӑ амӑшне курма вӗсем час-часах кайса ҫӳреҫҫӗ. Кинеми 2002 ҫултанпа ял старости шутланать, ялти пурнӑҫ пирки Тури Макарин ял тӑрӑхне пӗлтерсе тӑрать.