Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Василий Ржанов ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине асӑнса каҫ ирттернӗ. Вӑл драма хайлавӗсем кӑна мар, фельетонсем те, очерксем те, статьясем те ҫырнӑ.
Василий Ржанов — чӑваш драматургӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. «Союзпечать» организацин республикӑри уйрӑмӗнче, «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи искусство енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат корреспондентӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче, Мире хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен чӑваш комитечӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ.
Асӑну каҫне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗ Вера Кузьмина, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валерий Туркай, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Христофоров, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче сцена ҫине «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» трагикомеди кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Пьеса авторӗсем — Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.
«Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» пӗччен фронтовикӑн шӑпипе паллаштарать. Оккупациленӗ Кейӳ хулинчен 1941 ҫулта Мирон мучи выҫӑ ачасене ҫӑлса партизан отрядне ӑсатнине унпа пӗр ял ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ те иккен. Чылай ҫул иртсен Мирон мучие хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫӑлнӑ пӗр тӑвансем шыраса тупаҫҫӗ.
Трагикомедин жанрӗ тӗп сӑнарӑн тата ӑна пӗлекенсен чун хевтине ӑнланма май парать тесе пӗлтереҫҫӗ театрта.
Рольсенче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Красова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Владимир Григорьев, Николай Дмитриев, Станислав Владимиров, Александр Степанов, Ирина Архипова, Венера Пайгильдина, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева тата ыттисем выляҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа, Раҫҫейре Литература ҫулне, Чӑваш Республикинче Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкне халалласа «Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн чӗремӗр юрлать» смотр-отчет пырать. Черетлӗ концерт-уяв Штанашра иртрӗ. Штанашри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Штанашри халӑх артистсене яланах хавас, концерт курма таврари ялсенчи ҫынсем те ятарласа килнӗ. Вӗсене валак умӗнче тӑракан Сетнерпе Нарспи сӑнарӗсем кӗтсе илчӗҫ. Залӑн сылтӑм енче ҫӗрпӳрт, кунта вӑрҫа хутшӑннӑ фронтовиксен сӑнӗсем, вӗсен мӑнукӗн мӑнукӗсен вӑрҫӑ темипе ӑсталанӑ самолет-танк-корабль макечӗсем. Кӗнеке тусӗсем «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул» тата «К.В. Иванов ҫулталӑкӗ» кӗнекесен куравӗпе паллашма пултарчӗҫ, кунтах вырӑнти ҫыравҫӑн кӗнекисем. Хӑнасем вырӑнти алӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Диана Майорова ӳкерме юратать, вӑл хӑй юратнӑ кӗнекери геройсене сӑнарланӑ. Вера Мажукова, Раиса Сидорова, Елизавета Никитина, Зоя Прокопьева, Светлана Ефремова тата Вера Парикова алӗҫ ӑстисем — вӗсен ӗҫӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри культура ҫуртне ҫамрӑк вулавҫӑсем пухӑннӑ. Мӗн тӗллевпе? Унта «Чӗрӗ сӑмах» республика конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса район конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ яш-хӗр хутшӑннӑ. Унта Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ.
Жюрире сумлӑ ҫынсем ларнӑ: ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Иосиф Александрович Дмитриев, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Николаевна Полякова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Николаевич Григорьев.
19 ҫулти Женя Тихонов Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчен килнӗ. Вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вуланӑ. Конкурс хыҫҫӑн конкурсҫӑсене сӳтсе явнӑ. Иосиф Александрович каланӑ тӑрӑх, вӗсем уйрӑмах Евгений Тихоновпа кӑмӑллӑ юлнӑ. Женя пӗчӗк йӑнӑш кӑна тунӑ. Анчах Иосиф Александрович ӑна мӗнле тӳрлетмеллине каланӑ.
Конкурсҫӑсем ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсемпе хутшӑнма хавас пулнӑ. Пурне те «Чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн сертификатне панӑ.
Сӑнсем (7)
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ.
Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ.
Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ.
Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ.
Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать.
2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ку мероприятие хальхинче район 80 ҫул тултарнине халалланӑ.
Фестивале район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев уҫнӑ. Юрӑ-кӗвӗ уявне пухӑннисене вӑл 17-мӗш хут иртекен мероприятие хутшӑнакан поэтсемпе композиторсене «район культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» тав тунӑ май малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
Кӑҫалхи фестивальте 8 композиторпа 13 поэт юрри янӑранӑ. Вӗсен пултарулӑхне Красноармейскинчи ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина михайлова, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Смирнова, Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн районти ертӳҫи Георгий Ефимов хакланӑ.
Сӑнсем (22)
ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш композиторӗсем пирки тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗринче Совет Союзӗнчи композиторсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Тепӗр пайне 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчисене кӗртнӗ. Кӗнеке авторӗ — ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ Любовь Бушуева. Вӑл ӑна республикӑри пӗрремӗш музыковедӑн Юрий Илюхинӑн кӗнеки тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑ. Илюхинӑн кӗнеки профессионал мусӑкҫӑсемшӗн юратнӑ кӑларӑм пулнӑ.
Любовь Бушуева Илюхинӑн кӗнекине ҫӗнетсе кӑларма шутланӑ. Вӑл — сайра тӗл пулакан кӑларӑм, республикӑра унпа танлашаканни ҫук та. Ҫапла палӑртать Любовь Бушуева.
Чӑваш Енри мусӑкҫӑсем Бушуевӑн кӗнекине кӑмӑлланӑ. Унта республикӑри композиторсен пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн пӗлме май пуррине палӑртнӑ.
Чӑваш Ен мусӑкҫи Алексей Айхи Раҫҫейри сумлӑ «Ника» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «Фильм валли ҫырнӑ чи лайӑх кӗвӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Кинематографи премийӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш композиторӗ Алексей Айхи Александр Коттӑн «Испытание» фильмӗ валли кӗвӗ ҫырнӑ.
«Чи лайӑх фильм» номинацире вара Алексей Германӑн «Трудно быть Богом» фильмӗ ҫӗнтернӗ.
Алексей Айхи «Ника» премие 2003 тата 2013 ҫулсенче те илнине палӑртмалла. Вӑл ӑна ун чухне «Любовник» тата «Орда» фильм валли кӗвӗ ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Алексей Айхи «Золотой овен», «Золотой орел», «Белый слон» премисене тата «Кинотавр» кинофестивальте М.Таривердиева ячӗллӗ премисене те илнине палӑртмалла.
Етӗрне район хаҫачӗ 85 ҫул тултарнӑ. Юбилее хаҫатҫӑсем паян, акан 3-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Шӑп та лӑп 85 ҫул каялла хаҫат «Пирӗ юлташ» ятпа кун ҫути курнӑ. Кайран, самана хистенипе те пулӗ, ӑна «Колхозник юлташӗ» теме тытӑннӑ. Хаҫатӑн тиражӗ 1 пин пулнӑ. Пӗрремӗш редактор пулса Я. Ильин тӑрӑшнӑ.
Ҫул иртнӗҫемӗн ячӗ тата ылмашнӑ-ха. «Большевик» та пулса пӑхнӑ, «Коммунист» та, «Ӗҫ ялавӗ» те. Юлашкинчен асӑннипе вӑл 1962 ҫултанпа паянчченех пичетленет.
Ячӗ кирек епле пулсан та пичет кӑларӑмӗн тӗллевӗ — район пурнӑҫне ҫутатасси. Хаҫатӑн хальхи редакторӗ Светлана Трилинская кашни номере кӑсӑклӑ тума тӑрӑшнине ӗнентерет.
Етӑрне район хаҫачӗ хӑй вӑй панӑ ятсемпе те мӑнаҫланать. Чӑн та, каярах республикӑра ят-сум илнӗ журналистсем малтанласа унта вӑй хунине палӑртмалла. Вӗсен хушшинче «Советская Чувашия» хаҫата тӗп редактор пулса чылай ҫул ертсе пынӑ А. Соловьев, В. Романов фотожурналист, В. Железнов журналист ячӗсемех мӗне тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (24)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |